Шырав
Шырав ĕçĕ:
Смотритель ӑҫта кайма лашасем кирлине ыйтса пӗлсен, ӑна кунта Кистенёвкӑран янӑ лав тӑваттӑмӗш талӑк ӗнтӗ кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтерчӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӗри ун хуйхӑллӑ сисӗм-туйӑмпала тулнӑ, — вӑл ашшӗ виличчен киле ҫитеймӗп тесе шикленет, ялта хӑйне салхуллӑ та кичем пурӑнӑҫ: сӗмлӗх, ҫын ҫукки, чухӑнлӑх, хӑй ним пӗлмен ӗҫпе аппаланасси кӗтсе тӑни ҫинчен шухӑшласа пырать.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӑштах ҫӗкленчӗ те уҫланкӑ вӗҫӗнчен пуҫланакан сарлака уй ҫинелле тӗлӗнсе пӑхрӗ, — пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ ҫӗрте, лере, ҫав уя каллех кӑвак вӑрман хупӑрласа тӑни курӑнать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
4) 10 статьян 1-мӗш пайӗн 26-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ хула округӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен калакан йышӑнӑва тӑвасси, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
1) 8 статьян 1-мӗш пайӗн 21-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче (малалла – строительство ӗҫне тума палӑртни ҫинчен пӗлтерни) кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ поселени территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсемпе, территорине планламалли документсемпе е капиталлӑ строительство объекчӗсен виҫисем тӗлӗшпе федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ обязательнӑй требованисемпе килӗшӳллӗн йышӑну тӑвасси, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна строительство ӗҫӗсене тума ирӗк панин чи пысӑк виҫисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси (малалла ҫавӑн пекех – палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла туни), капиталлӑ строительство объекчӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
8) патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлакан органӗн (патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлассине пӑхса хӑварнӑ чухне) туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ капиталлӑ строительство объекчӗ проект докуменчӗсен требованийӗсемпе, ҫав шутра энергетика тухӑҫлӑхӗн требованийӗсемпе тата капиталлӑ строительство объектне усӑ куракан энергетика ресурсӗсене шута илмелли хатӗрсемпе тивӗҫтермелли требованисемпе килӗшсе тӑни ҫинчен тунӑ заключенине;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
«91) полномочиллӗ орган йышӑннӑ, ҫирӗплетнӗ, панӑ документсемпе материалсене, вӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе килӗшӳллӗн (проект докуменчӗсен экспертиза заключенийӗсемсӗр тата (е) инженери тӗпчевӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемсӗр, ҫӗнӗрен туса лартнӑ, юсаса ҫӗнетнӗ капиталлӑ строительство объекчӗ проект докуменчӗн требованийӗсемпе килӗшсе тӑни ҫинчен патшалӑхӑн строительство надзорне пурнӑҫлакан органӗсем тунӑ заключенисемсӗр, федерацин патшалӑх экологи надзорне пурнӑҫлакан органӗн заключенийӗсемсӗр пуҫне) хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалла, е хула строительствин ӗҫ-хӗлне тивӗҫтермелли патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсене вырнаҫтармалли сведенисене, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗн 57 статйин 21-мӗш тата 3-мӗш пайӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсемсӗр пуҫне, асӑннӑ документсемпе материалсене вӗсен территорийӗ тӗлӗшпе йышӑнакан, ҫирӗплетекен, паракан, муниципаллӑ пӗрлӗхсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене (ҫав шутра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли пӗрпӗтӗм тытӑмпа тата ун ҫумне ҫыхӑнтаракан регионӑн ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли тытӑмӗсемпе усӑ курса) ярса парать;»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче энерги перекетлесси тата энергетика тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №54 от 20 сентября 2018 г.
Тупӑсем тӑтӑшах персе тӑни калама ан кансӗрлетӗр тесе Енакиев окоп тӗпне кукленсе ларчӗ те, Ахунбаевӑн хумханакан хаваслӑ сассине илтрӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫитменнине, нимӗҫсем «хӑратмалла» персе тӑни вырӑссене пӗртте хӑратман.Тем более что, как известно, немецкий «тревожащий» огонь обыкновенно меньше всего тревожил русских.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗвел тухичченех ура ҫине тӑни, хӗвел ансан ҫеҫ ҫывӑрма выртни ӗмӗрлӗхех асӗнче юлнӑ.
Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№
Айккинчен сӑнаса тӑни, вӗрентекенсен урокӗсем ҫинчен тиркевлӗн ҫеҫ калаҫни ҫителӗксӗр.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Унпа сӑмахласан Шупашкарти ентеш ӗмӗрӗнче тӗрӗслӗхшӗн пурӑнни малти вырӑнта тӑни палӑрчӗ.
Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist
Ҫурхи уй-хирте яра кунах трактор кӗрлевӗ тӑни, курӑк ҫулнӑ вӑхӑтра таврана утӑ шӑрши сарӑлни, каҫхи сӑвӑмри тулли сӗт витри, «хир карапӗ» тулӑ пуссипе ерипен шуса пыни тӗ ытӗ те - хресчен пурнӑҫӗн уйрӑлми ӳкерчӗкӗсем.
Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma
Гекӑн пичӗ ҫинче канлӗ телей палӑрса тӑни тӑруках ҫухалнӑ та, унӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ хуйхӑллӑ пулса тӑнӑ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Гек Финн аллине пуянлӑх пырса лекни, ӑна тӑлӑх арӑм Дуглас хӳтӗлесе тӑни Гека культурӑллӑ обществӑна ертсе кӗртнӗ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем ҫав ӗҫе эрнекун пуҫлама хӑраса тӑни, ӑна тепӗр куна хӑварма шут пытни мӗнле телей пулчӗ.И подумали: какое счастье, что они решили подождать один день, вспомнив про пятницу.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Малалла ҫакӑн пек япаласем пулчӗҫ: «Ача ялкӑшса ҫунакан палуба ҫинче тӑни», «Ассири ҫыннисем кашкӑрсем кӗтӳ ҫинелле пынӑ пекех пыни» тата вуласа памалли ытти хаклӑ япаласем те.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫын ҫурӑмӗ хыҫне пырса тӑрса, вӑл ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса тӑни вӑл питех те лайӑх мар вара.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑнаккӑшӗ чӗркуҫленсе ларсах унтан каҫару ыйтма хатӗр пулнине Том пӗлсе тӑнӑ, ҫавна сиссе тӑни Тома салхуллӑн хӗпӗртеттернӗ.Он знал, что в душе тетка стоит перед ним на коленях, и мрачно наслаждался этим сознанием.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Анчах пуҫлӑх калаҫать пулсан, хирӗҫ нимӗн каламасӑр тӑни лайӑх мар, кирек камӑн та хӑйне хӑй кам умӗнче мӗнле тыткаламаллине пӗлес пулать.
Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.