Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Сергей пӗр ротӑра пулнӑ тусӗн портречӗ умӗнче калаҫса тӑчӗ, ыйтса пӗлчӗ, хӑй ҫинчен каласа кӑтартрӗ, халех акӑ икӗ тус ыталанса пӗр-пӗр ресторана кайӗҫ те, пӗрер курка сӑра ӗҫсе, тул ҫутӑличченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ҫӳрӗҫ темелле…

Так, стоя перед портретом друга, с которым служил в одной танковой роте, Сергей разговаривал с ним, как с живым, расспрашивал, рассказывал о себе, и казалось, друзья сейчас обнимутся, будут говорить, не переставая, до утра…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пӗр кӗленче эрех ӗҫсе ярасси мар-ҫке, эрехӗн хакӗ — пӗр пус, ҫавах та учет тумалла: кам ӗҫсе янӑ, хӑҫан, мӗн чухлӗ…

Это не то, что выпить бутылку вина, — цена ей грош, а и то надобно вести учет: кто выпил, когда и при каких обстоятельствах…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр кӗленче чаплӑ сильванер ӗҫсе ярсан, сӗтел хушшинче ларакан Стефан Петрович хӑна ҫине пӑхмасӑр калаҫма пуҫларӗ:

Когда была выпита бутылка отличного сильванера, — Стефан Петрович заговорил, сидя за столом и не глядя на гостя:

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей панӑ эрехне ӗҫсе ячӗ.

Сергей молча выпил вино.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ывӑлӗпе иккӗшӗ ӗнер кӑна ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ пӗр бутылка эрехе ӗҫсе ячӗҫ.

Вдвоем с сыном они выпили бутылку вина, вчера только вырытую из земли.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ӗҫсе ячӗ, лӑчӑрканса кайнӑ помидор ҫыртса, пуҫне шуххӑн пӑркаласа илчӗ те бутылка ҫине хурланчӑклӑн пӑхрӗ:

Он выпил, ошалело затряс головой, закусывая раздавленным помидором, и, растроганно глядя на бутылку, сказал:

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Атаман ӗҫсе хӗрӗнкӗленчӗ те чун-чӗрене ҫулӑмлантарса яракан сӑмах ҫавӑрттарчӗ.

Атаман подвыпил и двигал зажигательную речь.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем картла выляҫҫӗ, ӗҫсе супаҫҫӗ, пӗтӗм ушкӑнӗпех управляющи хӗрӗ хыҫҫӑн чупаҫҫӗ.

Они играли в карты, пьянствовали, скопом ухаживали за дочкой управляющего.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ҫулнӑ тырра косилка ҫинчен ывӑтса пыраканскер, иртен вара ик витре кӗрекен баклагӑри шывӑн ҫуррине ӗҫсе ячӗ.

Петро, метавший с косилки, выпил с утра половину двухведерной баклаги.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка мучи вӑхӑтран вӑхӑта ӗҫсе ӳсӗрлет те, пан чӳречи умне пырса тӑрса, ҫирӗмшер пус кӗллесе ыйтма тытӑнать.

Дед Сашка время от времени напивался и шел под окна выпрашивать у пана двугривенные.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лукинична алӑкран пуҫне чиксе пӑхрӗ те: — Хӑяр шӳрпи ӗҫсе пӑх. Э? Пӗр самантра ҫӑмӑллатать вӑл, — терӗ.

Лукинична высунулась в дверь: — Ты бы рассольцу. А? Доразу очунеешься.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑнтӑрлачченех эрех ӗҫсе юрласа ларчӗҫ вӗсем:

Глотали водку до обеда, подпевали:

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Киле килнӗ хыҫҫӑн пиллӗкмӗш талӑкӗнче, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, полякла та нимӗҫле ятлаҫма пуҫларӗ, тата йӗре-йӗре, казаксем Польша ҫинчен юрлакан тахҫанхи юррине, 1831-мӗш ҫултах пуҫласа юрланӑскерне, юрлама тытӑнчӗ.

На пятые сутки по приезду напился, ругался по-польски и по-немецки и, плача, распевал давнишнюю казачью песню о Польше, сложенную еще в 1831 году.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗн юлмиччен ӗҫсе яратпӑр!..

Проживем все дотла!..

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн казак пай ҫӗрӗпе сутӑн илнӗ ҫӗр ҫинче табунсем тытнӑ, ҫын аллипе тырӑ акнӑ, хӗллепе кӗркунне акар-йытӑсемпе сунара ҫӳренӗ тата, хушӑран, шурӑ пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, эрни-эрнипе ӗҫсе пурӑннӑ.

Держал на своей казачьей паевой и купленной земле табуны, сеял — чужими руками — хлеб, зимой и осенью охотился с борзыми, изредка, запираясь в белом зале, пил неделями.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Апла пулин те, вун тенкине ӗҫсе ятӑмӑр.

— Зато десятку пропили.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пире улӑштарчӗҫ те, эпир вахмистра калатпӑр: «Вот, Лукич, ӗҫлесе тупрӑмӑр акӑ эпир вунӑ тенкӗ, халӗ вӑл укҫана ак ҫак мучи чунӗн канӑҫлӑхӗшӗн ӗҫсе ярас пулать», — тетпӗр, патрет кӑтартса.

Сменили нас, мы вахмистру и говорим: «Вот, Лукич, стал быть, заработали мы десять целковых и должны их пропить за упокой души вот этого деда», и показываем патрет.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла пӗрре, каҫхи чей ӗҫсе ларнӑ чух, Сергей Платонович хӗрӗ ҫине (Елизавета, гимназирен вӗренсе тухнӑскер, чылаях лайӑх хӗр пулса ҫитме ӗлкӗрнӗ) ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ; ун аллинчи янтарь пек чей тултарнӑ чей чашки кӑлтлатса сиксе илчӗ:

И вот как-то за вечерним чаем несказанно удивился Сергей Платонович, глянув на дочь (Елизавета, к тому времени окончившая гимназию, успела выравняться в видную, недурную девушку); глянул, и блюдце с янтарным чаем запрыгало в руках:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро мӑйӑхне шӑлса якатрӗ те ӗҫсе ячӗ, пурне те виҫеллӗн ҫеҫ шутласа ӗхлетсе илчӗ.

Петро разгладил усы, выпил, крякнул под общий сдержанный смех.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен пӗри, ҫӑл тараси пек ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ богучар украинецӗ, темле тӗлӗнмелле Геть-Баба хушаматлӑскер, ҫур ҫулта пӗр хут нимӗн урӑлмасӑр темиҫе кун ӗҫекенскер, пӗтӗм ӗҫлесе тупнӑ укҫине, ҫири тумтирӗсене те ун пек чухне ӗҫсе яраканскер пулнӑ.

Один из них, высокий — с колодезный журавль — богучарский украинец с диковинной фамилией Геть-Баба, в полгода раз пил запоем, пропивал все с себя и заработок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed