Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Халӑха пуҫтарӑр, пуху пухӑр, ватӑсене чӗнӗр, ҫамрӑк ачасемпе кӑкӑр ачисене пуҫтарӑр; кӗрӳ каччӑ хӑйӗн керменӗнчен тухтӑр, кӗҫӗн ҫын пуласси хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухтӑр.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аслӑ хӗрне вӑл — Емима ятлӑ, вӑталӑх хӗрне — Кассия ятлӑ, кӗҫӗн хӗрне Керенгаппух ятлӑ хунӑ.14. И нарек он имя первой Емима, имя второй - Кассия, а имя третьей - Керенгаппух.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа эфиопсемпе чикӗллӗ пурӑнакан филистимсемпе Арави ҫыннисене Иорама хирӗҫ ҫӗкленӗ; 17. лешӗсем вара Иудейӑна тапӑнса унта ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ; патша керменӗнчи мӗнпур пурлӑха, ҫавӑн пекех унӑн ывӑлӗсене тата унӑн арӑмӗсене туртса илнӗ; Иорамӑн вара Охозиясӑр, кӗҫӗн ывӑлӗсӗр, пуҫне урӑх ывӑл юлман.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӗсем те шӑпа туртнӑ: Давид патша умӗнче, Садокпа Ахимелех умӗнче, священниксемпе левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсен умӗнче хӑйсен тӑванӗсемпе, Аарон ывӑлӗсемпе, пӗр танах шӑпа туртнӑ, кил-йыш пуҫӗсем хӑйсен кӗҫӗн тӑванӗсемпе пӗр тан пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ахав патшара ларнӑ вӑхӑтра Вефиль ҫынни Ахиил вара Иерихон хулине юсаса лартнӑ: хула никӗсӗ ун малтанхи ывӑлӗ Авирам пуҫне пулнӑ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗ Сегуб пуҫне пулнӑ, ҫакӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Нав ывӑлӗ Иисус урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иероваалӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Иофам ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тарса пытаннӑ.Остался только Иофам, младший сын Иероваалов, потому что скрылся.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хулине Гофониил — Халев тӑванӗн Кеназӑн [кӗҫӗн] ывӑлӗ — илнӗ, Халев ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсана качча панӑ.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Азан — Вефиль ҫынни — кайран ҫапла тунӑ та: хула никӗсне хывнӑ чухне вӑл Авирона — малтанхи ывӑлне — ҫухатнӑ, хула хапхине лартнӑ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ.]
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн, 21. ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. [Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль каланӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур тесе мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ.6. Израиль сказал: для чего вы сделали мне такое зло, сказав тому человеку, что у вас есть еще брат?
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34. ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.