Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пичӗ (тĕпĕ: пит) more information about the word form can be found here.
Пичӗ чӗтренет, ҫӑварӗ тӑсӑлса чалӑшнӑ.

Лицо дрожало, рот растянулся.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе ывӑлӗн хӑрушла пичӗ умӗнче ҫакӑнса тӑракан марсиан сехӗрленнипе чарӑлнӑ куҫӗсемпе йывӑҫсем еннелле кӑтартрӗ, вӗсен хушшинче, тӗм хыҫӗнче, пысӑках мар ҫар кимми ларать.

Вися перед страшным лицом сына неба, марсианин расширенными от ужаса глазами указал на деревья, в тени их стояла небольшая, военная лодка.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шултра куҫҫуль пӗрчисем тухрӗҫ те унӑн имшер пичӗ тӑрӑх юхаҫҫӗ:

Выступили большие слёзы, потекли по её худенькому лицу:

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось пичӗ ҫинчен унӑн ҫӳҫне сирчӗ:

Лось отвёл с лица её волосы:

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита сывланӑран нӳрленнӗ мамӑк тире пичӗ ҫинчен сирчӗ.

Аэлита отогнула на лице влажный от дыхания мех.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пичӗ чалӑшнӑ.

Лицо его было перекошено.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тускуб пичӗ шупка хӗрлӗн пӑнчӑ-пӑнчӑланчӗ.

Лицо Тускуба покрылось розовыми пятнами.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита каласа пӗтереймерӗ; Тускубӑн пичӗ чапрасланчӗ, — ун тӑрӑх тилӗрӳ вучӗ чупса иртрӗ тейӗн.

Аэлита не договорила, — лицо Тускуба исказилось, словно огонь бешенства прошёл по нему.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кресло патне таврӑнчӗ те каллех паҫӑрхи вырӑна ларчӗ, шнур шарикне аллипе ҫавӑркалать, пичӗ халӗ кӑштах минренчӗкрех.

Когда же вернулась к креслу и опять села на подлокотник, — вертя в руке шарик от шнура, — личико у неё было слегка одурелое.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав тери ҫӳллӗ, унӑн пичӗ ту тӑрринчи юр пек.

Он был велик ростом, его лицо было, как снег на вершинах.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось тӳрех хуравламарӗ, тинкерсе тӗсет: Аэлитӑн пичӗ хусканусӑр, ҫӑварӗ хуйхӑллӑн пӑчӑртаннӑ.

Лось ответил не сразу, — всматривался: её лицо было неподвижно, рот печально сложен.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен ҫутинче пичӗ уҫӑмлӑнах курӑнать, анчах куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, — путӑкӗсенче пысӑк мӗлкесем ҫеҫ.

Лицо хорошо различимо в свете звёзд, но глаз не видно, — лишь большие тени в глазных впадинах.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн шурӑ-кӑвакрах, тӑрӑхларах пичӗ вӗттӗн чӗтрет.

Её бело-голубоватое, удлинённое лицо чуть-чуть всё дрожало.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӳллӗ, пӗкӗрӗлчӗк марсиан мала тухса тӑчӗ; вӑл та хура тумпа, пичӗ ӑмӑр, тӑрӑхла, вӑрӑм, ансӑр хура сухаллӑ.

Появился высокий, сутулый марсианин, также одетый в чёрное, с длинным, мрачным лицом, с длинной, узкой, чёрной бородой.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марсианӑн кӑвакрах, ӑшӑ пичӗ хускалмасть, сӗвек ҫамки ҫинче ҫеҫ, куҫ харшисен хушшинче, ытлашши тимлӗ пулнӑран хӗрлӗрех пӑнчӑ хӑпарма пуҫларӗ.

Голубоватое, умное лицо марсианина было неподвижно, лишь на покатом лбу его, между бровей, стало вздуваться от напряжения красноватое пятно.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сухалсӑр, ансӑр пичӗ кӑвакрах тӗслӗ.

Безбородое, узкое лицо — голубоватого цвета.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пичӗ — кирпӗч тӗслӗ, ансӑр, пӗркеленчӗк, шӗвӗр сӑмсаллӑ.

Лицо — кирпичного цвета, узкое, сморщенное, с острым носом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗрле ӑна темӗн тӗлленет те — вӑл шӑлне шатӑртаттарать, шӑппӑн кӑшкӑрать те — тӑрса вырӑн ҫинче ларать: ассӑн-ассӑн сывлать, шӑлӗсене ҫыртнӑ, пичӗ те, кӑкӑрӗ те тарпа исленнӗ.

Ночью приснится ему, — заскрежещет, вскрикнет глухо, сядет на постели и дышит, — зубы стиснуты, в поту лицо и грудь.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сӑнӗ — ҫамрӑк, хырӑннӑ, пысӑк хитре туталлӑ, мӑчлатман ҫутӑ куҫӗсем шӑтарасла пӑхаҫҫӗ, пичӗ умӗнче вӗҫсе пыраҫҫӗ тейӗн…

Лицо — молодое, бритое, с красивым, большим ртом, с пристальными, светлыми, казалось, летящими впереди лица немигающими глазами.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн пичӗ, ҫӳҫӗсем, мӑйӗ, калама ҫук вӑрӑм пӳрнеллӗ аллисем хӗп-хӗрлӗ, вут тӗслӗ пулнӑ.

Его лицо, волосы, шея, кисти рук с неимоверно длинными пальцами были ярко-рыжего, огненного цвета.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed