Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк the word is in our database.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) more information about the word form can be found here.
Ҫӑкӑр ҫитерекен, пурнӑҫа сыпӑнтарма пулӑшакан трактора Леонид Канясев пӗчӗк ача пекех юратса пӑхать.

Help to translate

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачалӑхӑма аса илсен пӗчӗк чухнех ҫитӗннӗ ҫынсемпе тан пилӗк авса ӗҫлени куҫ умне тухать.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пӗчӗк калибрлӑ пӑшалтан перессипе те Апашсене ҫитекенни пулман.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тутӑрсем, пӗчӗк ача кӗписем, салфеткӑсем…

Help to translate

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен хушшинче культура, медицина ӗҫченӗсем, сутуҫӑсем, персонал менеджерӗсем, хуҫалӑх ӗҫченӗсем, килте пӗчӗк ачисене пӑхакан амӑшӗсем…

Help to translate

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Халӑх валли район центрӗсенче пӗчӗк заводсем хута ярасчӗ.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗчӗк ачана ку сӑнсем мӗн тума кирлинчен сутуҫӑ та тӗлӗннӗ.

Желание ребенка купить эти портреты удивляло даже продавцов.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Аттепе анне эпӗ пӗчӗк чухне ман валли ятарлӑ хатӗрсем туянатчӗҫ.

Когда я была маленькая, родители покупали мне специальные заготовки.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Атте пӗчӗк чухнех ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Help to translate

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫакна пӗчӗк пуҫлӑхсем ӑнлансанах пурнӑҫ пыл та ҫу пулмалла пек те...

Мне кажется, если это поймут вот эти чиновник, жизнь превратиться в благодать...

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Ҫынсем вырӑнти пӗчӗк пуҫлӑхсен ӗҫне кура района, республикӑна, ҫӗршыва ертсе пыракансене хаклаҫҫӗ-ҫке.

Люди, оценивая работу мелких чиновников, судят работу руководителей района, республики, страны.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

– Килти выльӑхпа усӑ курни пӗчӗк продуктивлӑ пӑру илнипе пӗрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарӑлас хӑрушлӑха та ӳстерет, ҫавӑнпа та ӗнесене искусствӑлла майпа лайӑх вӑрлӑхпа пӗтӗлентермелле, – асӑрхаттарса каларӗ выльӑх тухтӑрӗ.

- Использование домашних животных вместе с рождением малопродуктивных телят, увеличивает опасность распространения заразных болезней - виброза, трихомоноза, летоспироза, поэтому коров нужно оплодотворять искусственным способом хорошим семенем, - с предупреждением сказал ветеринар.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пӗчӗк брошюрӑсем пичетлесе кӑларатӑп.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсен шучӗ пӗчӗк мар - 300 ытла кӗнеке.

Help to translate

«Вула, Элӗк Ен!» фестивале йыхравлатпӑр // Зоя УДЯКОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Сӑтӑр пӗчӗк юханшывсенче пысӑкрах, мӗншӗн тесен шыв тытӑмӗпе пахалӑхӗ, биотопӗ, ценозӗ нумайрах улшӑнать.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл ҫавӑн пекех училище валли рояль, музыка инструменчӗсем, пӗчӗк электростанци туяннӑ, 20 чухӑн ачана апат ҫитерме, экскурсие кайма укҫа парса тӑнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗрремӗшӗнчен, алӑ ӗҫӗ - йывӑр ӗҫ, ҫынна хӑратса-ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереймӗн; иккӗмӗшӗнчен, кӗреҫепе-сенӗкпе кӑна ӗҫленин тухӑҫӗ ытла та пӗчӗк.

Help to translate

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пулсан та - ӗҫ укҫи пӗчӗк.

Если даже есть - маленькая заработная плата.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

35,5 ҫын пурӑнакан Токиопа икӗ теҫетке миллион ҫурӑ ҫынлӑ Мехико кӑна мар, нумай ҫӗршывра пирӗншӗн пӗчӗк пек кӑна туйӑнакан поселоксем те хула статусӗллӗ.

Не только Токио с жителями 35,5 человек и Мехико с людьми в два с половиной миллиона, но и во многих странах населенные пункты, кажущиеся нам маленькими поселками, имеют статус города.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хулисен шучӗ те пӗчӗк пулнӑ та...

Да и количество городов была маленькая...

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed