Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) more information about the word form can be found here.
Апат-ҫимӗҫ ытларах туянас тетпӗр, таҫта нумайлӑха пурӑнма каятпӑр пулас — тӗлне халлӗхе пӗлместӗп.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телее, ҫумӑрӗ ир тӗлне чарӑнчӗ-ха, ҫапах пасара паян халӑх йышлах тухас ҫук.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑрсен тӗлне пулмашкӑн сӑлтав ҫук сан.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавсене пулах хӑй вӑхӑтӗнче Экеҫ тӗлне кӑшт ҫеҫ хура юпа лартман.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ҫичӗ-сакӑр ҫухрӑм е ытларах кайсан, самай пысӑк вӑрман тӗлне ҫитрӗҫ те унта пӑрӑнса кӗчӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑп ҫав самантра таҫтан-ҫке Веня тупӑнчӗ ун тӗлне, ӑна вӑйпах пӗве хӗрринчен илсе кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидорӑн тарӑн куҫӗ сасартӑк хӗм сапса илчӗ, сылтӑм алли пилӗк тӗлне туртӑнчӗ, унта пистолет капурӗ пур тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла икӗ-виҫӗ сехет аташса ҫӳресен, чугун ҫул тӗлне ҫитсе тухрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать, вӑрҫӑра пӗрле пулнӑ юлташӗ пулӑшнипе, вӑл ун чухне ырӑ ҫынсем тӗлне пулчӗ, вӗсем пулӑшнипе, большевиксемпе явӑҫса кайрӗ, пурнӑҫӑн тӗп тымарне ваккисенчен уйӑрма вӗренчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тухма пултарчӗ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани куҫӗ тӗлне пулмашкӑн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗлне кала, — хушрӗ Валет.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗлне хӑвӑрах пӗлетӗр, — терӗ хуҫа.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, уесра та, Шупашкарта та начальнике вырӑнти хурахсен йӗрӗпе банда тӗлне тухайманшӑн мӗн чухлӗ ятламан-ши!

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла тӗлне умра, пӗр ҫӗр аллӑ хӑлаҫра, ҫӳллех мар тӳпем курӑнчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кӑнтӑрла тӗлне сылтӑм кӳршӗри батальон тӳсейменни, поляксен кавалерийӗ, фронта татса, полк тылне тухни ҫинчен хыпар ҫитрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл атӑ кунчинчен ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те хӗрарӑм кӑкӑрӗ тӗлне тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апликан Хӗлипӗн хурӑнташӗсен тӗлне Антун пӗлет, ҫавӑнпа унта хӑвӑртах ҫитрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Улатӑра экеҫсем кахал апачӗ тӗлне ҫитрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене кӑнтӑрла тӗлне ҫывӑхри, Экеҫ ялӗнчен вуникӗ ҫухрӑмри, разъезда пыма каланӑччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

14:34 вӑхӑт тӗлне пур автобус та маршрут ҫине таврӑннӑ.

К 14:34 все автобусы вернулись на маршрут.

Шупашкарта 41-мӗш мартшрут автобусӗсем 3 сехет ҫӳремен // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31305.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed