Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурри ҫунса кӑмрӑкланнӑ хӑрӑмлӑ хапха умӗнче йӗнер ҫинчен анчӗ, чӗлпӗре калмӑк ҫыннине тыттарчӗ те, урисене сарлакан ярса пусса, кил хушшине кӗрсе кайрӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хапха патӗнче Наталья пӗчченех тӑрать, тул ҫутӑлас умӗнхи сулхӑн ҫил ун аллинчи хурлӑхлӑ хура тутӑра ҫӑлса илесшӗн туллашса вӑркӑштарать.У ворот стояла одна Наталья, и свежий предутренний ветерок рвал из рук ее черную траурную косынку.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ватӑлас енне сулӑннӑ калмӑк хапха умӗнче ӗҫсӗр аптӑраса тӑракан ординарецсем патне пычӗ, учӗ ҫинчен анчӗ те тӑмран йӑваласа тунӑ чӗлӗмне кӗсйине чиксе хучӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӑтӑнса аннӑ хапха алӑкӗ урлӑ каҫса мӑян пусса илнӗ имени картишне кӗрсен, Григорий чунне салхулӑхпа юхӑнса кайнӑ пурнӑҫӑн сивӗ варкӑшӗ ҫӳҫентерсе ячӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хапха шаккани те, сысна нӑриклетни те, ҫак тӗттӗмри шӑплӑхра Иван Иваныч кӑшкӑрни те темле хӑрушӑ пек туйӑнчӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Таҫта урамра хапха шаккани илтӗнчӗ, килкартинче сысна нӑриклетрӗ.Где-то на улице застучали в ворота, и в сарайчике хрюкнула свинья.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, палламан ҫын каллех пӳлӗме кӗчӗ те пӗр тӗлӗнмелле хапха пекки, П саспалли евӗрлӗ япала илсе кӗчӗ.
IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Никодим куллине пытарчӗ, хул айӗнчен тытса, йӑмӑкне айккинелле, хапха патнелле ҫавӑтса кайрӗ.Никодим смял на губах улыбку, взял сестру под руку и отвел в сторону, к воротам.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Машина юр ҫинче вырӑнтан тапранаймасӑр тӑчӗ-тӑчӗ те, темиҫе хут туртӑнса илсе, пӑртак пӳрт патнелле ҫывхарчӗ, чалӑшса кайнӑ хапха юписем хушшинче чарӑнчӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аниска ӑна хапха патӗнче хуса ҫитнӗ, пӳрнисемпе кӗпинчен ҫатӑртаттарса тытнӑ.Аниска догнала его у ворот и схватила цепкими пальцами за рубаху.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Питрен ҫапса вӗтӗ юп тӑкӑнать, хапха тӑррисем шурӑ тусанпа витӗнеҫҫӗ.Сыпал мелкий, бьющий в лицо снег, крыши и козырьки ворот уже запорашивало белой пылью.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ, каҫсерен хапха патӗнче атӑпа тӑрса, урана кӑшт ҫеҫ тӑм илтерместӗмччӗ те, вӑл ҫапах ун хыҫҫӑн никам та чупмасть тесе шутлатчӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Уншӑн вара паян Корней икӗ еннелле те питӗ тинкерсе пӑхрӗ, ют ҫын куҫӗшӗн интереслӗ мар пек туйӑнакан япаласене те вӑл пурне те ҫийӗнчех асӑрхарӗ: акӑ хурӑн шалчасемпе тунӑ шурӑ хӳме, темиҫе пӳрт ҫинче ҫӗнӗ йӳнӗсем; улӑм витнӗ пӳрт тӑррисем хушшинче шифер витнӗ пӗр пӳрт тӑрри кӗрен саплӑк пек курӑнать, урам варрине кӗтмен ҫӗртен тухса ларнӑ сарӑ пура карас ӑвӑсӗ пек йӑлтӑртатать — ун тавра сухӑр шӑрши кӗрекен ҫункав сапаланса выртать, ҫӗнӗ чусран тин ҫеҫ туса лартнӑ хапха йӑл-йӑл ҫутӑ сапнӑн туйӑнать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хапха умӗнче ӑна Дымшаков пиншак аркинчен тытса чарчӗ, пите махоркӑ шӑрши ҫаптарса, питӗ лӑпкӑн: — Ну, хунчӑкам, хӑҫан пӗтӗмпех таврӑнатӑн яла? — тесе ыйтрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий хапха умне тухса тӑнӑ тӑванӗсем ҫине ҫаврӑнса пахмасӑрах лашине урампа уттарса кайрӗ, Астаховсен пӳрчӗ умӗпе иртнӗ чух вӗсен чӳречисем ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ, курницӑн хӗрринчи чӳречинче Аксиньйӑна курчӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Лашасем йӗнерӗсемпех хапха патӗнче ирӗклӗн утӑ тӗшӗрсе тӑчӗҫ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ермаков ӑна хапха патӗнче хӑваласа ҫитрӗ.
XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Христос ҫӑлтӑр! — кӑшкӑрса хӑварма ӗлкӗрчӗ вӑл хапха еннелле утса килекен кил хуҫине.Спаси, Христос! — успел крикнуть он подходившему к воротам хозяину.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫатан хапха хушӑкӗсенчен, хӑйӗн ҫутине ала витӗр сапаланӑ пек, хутран-ситрен хӗвел пӑхать.В хворостяные ворота, как сквозь решето, иногда глянет солнце.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.