Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсене (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
16. Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене — 17. Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.

16. Таким образом Иисус взял всю эту нагорную землю, всю землю полуденную, всю землю Гошен и низменные места, и равнину и гору Израилеву, и низменные места [при горе], 17. от горы Халак, простирающейся к Сеиру, до Ваал-Гада в долине Ливанской, подле горы Ермона, и всех царей их взял, поразил их и убил.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эсир хӑвӑр алла илекен халӑхсем хӑйсенӗн туррисене чӳклесе тӑнӑ вырӑнсене — ҫӳллӗ тусемпе сӑртсем ҫинчи, туратлӑ йывӑҫсем айӗнчи чӳк вырӑнӗсене — пурне те пӗтерӗр; 3. вӗсен парне кӳмелли вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр, юписене йӑвантарӑр, катисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр, вӗсен туррисен кӗлеткисене аркатӑр, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗсем юлмиччен пӗтерӗр.

2. Истребите все места, где народы, которыми вы овладеете, служили богам своим, на высоких горах и на холмах, и под всяким ветвистым деревом; 3. и разрушьте жертвенники их, и сокрушите столбы их, и сожгите огнем рощи их, и разбейте истуканы богов их, и истребите имя их от места того.

Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.

4. По убиении им Сигона, царя Аморрейского, который жил в Есевоне, и Ога, царя Васанского, который жил в Аштерофе в Едреи, 5. за Иорданом, в земле Моавитской, начал Моисей изъяснять закон сей и сказал: 6. Господь, Бог наш, говорил нам в Хориве и сказал: «полно вам жить на горе сей! 7. обратитесь, отправьтесь в путь и пойдите на гору Аморреев и ко всем соседям их, на равнину, на гору, на низкие места и на южный край и к берегам моря, в землю Ханаанскую и к Ливану, даже до реки великой, реки Евфрата; 8. вот, Я даю вам землю сию, пойдите, возьмите в наследие землю, которую Господь с клятвою обещал дать отцам вашим, Аврааму, Исааку и Иакову, им и потомству их».

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.

21. Если же он беден и не имеет достатка, то пусть возьмет одного овна в жертву повинности для потрясания, чтоб очистить себя, и одну десятую часть ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, в приношение хлебное, и лог елея, 22. и двух горлиц или двух молодых голубей, что достанет рука его, одну из птиц в жертву за грех, а другую во всесожжение; 23. и принесет их в восьмой день очищения своего к священнику ко входу скинии собрания, пред лице Господа; 24. священник возьмет овна жертвы повинности и лог елея, и принесет это священник, потрясая пред Господом; 25. и заколет овна в жертву повинности, и возьмет священник крови жертвы повинности, и возложит на край правого уха очищаемого и на большой палец правой руки его и на большой палец правой ноги его; 26. и нальет священник елея на левую свою ладонь, 27. и елеем, который на левой ладони его, покропит священник с правого перста своего семь раз пред лицем Господним; 28. и возложит священник елея, который на ладони его, на край правого уха очищаемого, на большой палец правой руки его и на большой палец правой ноги его, на места, где кровь жертвы повинности; 29. а остальной елей, который на ладони священника, возложит он на голову очищаемого, чтоб очистить его пред лицем Господа; 30. и принесет одну из горлиц или одного из молодых голубей, что достанет рука очищаемого, 31. из того, что достанет рука его, одну птицу в жертву за грех, а другую во всесожжение, вместе с приношением хлебным; и очистит священник очищаемого пред лицем Господа.

Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.

10. В восьмой день возьмет он двух овнов [однолетних] без порока, и одну овцу однолетнюю без порока, и три десятых части ефы пшеничной муки, смешанной с елеем, в приношение хлебное, и один лог елея; 11. священник очищающий поставит очищаемого человека с ними пред Господом у входа скинии собрания; 12. и возьмет священник одного овна, и представит его в жертву повинности, и лог елея, и принесет это, потрясая пред Господом; 13. и заколет овна на том месте, где заколают жертву за грех и всесожжение, на месте святом, ибо сия жертва повинности, подобно жертве за грех, принадлежит священнику: это великая святыня; 14. и возьмет священник крови жертвы повинности, и возложит священник на край правого уха очищаемого и на большой палец правой руки его и на большой палец правой ноги его; 15. и возьмет священник из лога елея и польет на левую свою ладонь; 16. и омочит священник правый перст свой в елей, который на левой ладони его, и покропит елеем с перста своего семь раз пред лицем Господа; 17. оставшийся же елей, который на ладони его, возложит священник на край правого уха очищаемого, на большой палец правой руки его и на большой палец правой ноги его, на места, где кровь жертвы повинности; 18. а остальной елей, который на ладони священника, возложит он на голову очищаемого, и очистит его священник пред лицем Господа.

Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку хутӗнче пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене тухас тесе «Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗ» тата «Частный сектор» командӑсем вӑй виҫрӗҫ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Иртнӗ ҫул армрестлинг енӗпе Шупашкар районӗнчи шкул ачисен спартакиадинче, республикӑра иртнӗ турнирта 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ вӑл, ҫӑмӑл атлетикӑпа шкул ачисен спартакиадинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Help to translate

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп ушкӑнсенчен малти вырӑна Янӑш ял тӑрӑх команди тухрӗ, Лапсар тата Кӳкеҫ ял тӑрӑх командисем 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Асфальт сиенленнӗ вырӑнсене вӑхӑтлӑха саплама чӑннипех лайӑх.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Этем пурӑнакан вырӑнсене шыв ан илтӗр тесе 2015 ҫулта 13350 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

– Ҫурхи шыв гидросооруженисене ҫӗмӗрес, ейӗве кайса ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене илес хӑрушлӑх кашни ҫуркуннех пур.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Республикӑн тавралӑха хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗсем муниципалитетсем ирӗк памасӑрах ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултарнӑ вырӑнсене тупса палӑртассишӗн час-часах рейд йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене райадминистраципе райбольница хӗрӗсем тивӗҫрӗҫ.

Вторые и третьи места достались девушкам из райадминистрации и райбольницы.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

В.Немцевӑпа /райадминистраци/ Г.Иванова /Курнавӑш/ иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене, пӗр пек балл пуҫтарнӑран, Т.Галкина /райадминистраци/, О.Салмина /Лаш Таяпа/ пайларӗҫ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Яшсенчен 73 кг виҫере Николай Петров, 85 кг ытларах виҫере Андрей Кузнецов - пӗрремӗш, 78 кг виҫере Дмитрий Миллин виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Вӗренекенсем конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнни ҫамрӑк вӗрентекене ӗҫлеме хавхалантарать.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кунсӑр пуҫне апатлӑха, вӑлча сапмалли вырӑнсене ҫӗмӗрнӗрен, апата улӑштарма тивнӗрен лӑкӑсем вилеҫҫӗ.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed