Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) more information about the word form can be found here.
Таврӑнчӗ.

Вернулся.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тутӑр хӗррисене чӑмласа утса таврӑнчӗ вӑл.

Шла и жевала концы платка.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ.

Митька приезжал с отцом и работниками с поля, — не умываясь и не скидывая с намозоленных ног тяжелых полевых чириков, проходил к Наталье в горницу, подсаживался.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Киле лӳппер таврӑнчӗ, ҫавӑнпа та Аксинья ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлчӗ.

Домой приехал вялый, поэтому-то легко отделалась Аксинья.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан кӑнтӑр тӗлӗнче таврӑнчӗ, пашкакаласа чириккине хывса пӑрахрӗ, унтан утса ӗшеннӗ урисене килленчӗклӗн хыҫма тытӑнчӗ.

Пришел оттуда в обед, кряхтя скинул чирики и, смачно почесывая натруженные ходьбой ноги, сказал:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑйӑран Григорий ҫӗрле, автансем авӑтнӑ хыҫҫӑн тин таврӑнчӗ.

Григорий пришел с игрищ после первых кочетов.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анне те хутортан таврӑнчӗ ӗнтӗ, пӗр чӳлмек вӗри ҫӑмах илсе килчӗ.

Уже с хутора давно пришла мать и принесла горшок горячих галушек.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах килне вӑл самаях кая юлса таврӑнчӗ те ҫӑмах та ҫиесшӗн пулмарӗ.

Поздненько, однако ж, пришел он домой и галушек не захотел есть.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Каҫа хирӗҫ полка кӗтмен ҫӗртен Олейник сержант таврӑнчӗ.

Под вечер в полк неожиданно вернулся сержант Олейник.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Иртнӗ каҫхине Болотнӑй партизанӗсен вӑрманти пӳртӗнче пулнӑ Усачев таврӑнчӗ.

…Вчера вечером в Болотное вернулся Усачев, побывавший в лесной партизанской избушке.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партизансене Силантий старик патне хӑварнӑ хыҫҫӑн Ерофей Кузьмич килне савӑнӑҫлӑн таврӑнчӗ: ҫак кунтан пуҫласа унӑн пурнӑҫ йӗрки хӑй вырӑнне ларчӗ.

Проводив партизан к деду Силантию, Ерофей Кузьмич вернулся домой оживленным и счастливым: отныне все в его жизни стало на свое место.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла вара, юлташсем, эсир тин ҫеҫ хаҫат ҫинче вуланӑ Борисов аслӑ сержант пӗр сехет каялла кӑна Мускавран таврӑнчӗ

— Итак, товарищи, старший сержант Борисов, про которого вы только что прочитали в газете, только час назад вернулся из Москвы…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Аслӑ салтак Отто Кугель, Лейпцигра линотипист пулса ӗҫленӗскер, кӗлӗрен чӗмсӗр те салхуллӑ таврӑнчӗ.

…Старший солдат Отто Кугель, линотипист из Лейпцига, вернулся с богослужения молчаливым и угрюмым.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Каҫпа Бояркин отряда таврӑнчӗ.

…Вечером Бояркин вернулся в отряд.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗсем кӑштах тем ҫинчен пӑшӑлтатрӗҫ, унтан Сысоев ҫуна патне таврӑнчӗ те никам кӗтмен ҫӗртенех Самохвалов аллисене салтма пуҫларӗ.

Все поговорили недолго о чем-то шепотом, а потом Сысоев вернулся к саням и неожиданно для всех начал развязывать Самохвалову руки.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Поярков танкӗ таврӑнчӗ.

— Вернулся танк Пояркова.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗл ҫитиччен вӑл Алтай ҫеҫенхирӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, Колчакӑн темиҫе карателле экспедицине аркатса тӑкнӑ ҫапӑҫусенче кӗрешрӗ, хӗле кӗрсен вара, Хӗрле Ҫар килсе ҫитсен, килне таврӑнчӗ.

До зимы он носился по алтайским степям, участвовал в разгроме нескольких карательных экспедиций Колчака, а зимой, когда подошли части Красной Армии, вернулся домой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Озеров ашшӗ пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинчен большевик пулса таврӑнчӗ, тӑван ялӗнче Совет туса ӑна ертсе пычӗ, вунсаккӑрмӗш ҫулхине ҫулла шурӑ гвардеецсем влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илсен, хӑйпе пӗр полкра пулнӑ Ефим Мамонтов тусӗ ертсе пыракан партизан арминче командир пулчӗ.

Отец Озерова возвратился с первой мировой войны большевиком, создал и возглавил в родном селе Совет, а когда летом восемнадцатого года белогвардейцы захватили власть, — стал командиром партизанского отряда в знаменитой партизанской армии своего друга-однополчанина Ефима Мамонтова.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юлашки лава ӑсатсан, Никифор Васильевич хӑйӗн килне таврӑнчӗ, лампа ҫутса, каҫхи апат ҫиме ларчӗ.

Проводив последнюю подводу, Никифор Васильевич возвращался к себе в дом, зажигал лампу и садился ужинать.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тимофей Ильич киле ҫӗр нумая кайсан таврӑнчӗ.

Домой Тимофей Ильич вернулся поздно вечером.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed