Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна курсан, Микиш, юнӑхса ларнӑ питне-куҫне, шӑйрӑк тутине пӗркелесе, шӑлне ҫыртса вырӑнӗнчен тӑчӗ те ман пата мӑштӑр-мӑштӑр уткаласа пычӗ, вара васкамасӑр ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ҫакна асӑрхаса, юнашар ларса пыракан хӗрарӑм тинех (манӑн пит-куҫри тӗксӗм тӗтрелӗхӗн сӑлтавне шахвӑртса пӗлесшӗн ҫунса-ши?) куҫӗпе мана чӗррӗн тӗллерӗ:
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ӗнтӗ ҫакна Арҫен те асӑрхарӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Ҫакна куруҫӑн эпӗ шанк хытса ларатӑп: ара, мӗнле кӑмпаллӑ нӳлеке ку?
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Праски кинеми, хашкине ернӗскер, ҫакна асӑрхарӗ пулас: муттикне авринчен пӗр аллипе ярса тытса, пӑртак хал илес тенӗн, тӳрленсе тӑчӗ те упӑшкине сӑнавлӑн куҫлама пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Чикӗрен тухса урсах кайрӗ Ҫтаппан ҫакна курсан.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ку таранччен хӑйӗн «хӳрине» никам та «хӗсӗнтермесӗр» иртӗхсе пурӑнма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫакна ҫилпе вӗҫсе иртекен ҫӳпӗ пек ирттерсе яма пултарайман: хӗремесленсе, шӑлне ҫыртса ывӑлӗн аллинчен вӗҫерӗнкеленӗ те туххӑмрах алла пуртӑ ярса тытнӑ:
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш.
67-ри хӗрарӑм 3,5 млн кредит илсе ултавҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34534.html
Эпир, тухтӑрсем, ҫакна лайӑх пӗлетпӗр.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫакна тума ҫамрӑк такашӑн хуҫи пӗр пӗлми, сӗлкӗш пулса ыйха сӑптӑрнӑ чух меллӗрех пулнӑ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ун ҫинчен ялта тата ҫакна пӗлеҫҫӗ: авланса уйрӑлнӑскер; ачисем те — ывӑлпа хӗр — пур иккен.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Нумаях пулмасть вара Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫатра ҫакна та вуларӑм:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Аркадий, ҫакна илтсе, Альберта, ӑна пурнӑҫра пӗрремӗш хут курнӑ пек, пӗр ластӑк тӗпчевлӗн пӑхса тӑчӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах сӑмахне чӗлхи ҫинчен вӗҫерӗнме памарӗ — ҫулхӑнланнӑ чунне хытарса, шӑлне ҫыртса, сассем илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла васкарӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Пассажирсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна шӑлне ҫыртса чӑтса ирттерчӗ, теприсем айлатса илчӗҫ, чӑтӑмсӑррисем, шофера вутӑ турттараканпа танлаштарса, шӑртланса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Учительсем ҫакна асӑрхамаҫҫӗ тетӗн-и?
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Аркадий ҫакна пӗр авӑк сас памасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, хевтесӗр кулкаласа, куҫне аяккалла тартрӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Альберт ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала вырӑнне йышӑнса, йӑпанусемпе йӗпхӗрсе ӳснӗ, вӑл мӗн те пулин ыйтнине тивӗҫтермесен, ун еккине ямасан, акӑш-макӑш ҫуйӑхашса, ӑшӗнчи мӗнпур чӑкӑртӑшне шӑртлантарса, суя куҫҫульпе чыхланнӑ, мӗн алла лекнӗ, ҫавна ватнӑ, ҫӗмӗрнӗ, ҫӗтнӗ…
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Эпир те, комисси членӗсем, асӑрхасах ҫитереймерӗмӗр пулас ҫакна, — Магаев экзаменра шпаргалкӑпа усӑ курнишӗн хама та айӑп туса, Татьяна Николаевна сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх пуррине ҫирӗплетме васкарӑм эпӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Эпӗ тата ҫакна ӑнлантӑм: ҫын хӑйӗн ӗҫне чунтан-вартан юратсан, унра вӑл хӑйне тупсан ҫеҫ активлӑ, творчествӑлла, хӑйӗн мӗнпур вӑйне-халне, ӑс-тӑн пуянлӑхне карӑнтарса ӗҫлеме пултарать.