Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитрӗҫ (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Грачи разъезчӗ патӗнче экспедици лавӗсене Романовскипе Щаденко хӗрлӗ гвардеецӗсен ҫапӑҫусенче тӑрмаланнӑ отрячӗсем хӑваласа ҫитрӗҫ.

Возле разъезда Грачи их нагнали растрепанные отряды красногвардейцев Романовского и Щаденко.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутора ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫитрӗҫ.

В хутор приехали в полночь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каргинскине каҫ пулас умӗн ҫитрӗҫ.

В Каргинскую приехали перед вечером.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑкӑрлӑк тӗлне ҫитрӗҫ.

Подошли к проулку.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлан утсем ушкӑнпа тӑкӑрлӑкалла ӗрӗхтерсе кӗчӗҫ; учӗсене ӑшалантарса, паҫӑр казаксем ларнӑ юман каскасем патне сиктерсе ҫитрӗҫ.

Конные кучей вскакали в проулок, — горяча лошадей, подъехали к дубам, на которых четверть часа назад сидели казаки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Январӗн вун улттӑмӗшӗнче, каҫхине, Бунчукпа Анна Воронежа ҫитрӗҫ.

Шестнадцатого января вечером Бунчук и Анна приехали в Воронеж.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех тата хуторӑн ку вӗҫӗнче пурӑнакан казаксем кӗшӗлтетсе ҫитрӗҫ.

Вскоре пришли еще казаки с этого края хутора.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр кунне, каҫ пулас умӗн, вӗсем хутор патне ҫывхарса ҫитрӗҫ.

На другой день перед вечером подъехали к хутору.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тыткӑна илнисем ҫитрӗҫ.

Подошли пленные.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темле сотник кӑтартнипе, делегатсем сӗтелӗн пӗр енӗпе ларса тухрӗҫ те, ун хыҫҫӑнах правительство членӗсем ҫитрӗҫ.

Пока прибывшие делегаты рассаживались по одну сторону стола, следуя указаниям какого-то распорядительного сотника, — подошли члены правительства.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахаль те виҫӗ ҫул ҫурӑ окопсенче пӑнтӑхрӑмӑр, татах та вӑрҫмалла килет пулсан вара, калас пулать, ывӑнса ҫитрӗҫ казаксем…

И так три года с половиной мурели в окопах, а ежели, к тому сказать, ишо доведется воевать, то казаки уморились…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каменскине вӗсем январӗн 10-мӗшӗнче каҫ пулас умӗн ҫитрӗҫ.

В Каменскую они приехали к вечеру 10 января.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара каяссинчен пуҫӗпех хӑтӑлса, ӗлӗкхи майлах кӳсе питлӗ Аникушка, батареецсем Томилин Иванпа Такан Яккӑвӗ таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн Шамиль Мартынӗ, Захар Королев, Иван Алексеевич, килпетсӗр тӑсланка Борщев ҫитрӗҫ; декабрь уйӑхӗнче кӗтмен-туман ҫӗртен Митька Коршунов килсе тухрӗ; тепӗр эрнерен 12-мӗш полкри казаксем — Мишка Кошевой, Прохор Зыков, Кашулин старик ывӑлӗ Андрей Кашулин, Епифан Максаев Синилин Егор — пысӑк ушкӑнпа таврӑнчӗҫ.

Вернулись уволенные по чистой, попрежнему голощекий Аникушка, батарейцы Томилин Иван и Яков Подкова, за ними — Мартин Шамиль, Иван Алексеевич, Захар Королев, нескладно длинный Борщев; в декабре неожиданно заявился Митька Коршунов, спустя неделю — целая партия казаков, бывших в 12-м полку: Мишка Кошевой, Прохор Зыков, сын старика Кашулина — Андрей Кашулин, Епифан Максаев, Синилин Егор.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗвел чылаях хӑпарсан, икӗ грузовикпе мартьяновецсем ҫитрӗҫ.

Когда солнце поднялось высоко, на двух грузовиках прикатили марьяновцы.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Темиҫе минутран тӑватӑ грузовикпе Шурӑ Мечетьрен ҫитрӗҫ, саламларӗҫ, хапха умӗнче кӑшт тӑчӗҫ те кайрӗҫ.

Через несколько минут прибыли на четырех грузовиках беломечетенцы, поздоровались, постояли немного у арки и уехали.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Родионовпа Андрианов лашисем ҫинчен анса алӑ тытма та ӗлкӗреймерӗҫ, — хапха ҫумӗнче кустӑрмасем кӗмсӗртетни илтӗнчӗ — тачанкӑсем кайӑк пек вӗҫсе ҫитрӗҫ; тӗрлӗ сасӑллӑ купӑссем янӑратса ячӗҫ, шав ҫӗкленчӗ, юрӑ, калаҫу пуҫланчӗ, пӗр тачанка патӗнче ҫынсем карталанса тӑрса, ташша ячӗҫ.

И не успели Родионов и Андриянов слезть с коней и поздороваться, как возле арки загремели колеса — тачанки подлетели, как птицы; на все лады заиграли гармони, поднялся шум, понеслись выкрики, припевки, разноголосый говор, а возле тачанки уже образовался круг и начались танцы.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Инкеке кура тата Викторпа Сергей пырса ҫитрӗҫ.

А тут еще, как на беду, подъехали Виктор и Сергей.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав хушӑра пӗренесем, изоляторсемпе ҫекӗлсем тиенӗ лавсем ҫитрӗҫ.

Тем временем на подводах были подвезены бревна и ящики с крючьями и изоляторами.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр эрнерен ҫак хатӗрсем Невинка станцине ҫитрӗҫ.

Через неделю груз прибыл на станцию Невинку.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр сехетрен, киле таврӑннӑ чух, станицӑна кӗнӗ ҫӗрте вӗсем пӗр лашаллӑ ҫунана хуса ҫитрӗҫ.

Через час они возвращались домой и у въезда в станицу нагнали сани, запряженные одной лошадью.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed