Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, аслӑ куназ, сирӗн умӑрта икӗ тӗрлӗ тупа тӑватпӑр: Хусан ханлӑхӗнче пур ҫӗрте те Мускав патшалӑхӗн тивӗҫлӗхӗсене сыхласа, хӳтӗлесе пурӑнатпӑр: вырӑс патшалӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫмастпӑр, Мускав хушмасӑр Хусанта нихӑҫан та хан лартмастпӑр.
3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эппин, вырӑс княҫӗ чарса тӑрас ҫук сана, часрах Мускава пыр та манӑн юратнӑ шӑллӑма илсе кунта килме тух.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хупнисен хушшинче вырӑс элчи Михаил Кляпик та пурччӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑс купсисен лавккисене йӑлтах аркатса тӑкрӗҫ, таварӗсемпе укҫисене туртса илчӗҫ, хӑйсене вӗлермеллине вӗлерчӗҫ, нумайӑшне крепоҫе илсе кайса хупрӗҫ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл сапантуя вырӑс купсисем пинӗ-пинӗпе килнӗччӗ, Магмет-Эминь тин ӗҫсе янӑ эрех черккине пӗр юпа ҫумне ҫапса ҫӗмӗрчӗ те кун хыҫҫӑн, малтан калаҫса татӑлнӑ пек, пӗтӗм улӑхӗпе асар-писер ӗҫ пуҫланчӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
III Иван ҫав усала Магмет-Эмине ӗненнинчен ытларах ӗненетчӗ, ахаль мар Мамука хӑваласа ярсан вӑл хӗтӗртнипе вырӑс княҫӗ Магмет-Эмине престолсӑр хӑварчӗ, хан пулма ун шӑллӗне Латифа лартрӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑҫтан манӑн-ха Мускав элчисем, вырӑс купсисем кунта, Хусанта, хӑйсене килти пек тыткаланине, ханлӑхри пӗтӗм ӗҫе хутшӑнса пур ҫӗрте те вӗрентме тӑнине?
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсене ӗнтӗ пӗрне те алла илсе тытса пӑхас ҫук, вӗсем мӑкалнипе мӑкалманнине тӗрӗслеес ҫук, витере хуҫа тухманнишӗн тунсӑхласа кӗҫенекен ута утланса, Атӑл тӑрӑх вырӑс хулисене аркатма каяс ҫук.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ Тукая паллакан пӗр купса, хӗрлӗ сӑмсаллӑ лутра вырӑс, тӗл пулчӗ те ун ҫумне сӑвӑс пек ҫыпҫӑнчӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӑшт тӑхтасан вырӑс кӗпи тӑхӑннӑ Нухрат пӳлӗмрен тухса ашшӗ умне пырса тӑрать.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Апла пулӗ те-ха, манӑн ӑна вырӑс кӗпи тӑхӑнтарса пӑхас килет.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Черемисинов кил-йышӗпе Тукай чылай ӗлӗк ашшӗпе кӗрсен паллашнӑччӗ, ҫавӑнтанпа вырӑс купсипе чӑваш пуянӗ хурӑнташланнӑ ҫынсем пекех пурӑнаҫҫӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗлместпӗр, Нисам хӑй ӑста сунарҫӑ пулнине вырӑс ҫӗр-шывӗ тӑрӑх пынӑ чухне кӑтартса парайӗ-и ӗнтӗ.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ах, эсӗ унта тутар саламатне кӑна тутанса пӑхнӑ пулӗ-ха, вырӑс саламатне тутанса пӑхман курӑнать.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каччӑсем ку вырӑс воинӗ тутарла пӗлнинчен тӗлӗнсе хӑйсем ӑҫта тата мӗн ҫӑмӑлпа кайнине каласа пачӗҫ.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑс дружинникӗсем иккӗш те Чулхула ҫывӑхӗнчи пӗр пысӑк ялтан иккен.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Крепоҫе кӗрсен Ахтупайпа Иливана ытти вырӑс дружинникӗсемпе пӗрле умран юличчен апат ҫитерчӗҫ, унтан выртса канма хушрӗҫ.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑс дружинникӗсем Ахтупайсем патне кӗрсе тухнӑ чухне ялта тӗттӗм пулса ҫитменччӗ-ха.
2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тутарсем хӑйсен ҫыннисене те хӗрхенсех тӑмаҫҫӗ иккен, вӗсен уххисенчен вырӑс ялӗсем ҫеҫ мар, тутар ялӗсем те шар кураҫҫӗ, — терӗ Иван Дормидонтович ятли.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каччӑ ялти пӑтӑрмаха курса тӑрса вырӑс дружинникӗсен пуҫлӑхӗ вӑрмана шаларах кӗрсе кайнӑ пулӗ тесе сӗмленнӗччӗ, ҫук иккен, вӑл ӑна кунтах кӗтсе тӑрать (тавах ӑна, ҫапах та вӑл хӑйӗн ҫыннисене вут алхаснине ахаль пӑхса тӑма паман).