Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ the word is in our database.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) more information about the word form can be found here.
Юрату — аслӑ тӗлӗнтермӗш, вӗсене, Ванюшпа иккӗшне, Турӑ парнеленӗскер.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аслӑ пуҫлӑхсем хӑйсен хаклӑ пурнӑҫне пылчӑклӑ хирте, тӑшманпа ҫапӑҫса мар, канлӗ ҫеҫ, ҫемҫе тӳшек ҫинче, ҫемҫе минтерпе вӗҫленӗ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Франци королӗн, Людовик ХIV мӑнукне тӑванӗ — ачан аслӑ аппӑшӗ — вырӑсла тетка пулать, пӑвса вӗлернӗ теҫҫӗ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Юнашар района, Аслӑ Пралла ҫитмелле пулать, унта темле майпа чиркӳ сыхланса юлнӑ. Пӗр кунта ҫаврӑнса килейместӗп пулӗ», — шухӑшлать салтак арӑмӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ҫемьере аслӑ ывӑлӗ Толик, унтан Венька ҫуралсан вӗсем Ванюшпа мӗнле савӑннине аса илчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ҫапла ытла та пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, кӗтнипе тата асап тӳснипе вӑрҫӑпа ял хушшинче хыпар валеҫекен Кулине ывӑнса ҫитрӗ, анчах та вӑл ӑнланать — хӑйӗн те упӑшки фронтра, халь-халь аслӑ ывӑлне черет ҫитет — ҫавӑнпа ырӑ тухтӑр пек лӑплантармалли сӑмахсем шырать:

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав кун Ваҫиле шӑпах килте пулнӑччӗ, аслӑ ҫултан тӗлӗнмелле лав пӑрӑннине чӳречерен курчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аслӑ ҫул ҫинче таптаса вӗлерӗҫ тата…

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан авал ирсӗр, кӗвӗҫӳллӗ француз, саранча пек, вӑрҫӑпа килсе тухнӑ кунта, Мускав таран ҫитнӗ, хулана ҫунтарса янӑ, унтан, выҫса ҫитсен, Кутузовран тарма тытӑннӑ, кунта ӑна вырӑс сивви ҫитсе кутран ҫапнӑ та ҫур миллионлӑ «Аслӑ ҫарне» ҫухатса ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешсем, ним те сисменскерсем, Йӑлӑмкаса ҫитрӗҫ те Ваҫлей Кузнецовӑн, Ванюшӑн аслӑ пиччӗшӗн, хапхинчен шаккарӗҫ, унтан кӗҫех шала кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Утсан-утсан вӑл Аслӑ Тӑрӑм ятлӑ тутар ялӗ урлӑ иртсе те кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Тен, чаҫе каяр, аслӑ командирсенчен ыйтса пӑхар?

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

(Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Хусанти музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Суслонгер лагерӗнче Тутарстанран призывпа чӗнсе илнӗ ҫынсем кӑна 300 ытла вилнӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗтӗм халӑх йышӗ 184 777 ҫын, вӗсенчен 45 000 патнелле — аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем, ытларах енӗпе — Гронинген Университетӗнче вӗренекенсем.

Общая численность населения составляет 184 777 чел., из них около 45 000 — студенты высших учебных заведений, прежде всего — Университета Гронингена.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Укӑлча хапхи ҫывӑхӗнче, аслӑ ҫул хӗрринче виҫӗ арман сулхӑнӗнче мӗн авалтан сарлака та шеп юман ӳсет.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пурччӗ манӑн аслӑ аппа — мерчен шӑрҫа.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ермолай Кузнецов ялта пӗрремӗшсенчен пӗри аслӑ ывӑлӗ Василий вилни пирки хут илчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аслӑ ывӑлӑмӑра Ваҫҫук Ермолаевича асӑнар-ха, — терӗ те асли сӑмакунне сӗтел ҫине лартрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗнче аслӑ пулин те, кӗҫех вӗсен ҫулӗсем тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed