Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ; 12. Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ; 13. хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ; 14. унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӗрарӑмӑн юн кайнӑ кунӗсем пулсассӑн, унӑн хӑй тасалса ҫитиччен ҫичӗ кун килте лармалла, ун ҫумне сӗртӗнсессӗн кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 20. хӑй тасалнӑ вӑхӑтра вӑл мӗн ҫине выртӗ, ҫавӑ пӗтӗмпех таса мар; мӗн ҫине ларӗ, ҫавӑ та пӗтӗмпех таса мар; 21. вӑл выртакан вырӑна сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 22. вӑл ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫумне сӗртӗнсессӗн, кирек камӑн та хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 23. кам та пулин унӑн вырӑнӗ ҫинчи е вӑл ларнӑ ҫӗрти пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, каҫченех таса мар пулӗ; 24. упӑшки унпа выртса ҫывӑрас пулсассӑн, арӑмӗн тасамарлӑхӗ упӑшки ҫинче пулӗ; вӑл ҫичӗ кун таса мар пулӗ, вӑл выртакан кирек мӗнле вырӑн та таса мар пулӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫылӑх парни кӳрсе, священник тасалакан ҫынна унӑн тасамарлӑхӗнчен тасатӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пусӗ; 20. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине священник парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ те — вӑл таса пулӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Аарона ҫапла тесе каланӑ: 9. эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусем те пуху чатӑрне кӗнӗ чухне [е парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне] эрех те, хаяр шӗвек те ан ӗҫӗр: сирӗн вилмелле ан пултӑр.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара пӗтӗм халӑха Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ: 24. Ҫӳлхуҫаран вут-ҫулӑм тухнӑ та парне вырӑнӗ ҫинчи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе ҫӑва ҫунтарса янӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, савӑннипе кӑшкӑрса янӑ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан халӑхран канӑҫлӑх парни кӳмелли вӑкӑрпа такана пуснӑ; ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ, вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 19. вӑкӑрӑн ӑш ҫӑвне, такин хӳри чикки ҫинчи ҫӑвне, [вар ӳчӗ] ҫинчи [ҫӑвне], пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пынӑ, 20. ҫӑвне ӑмӑрӗ ҫине хунӑ, вӑл ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 21. ӑмӑрӗпе сылтӑм хулне, Моисей хушнӑ пек, Аарон Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳнӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнесӗр пуҫне тата тырӑ-пулӑ парни кӳнӗ, ӑна вӑл ывӑҫӗ тулли илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине те пуснӑ, ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ; вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ, 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене ун патне пайӑн-пайӑн вакласа пуҫӗпе пӗрле илсе пынӑ, вӑл вӗсене парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 14. ӑш-чиккипе урисене ҫунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон парне вырӑнӗ патне пынӑ та хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳмелли пӑрӑвне пуснӑ: 9. ывӑлӗсем ун патне парне юнне илсе пынӑ, Аарон хӑй пӳрнине юнпа йӗпетнӗ те парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тухнӑ, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ; 10. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне, пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 11. ашӗпе тирне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ пек, парне вырӑнӗ патне пыр, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнӳне тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнӳне кӳр, хӑвна та, халӑха та тасат, халӑх ячӗпе парне кӳр, вӗсене тасат, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей сӗрмелли ҫупа парне вырӑнӗ ҫинчи юна илнӗ те Аарона, унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене сирпӗтсе тухнӑ; Ааронпа унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине, сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине юнпа сӗрнӗ, унтан Моисей парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те юн сирпӗтсе тухнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 19. Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 20. такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ; 21. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан [Моисей] вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне тата икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 17. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, пӑрӑвне, унӑн тирне, ашне, тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӳкӗнӗҫ парнийӗн йӗрки акӑ ҫакӑ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 2. ӳкӗнӗҫ парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пуснӑ вырӑнта пусас пулать, унӑн юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухмалла; 3. парне кӳрекенӗ парне ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвне, хӳре чикки ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, 4. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пымалла; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр; 5. вара священник ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ; ку вӑл — ӳкӗнӗҫ парни.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тырӑ-пулӑ парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: [священниксем] Аарон ывӑлӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа умне парне вырӑнӗ патне илсе пымалла; 15. [священник] тырӑ-пулӑ парнинчен тулӑ ҫӑнӑхӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ тата парне ҫинчи мӗнпур ливанне ывӑҫласа илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫана халалласа кӳрекен парне; 16. унӑн юлашки юлнине Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫиччӗр; ӑна тутлӑлла пӗҫерсе сӑваплӑ вырӑнта ҫимелле, ӑна пуху чатӑрӗн картишӗнче ҫиччӗр; 17. ӑна йӳҫӗтсе пӗҫермелле мар.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 9. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене каласа хур: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне йӗрки акӑ ҫакӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫӗрӗпех, ирчченех парне вырӑнӗ ҫинче, ҫунтаракан ҫӗрте, пултӑр, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ун ҫинче ҫунсах тӑтӑр, [ан сӳнтӗр]; 10. священник хӑйӗн йӗтӗн тумтирне тӑхӑнтӑр, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине тӑхӑнтӑр, унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунса пулнӑ кӗлне илтӗр те ӑна парне вырӑнӗ ҫумне хутӑр; 11. вара хӑй ҫийӗнчи тумтирне хывтӑр та урӑх тумтир тӑхӑнтӑр, кӗлне тапӑр тулашне таса ҫӗре илсе тухтӑр; 12. парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫунсах тӑтӑр, ан сӳнтӗр; священник ун ҫинче ирсерен вутӑ чӗрттӗр, ун ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне сарса хутӑр, ун ҫинче тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтартӑр; 13. парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑтӑр, ан сӳнтӗр.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.