Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Арӑмӗ урайӗнчи кавӑн саланчӑкне шӑпӑрпа шӑлма тытӑнчӗ…

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Арӑмӗ, упӑшкине ачашланӑн ҫӳҫӗнчен шӑлса, сентре ҫинчен тата тепӗр кӗнеке илсе пачӗ.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Арӑмӗ уҫса кӑтартнӑ страницӑра пӗтӗмпех кавӑн апачӗ ҫинчен ҫырса тултарнӑ та, Йӑван ӑна, выҫӑхса ҫитнӗ этем евӗр, сӑмсипе тӑрӑнсах вула пуҫларӗ.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Пуҫне чиксе, хуйхӑрса Ларать арӑмӗ паян:

Help to translate

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Мӗскӗн арӑмӗ тӳсет Асапсене чӗнмесӗр.

Help to translate

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑй ывӑлне вӑл суеҫтерӗ, Анчах хыпар ҫӳрет ялта: Ун арӑмӗ пӗр чирсӗр вилчӗ — Пит иккӗленнӗ хӑш-пӗри; Вара усрав хӗре вӑл илчӗ: Те еркӗн пулчӗ, те чури.

Help to translate

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл арӑмӗ патне пычӗ те ӑна пӑшӑлтатса тем каларӗ, ун хыҫҫӑн арамӗ сӑмаварне шыв тултарчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ай, ман алӑ та таса мар-ха, — аллисене часрах тыттарма тӗчӗ Кабир арӑмӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир арӑмӗ, ҫак вӑхӑтра хӑнасене мар, упӑшкине те кӗтменскер, пӳрте ҫакӑн чухлӗ ҫын кӗнине курсан, вӑтаннӑ пек пулчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арӑмӗ суккӑртарах, куҫӗ юхса тӑрать.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн пӗлместӗн? — ыйтрӗ арӑмӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн юрамарӗ-тӗр упӑшкине — арӑмӗ йӗркеллӗ калама пӗлмерӗ-и е Гарифӑн тарӑхнӑ вӑхӑт пулчӗ, вӑл ферма ҫинчен илтсен савӑнмарӗ ҫеҫ мар, йӑлӑнтармӑш ача пек тутине ҫеҫ усрӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала, арӑмӗ хайне ачисем умӗнче хӑтӑрма юратнине тахҫанах вӗренсе ҫитнӗскер, сухал айӗн кулса ҫеҫ илчӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кур-ха, епле ӑс парса ларать, — чарам пекки турӗ арӑмӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗлместӗп, ара, — ун умне нӳхрепрен тин ӑсса тухнӑ квас пырса лартрӗ арӑмӗ.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Итле-ха, карчӑк, — терӗ вӑл, арӑмӗ ҫине чеен пӑхкаласа.

Help to translate

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арӑмӗ, ӑна чарма тӑрса, ҫине-ҫине чавсинчен тӗкет.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян вӑл ун патне арӑмӗ хистенӗ тӑрӑх каҫрӗ — ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина йӗппи хуҫӑлнӑ та, арӑмӗ кайса ил те кайса ил тесе аптратать.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Упӑшки хӑйӗн кӑмӑлне палӑртмасть-ха, арӑмӗ умӗнче нимӗн те шарламасть.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш вӑхӑтра ҫывӑрать Миннигел, ӑна Гариф пӗлмест те: хӑҫан пӑхатӑн — арӑмӗ яланах ура ҫинче.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed