Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Мана пӗри те, тепӗри те туртать: эпӗ пурӑнӑҫран уйӑрӑлса Христоспа пӗрле пуласшӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ — темӗнрен те паха; 24. анчах эпӗ пурӑнни сирӗншӗн усӑллӑ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ылтӑна вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленӗ евӗр, эсир чӑн-чӑн ӗненни, — ку ӗнтӗ тем тӗрлӗ паха та, анчах пӗтес ылтӑнран хаклӑрах, — йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен курӑнать, Иисус Христос килес кун ҫакӑ вара мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ пултӑрччӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫырантан инҫех мар ишсе пырса Ласея хули ҫывӑхӗнчи Паха пристань теекен ҫӗре аран-аран ҫитрӗмӗр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать: 46. вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем пире сӑмахпа хаваслансах йышӑнчӗҫ, чӑннипе вара улталарӗҫ: эпир Турӑ Ҫуртне кӗме, ӑна хӑйне тивӗҫлӗ чи паха парнесемпе чыс тума тӑрсассӑн, вӗсем, хӑйсенӗн авалтанхи мӑнаҫлӑхӗпе каппайланса, пире кӗме чарчӗҫ, эпир вара пур ҫынна та юратнӑран вӗсене ирӗксӗрлемерӗмӗр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сӑваплӑ хулара тӑнӑҫлӑн пурӑннӑ чухне, саккуна тимлӗн тытса тӑнӑ чухне аслӑ священник Ония Турра хисеплесе усала тӳртӗн тӑнӑран 2. ҫак вырӑна патшасем хӑйсем те чысланӑ, вӗсем Турӑ Ҫуртне питех те паха парнесем кӳрсе мухтавлани те пулкаланӑ, 3. ҫавна май Ази патши Селевк та парне кӳме каякан пӗтӗм тӑкака саплаштарма хӑйӗн тупӑшӗнчен кирлӗ чухлех парса тӑнӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вӗсем патӗнче паха йывӑҫ-курӑк ӳстерӗп, вара ҫӗр ҫинче выҫӑпа асапланса вилмӗҫ, халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмӗҫ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсене паха курӑклӑ ҫӗрте кӗтӗп, вӗсен карти Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗсем ҫинче пулӗ; вӗсем унта лайӑх картара канӗҫ, сӗтеклӗ ҫарансенче — Израиль тӑвӗсем ҫинче — ҫӳрӗҫ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ: 17. вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Савӑпа Раема сутуҫисем санпа чи паха ырӑ шӑршӑлӑхпа тата тӗрлӗ хаклӑ чулпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, таварушӑн сана ылтӑнпа тӳлетчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ ҫапла ылтӑн-кӗмӗлпе капӑрлантӑн, туму та санӑн виссон та пурҫӑнччӗ, тӗрӗллӗ кӗпеччӗ; ҫиессе те эсӗ чи паха тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр, пыл тата ҫу ҫиеттӗн, эсӗ ытармалла мар хӳхӗмччӗ, эсӗ патша пек чаплӑ пулса ҫитнӗччӗ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗн тери тӗссӗрленнӗ ылтӑн, мӗн тери улшӑннӑ пахаран паха ылтӑн! Таса Ҫурт чулӗсем кашни урамра сапаланса выртаҫҫӗ.1. Как потускло золото, изменилось золото наилучшее! камни святилища раскиданы по всем перекресткам.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор, Вавилон патши, Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудея улпучӗсене, алӑстисене, тимӗрҫӗсене Иерусалимран Вавилона тыткӑна хӑваласа кайнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла кӑтартрӗ: акӑ Турӑ Ҫурчӗ умне икӗ пурак смоква ҫырли лартнӑ: 2. пӗр пуракӗнче — питех те паха ҫырла, ир пиҫекен ҫырла ҫапла пулать; тепӗр пуракӗнче — питех те япӑх ҫырла, вӑл ҫиме юрӑхсӑр.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа сана «Паха ҫимӗҫлӗ ытарайми ҫу йывӑҫӗ» тесе ят панӑ.16. Зеленеющею маслиною, красующеюся приятными плодами, именовал тебя Господь.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ лартнӑ чухне эсӗ паха иҫӗм хунавӗччӗ, чи таса вӑрлӑхчӗ; эсӗ мӗнле, мӗнле майпа ют авӑрӑн япӑх хунавӗ пулса тӑтӑн?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.