Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑваҫҫӗ (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
— Вӑрланӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн присяжнӑйсем, ахаль ҫынсем, хресченсем, мещенсем суд тӑваҫҫӗ, — чимӗр-ха!

— За кражу, за убийство — судят присяжные, простые люди, — крестьяне, мещане, — позвольте!

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ку ӗҫе ӑна ҫамрӑк ачасем ним ӑссӑр тӑваҫҫӗ, тет.

Это, говорит, мальчишки без разума делают.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Павела ӗнтӗ суд тӑваҫҫӗ, тетӗн-и? — ыйтрӗ Рыбин.

— Судить, говоришь, будут Павла? — спросил Рыбин.

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫапах та лере, штабра, Вернер ытлашши васканӑ, ҫӑмӑлттайла хӑтланнӑ, штаб ӗҫлекен районри ялсем ҫине тапӑнакан ҫил пек тытмалла мар, вӑрртӑн ҫӳрекен партизансен отрядне тупмалли пӗртен-пӗр йӗре ҫухатнӑ, тесе шут тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.

Но там, в штабе, решат, что Вернер поторопился, действовал слишком легкомысленно, упустил единственный шанс, поймать нападавший на деревни, неуловимый как ветер, скрытный партизанский отряд.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Хӑйсене судьясем тесе пӗлтереҫҫӗ те, ӑна, нимӗҫ командованине лартнӑ старостӑна, суд тӑваҫҫӗ.

Объявляют себя судом и будут судить его, старосту, назначенного немецкой комендатурой.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем халӗ вӑрманта?

Что они теперь делают в лесу?

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— «Ҫавна вара, — Гаплик сассине хӑпартса савӑннипе антӑхса кайнӑ пекех пулчӗ, — вӗлермелле приговор тӑваҫҫӗ».

Но там все стояли спокойно, не сводя глаз со старосты.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Ахальтен мар пуль, Мишка пирки допрос тӑваҫҫӗ пуль…

— Не иначе, как о Мишке допрашивать будут…

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вӗсем те пӑлхавсем тӑваҫҫӗ.

Они тоже бунтуют.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Позицисенче пур ҫӗрте те эпир — акӑлчансем, американецсем тӑтӑмӑр, а сирӗн салтакусем пӑлханаҫҫӗ, восстанисем тӑваҫҫӗ!

Всюду на позициях стояли мы, англичане, американцы, а ваши солдаты бунтуют, у вас восстания!

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Темӗн тӑваҫҫӗ унта! — терӗ Люба чӗтренекен сасӑпа.

Что-то деется! — Голос у Любы был тревожный.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Асту, мана мӗн те пулин тӑваҫҫӗ пулсан, сана та ырах пулмӗ.

Имей в виду, если со мной что-нибудь случится, и тебе плохо будет.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Унта мӗн тӑваҫҫӗ?

— Что там делается?

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Штабра командирсем Лукьяновкӑпа Уст-Паденьгӑшӑн кун каҫа пулса иртнӗ ҫапӑҫӑвӑн итогӗсене тӑваҫҫӗ.

В штабе командиры подводили итоги длившемуся весь день бою за Лукьяновскую и Усть-Паденьгу.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗлетӗп эпӗ: пирӗн офицерсем ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ те ӗнтӗ.

Говоря по-военному — взять трофеи!

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Троицки соборта кӑнтӑр кӗлли тӑваҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Двина ҫинче «шыва светить» тумалла.

В Троицком соборе шла обедня, после которой на Двине должна была состояться церемония «водосвятия».

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑнтӑр енче, Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче мӗн тӑваҫҫӗ

Что делается на юге, на Восточном фронте…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫакна вӗсем пӗр именсе тӑмасӑрах тӑваҫҫӗ.

И все это без всякого стеснения.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ку ӗҫе вӗсем Франци сержанчӗ Пигалль сӑнаса пынипе тӑваҫҫӗ.

Работы велись под наблюдением французского сержанта Пигалля.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗлетӗп: Хӗрлӗ Ҫар хыҫҫӑн унта пӗр склад ыраш ҫӑнӑхӗ юлнӑ, халӗ ӗнтӗ ҫав ҫӑнӑхпа господа-американецсемпе акӑлчансем спекуляци тӑваҫҫӗ.

Знаю, после Красной Армии там остался склад ржаной муки, все захапали союзнички да пустились в спекуляцию.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed