Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑни (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Николай Антоныч ҫав обществӑн членӗнче тӑни ҫинчен мана Кораблев каласа панӑччӗ-ха, Ромашкӑна хам тӑвас тенӗ доклад ҫинчен каласа панӑшӑн та мана ятласа илнӗччӗ.

Еще Кораблев говорил, что Николай Антоныч состоит членом этого общества, и ругал меня за то, что я рассказал о своем докладе Ромашке.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр ним тума пултарайманнине, ҫакӑнтан хӑтӑлса тухас шанчӑк ҫухалнине пӗлсе тӑни пирӗншӗн чи йывӑр япала!

Сознание полной бездеятельности, полной невозможности выйти из безнадёжного положения — вот что было тяжелее всего!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та кунта чарӑнса тӑни вӑл — вилӗм шыранипе пӗрех.

Но оставаться здесь дольше — это верная смерть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак икӗ вӑхӑт пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни манӑн пуҫа пӗрре те килсе кӗмерӗ.

Мне просто не пришло в голову, что эти два совершенно разных времени следовали одно за другим.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн пичӗ ҫинче темле тӗксӗм хаярлӑх капланса тӑни сисӗнчӗ.

Лицо его изображало мрачную злобу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Малтанах вӑл иккӗленсе тӑчӗ, мӗншӗн тесен ӑна атте хӑйне кӑмӑллас ҫуккине пӗлсе тӑни шиклентерет.

Она сначала колебалась: известное ей неблагорасположение отца моего ее пугало.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ шикленсе тӑни чӑнахах сиксе тухрӗ.

Чего я опасался, то и случилось.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Оренбург йыттисем пурте пӗр кашта ҫинче ҫакӑнса тӑни пысӑк инкекех мар, пирӗн хамӑрӑн йытӑсем пӗр-пӗринпе туллашма тытӑнсан, инкеклӗ пулӗ.

Не беда, если б и все оренбургские собаки дрыгали ногами под одной перекладиной: беда, если наши кобели меж собою перегрызутся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Бодрова урамра кӗтсе тӑни майлӑ пулас ҫук — вӑл хӑҫан килессе кам пӗлме пултарӗ?

Ждать Бодрова на улице было нелепо — кто его знает, когда он приедет.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫуртасен ҫулӑмӗ вӑркӑшарах тӑни мана сӗтел леш енче кам пуррине палласа илме чарать.

Колеблющееся над шандалами пламя свечей мешает мне рассмотреть, кто сидит по ту сторону стола.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫака вӑл, темӗнле, тӗлӗкре вӗҫнӗ пек тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑх, чӑн мар иккенне туйса тӑни, чун-чӗре ҫӳҫенни, тӗрек шырани, ак ӳкеп, ак ӳкеп тесе хӑрани!

Это было как полет во сне: непонятная легкость и сознание, что все это неестественно, и безвольное замирание, и поиски опоры, и страх — ох, оборвусь сейчас!

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Керӗслетсе ҫурӑлакан петардӑсен аслатийӗ, «урра» кӑшкӑрни, ассистентсем команда парса тӑни, ҫаксем пурте, пӗр харӑс илтӗнсе, чуна ҫӳҫентерекен шав пулса каяҫҫӗ.

Гром взрывающихся петард, крики «ура», команды ассистентов сливались в тревожный оглушающий гам.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку, чӑнах та, ытла ирсӗр планччӗ, Нина Капитоновна епле майпа хирӗҫ каламасӑр чӑтса тӑни ҫеҫ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ.

Да, это был подлый план, и я удивлялся, что Нина Капитоновна не вмешивалась, терпела.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Оренбурга Пугачев ҫарӗ епле хупӑрласа тӑни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп та; вӑл — ҫемье хучӗсем ҫине ҫырса тӑмалли япала мар, истори ӗҫӗ.

Не стану описывать оренбургскую осаду, которая принадлежит истории, а не семейственным запискам.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, нумайрах сасӑпа килӗшсе, осадӑна кӗтсе хуларах тӑни аванрах та, шиксӗртерех те, тетӗп; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсассӑн — ӑна артиллерипе тата (май пулсан) хула тулашне тухса та каялла хӑваламалла.

Итак, я соглашаюсь с большинством голосов, которое решило, что всего благоразумнее и безопаснее внутри города ожидать осады, а нападения неприятеля силой артиллерии и (буде окажется возможным) вылазками — отражать.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тарӑхнипе хама-хам аран тытса чартӑм, мӗншӗн тесен, вӗсене хирӗҫ тӑни те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ.

С трудом удержал я порыв негодования, чувствуя бесполезность заступления.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑрушлӑх умрах тӑни — ватӑ салтакӑн чунне калама ҫук паттӑрлатса янӑ.

Близость опасности одушевляла старого воина бодростию необыкновенной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Военно-революционнӑй комитет хулара Совет влаҫӗ пуҫ пулса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.

Военно-революционный комитет объявил в городе советскую власть.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанах ҫапла пӗлсе тӑни пур пулсан, мӗншӗн эппин пире ӑс-хакӑл та, ирӗк те панӑ-ха?

И если точно есть предопределение, то зачем нам дана воля, рассудок?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ… пӗтӗмпех тесе шутлатӑп эпӗ, эсир ӑна хӑвӑр савса тӑни ҫинчен каласа панӑ, вӑл сире хӑй юратни ҫинчен пӗлтернӗ (ҫакӑнта княгиня йывӑррӑн сывласа илчӗ).

Она мне все сказала… я думаю, все: вы изъяснились ей в любви… она вам призналась в своей (тут княгиня тяжело вздохнула).

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed