Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра Рада патне пырсан, ҫын тӗлӗнӗ, ятлаҫу та хускалма пултарать…

— Если ты в такое время придешь к Раде, все это заметят, будет скандал…

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Милка ашшӗ — тӑван ашшӗ те мар, аҫа ҫури ашшӗ, — кӳршисен канашне итлесе, каҫхине Рачко пырасса хуралланӑ та, ак килчӗ иккен тесе, картишне килсе кӗнӗ ҫыннӑн кашни хусканӑвне асӑрхаса тӑнӑ.

Между тем Милкин отец — точнее, не отец, а отчим — наблюдал за всеми движениями человека, вошедшего во двор, так как в этот вечер подкарауливал Рачко, чтобы поступить с ним по совету соседей.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра Кирияк сӗм тӗттӗмре тухтӑрпа Огнянов тӗлне пулчӗ, вӑл вӗсемех иккенне туйӑмпа кӑна уйӑрса илчӗ те, хӑраса ӳкнипе, тара пачӗ: мӗн тесен те, хӑй айӑплине пӗлет-ҫке.

В это-то время Кириак и наткнулся в темноте на доктора и Огнянова; он узнал их и в безумном страхе пустился наутек: ведь на воре шапка горит.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах ӗнте, «Геновева» пирки те сиктерсе хӑвармарӗҫ, Огнянов вылянӑ вӑхӑтра курайман ҫынсем шӑхӑрса намӑс кӳресшӗн пулнине те асӑнчӗҫ, юрать-ха, Ставри пуп ҫав Стефчова шӑпах вӑхӑтра чарчӗ.

Разумеется, вскоре зашла речь о «Геновеве», о том, как Стефчов пытался освистать Огнянова, и поп Ставри осудил Стефчова.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек канӑҫсӑр вӑхӑтра авланасса аса та илместӗп…

В такие неспокойные времена я и думать не могу о женитьбе…

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра инҫетре те мар пӗр ула йытӑ курӑнса кайрӗ, шӑши тӗслӗ, мӑй ҫыххинчен кантра татӑкӗ сӗтӗрӗнсе пырать, йытӑ, ҫаран урлӑ чупса, тӳрех арман патне пычӗ.

Тем временем невдалеке показалась великолепная гончая с черными подпалинами на боках и в кожаном ошейнике, на котором болтался обрывок веревки; гончая бежала по лугу к мельнице.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑссӑр хӑрани те, курайманлӑх та унӑн сӑнарне урӑхлатрӗ, хӑй те ҫак вӑхӑтра хӑрушшӑн курӑнчӗ.

Безумный испуг, смешанный с лютой ненавистью, исказил черты его лица, и оно стало страшным.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра ху ҫуртна сыхласси, чысна упрасси, куҫ тӗлне пулакан ирсӗр жандармран ху пурнӑҫна сыхласси чи малтанхи ӗҫ пулмалла.

Ведь сейчас дело идет о том, чтобы спасти свой очаг, свою честь, свою жизнь от первого попавшегося шелудивого турка-полицейского.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать.

В такое время громко провозглашать подобные принципы и поднимать знамена «современного мыслящего человечества, трезвых наук и разума» — значит затушевывать первоочередной вопрос.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ан манӑр, Кандов господин: хальхи вӑхӑтра эпир халӑх умне пӗртен пӗр ӑслӑ ӗмӗт лартма пултаратпӑр — тӗрӗксен пусмӑрне пӗтересси.

Запомните, господин Кандов: в настоящее время мы можем поставить перед народом только одну разумную и реальную цель — свержение турецкого ига.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун чухнехи вӑхӑтра ҫав юрӑ пӑлхарсен марсельези вырӑнне пулнӑ.

В те времена эта песня была болгарской марсельезой.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Курнӑҫмалли вырӑна юрӑ ӑсти шӑпах палӑртнӑ вӑхӑтра ҫитсе тӑчӗ.

Певчий явился на любовное свидание в назначенное время.

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра ӑна Огнянов пулӑшрӗ:

Огнянов ей помог:

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ватӑ учительница хӑй сӑмахне пӗтернӗ вӑхӑтра халӑх пӗтӗмпе шӑпланса ҫитнӗччӗ, — вӑл саманара алӑ ҫупса хапӑлламастчӗҫ-ха.

Старшая учительница закончила речь среди торжественной тишины, — в те времена еще не было принято аплодировать.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ганко ҫав вӑхӑтра пӗр клиентӑн пуҫне ҫӑватчӗ, вӑл пӗтӗмпех хӑй ӗҫӗпе аппаланать.

Ганко в это время мыл голову одному посетителю и не смотрел в мою сторону.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич ҫав вӑхӑтра — хӑйне аҫа ҫапрӗ тейӗн — йӑлт хытса тӑчӗ; кунта мӗн-мӗн курса тӑнинчен тӗлӗнчӗ кайрӗ, ури чӗтреве ӳкрӗ, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӳлетсе иртрӗ.

Все это время Кралич стоял как громом пораженный, следя за сценой, разыгравшейся у него на глазах; ноги его дрожали, волосы шевелились на голове, по спине бегали мурашки.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав вӑхӑтра Марийка витӗнкӗҫне кӑштах сирчӗ те кӗнӗ ҫынсем еннелле ҫаврӑнчӗ.

В эту минуту Марийка откинула одеяло и повернулась линем к вошедшим.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ватӑ пӑлхарсен сӑмахне асне илчӗ вӑл: «Тайма пуҫа хӗҫ витмен!» — теҫҫӗ, вара, ҫак пархатарсӑр ҫынсемпе кӗрешесрен пӑрӑнса, вӑхӑтра алӑк уҫманшӑн каҫару ыйтасшӑн пулчӗ.

Он вспомнил болгарскую пословицу: «Повинную голову меч не сечет», — и, отказавшись от борьбы с немилостивыми, решил просить у них милости.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко йышши чӗререн юратса ҫутталла туртӑнакан ҫынсем тӑрӑшнине пулах Болгарире кӗске вӑхӑтра темӗн чухлӗ шкул уҫнӑ.

Марко был из числа тех патриотов, ревностных поклонников просвещения, стараниями которых Болгария за короткое время была покрыта сетью школ.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

В. И. Ленин хӑйӗн «Мӗн тумалла?» ятлӑ кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Малта пыракан кӗрешӗвҫӗ рольне малта тӑракан теори тӑрӑх ӗҫлекен парти кӑна пурнӑҫа кӗртме пултарать. Ҫакӑ вӑл мӗне пӗлтернине кӑшт та пулин конкретлӑ ӑнланса илес тесен, вулакан ӗнтӗ вырӑс социал-демокрачӗсем умӗнхи ҫынсене — Герцена, Белинские, Чернышевские тата 70-мӗш ҫулсенчи революционерсен ушкӑнне аса илтӗр; вырӑс литератури хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗтӗм тӗнчипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхтӑр; шухӑшласа пӑхтӑр… вара ҫакӑ та ҫителӗклӗ!»

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed