Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Эпӗ нумайӑшӗ пӗтессишӗн пӑшӑрханмӑп: вӗсем халех пӑс евӗрлӗ, вӗсем вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе танлашаҫҫӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ку пурӑнӑҫра нумайӑшӗ пӗтет, мӗншӗн тесессӗн хӑйсене панӑ Турӑ саккунӗ ҫинчен шутламаҫҫӗ.20. Погибают многие в этой жизни, потому что нерадят о предложенном им законе Божием.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшӗ ӑна шырӗ те — тупаймӗ, вара ҫӗр ҫинче тӳрӗмарлӑхпа чарусӑрлӑх ӳссе кайӗ.10. Многие будут искать его, но не найдут, и умножится на земле неправда и невоздержание.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Содом тинӗсӗ пулла сирпӗнтерсе кӑларӗ, ҫӗрле нумайӑшӗ пӗлмен сасӑ илтӗнӗ; анчах унӑн сассине пурте илтӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Куншӑн иудейсем ҫеҫ мар, ытти халӑхсенчен те нумайӑшӗ ҫилленнӗ, ҫак ҫынна киревсӗррӗн вӗлернӗшӗн тарӑхнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах нумайӑшӗ тав тӑвасса шута илсе, эпир ҫак ӗҫе кӑмӑлпах хамӑр ҫине илетпӗр, 29. эпир историксем валли вак-тӗвекне те тӗплӗн ҫырса хӑвартӑмӑр, чи кирлине кӗскен те уҫӑмлӑн калама тӑрӑшрӑмӑр.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Иерусалим керемӗнче пурӑнакансене ҫавӑн чухне тухса ҫӳреме те паман, сутас-илес пулсан та керемрен кӑларман, ҫапла вӗсем выҫӑпа аптӑраса ҫитнӗ, нумайӑшӗ выҫӑпа вилсе пӗтнӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем вара пӗтӗм Израиль умӗнче, вӗсен ятне илтнӗ халӑхсем умӗнче чапа тухнӑ, — 64. вӗсене мухтаса ырӑ сунма нумайӑшӗ ятарласа пухӑна-пухӑна пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Нумайӑшӗ ӗнтӗ тарнӑ ҫынсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, хуса ҫитсессӗн, пуҫтарӑнса, вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма йӗркеленсе тӑнӑ, ку шӑматкун пулнӑ; 33. тарса кайнисене каланӑ: халӗ кая юлман-ха, тухӑр та патша хушнӑ пек тӑвӑр, вара чӗрӗ юлайӑр, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ, тӳрӗлӗхе те саккуна парӑннӑ ҫынсем, пушхире кайнӑ, 30. вара хӑйсем те, вӗсенӗн ывӑлӗсем те, вӗсенӗн арӑмӗсем те, вӗсенӗн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫавӑнтах юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн килӗнче пурӑнма вӗсене питӗ йывӑрланса ҫитнӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вӗсем ҫумне хутшӑннӑ; Маттафийӑпа унӑн ывӑлӗсем вара хӑйсен тӗнӗнчен чакман.16. И многие из Израиля пристали к ним; а Маттафия и сыновья его устояли.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Ҫапах та Израильре нумайӑшӗ ҫирӗп тӑнӑ, чакман, таса маррине ҫимен, 63. таса мар ҫимӗҫпе вараланиччен, сӑваплӑ халала мӑшкӑл кӑтартиччен вилме хатӗр пулнӑ, вилнӗ те.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вара ҫав пӑхавҫӑсем ҫумне халӑх хушшинчен нумайӑшӗ, саккуна пӑрахнисем, хутшӑннӑ, — ҫав ҫӗр ҫинче ҫапларах усал ӗҫ тунӑ; 53. Израилӗн ӗнтӗ пытанса пурӑнмалли ҫеҫ юлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вара патша сӗннӗ суя тӗне йышӑннӑ, йӗрӗхсене пуҫҫапса чӳк тума пуҫланӑ, шӑматкуна ирсӗрленӗ.43. И многие из Израиля приняли идолослужение его и принесли жертвы идолам, и осквернили субботу.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Нумайӑшӗ тасалӗ, шуралӗ те сӑнаса тӗрӗслени витӗр тухӗ; йӗркесӗррисем йӗркесӗр хӑтланӗҫ, йӗркесӗррисенчен ҫакна нихӑшӗ те ӑнланаймӗ, ӑсчахсем кӑна ӑнкарса илӗҫ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӗр айӗнче ҫывӑракансем нумайӑшӗ вӑранӗҫ: пӗрисем — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли, тепӗрисем — ӗмӗрех намӑс курма, мӑшкӑл валли.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.