Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупа the word is in our database.
тупа (тĕпĕ: тупа) more information about the word form can be found here.
Сасартӑк ӑна тупа сасси илтӗнчӗ.

Вдруг послышался выстрел из пушки.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ҫӗрле икӗ хут ҫиҫӗмсирен тӑрӑх анса хӑпартӑм, ҫурт тавра уткаласа ҫӳрерӗм, Салли аппа ҫаплах кантӑк умӗнче ларать, ҫул ҫинелле пӑхса йӗрет, ун умӗнче ҫурта ҫунать; манӑн питӗ ун валли мӗн те пулин ырӑ тӑвас килчӗ, анчах нимӗн тума та май пулмарӗ: «Ӳлӗмрен ӑна нихҫан та кӳрентермӗп тесе тупа тӑвам хӑть», — терӗм вара.

Два раза я спускался ночью по громоотводу, обходил дом кругом и видел, что она все сидит у окна, смотрит на дорогу и плачет, а возле нее свечка; мне очень хотелось что-нибудь для нее сделать, только ничего нельзя было; дай, думаю, хоть поклянусь, что никогда больше не буду ее огорчать.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Алӑка питӗр, тухтӑрӑн алли-урине ҫыхса ларт, куҫне тутӑрпа хупла, унтан пӗр сӑмах та каламастӑп тесе тупа тутар, кайран унӑн аллине ылтӑн тултарнӑ енчӗк тыттар, вара ӑна тӳрӗрен мар, тӗттӗмре, ҫурт хыҫӗсемпе уттар; кунта ӑна кимӗпе илсе кил, анчах каллех тӳрӗрен мар, вак утравсем хушшинче ытларах аташтарса ҫӳре: ӑна ухтарма манса ан кай, пурӑ катӑкне кӑларса ил, кайран, хулана каялла леҫсен, кӑларса пар, унсӑрӑн вӑл ҫав пурӑпа сирӗн сулла тупмалли хӗрессем лартса тухать.

Запри дверь, свяжи доктора по рукам и по ногам, надень ему на глаза повязку, и пусть поклянется молчать как могила, а потом сунь ему в руку кошелек, полный золота, и веди его не прямо, а в темноте, по задворкам; привези его сюда в челноке — опять-таки не прямо, а путайся подольше среди островков; да не забудь обыскать его и отбери мелок, а отдашь после, когда переправишь обратно в город, а то он наставит мелом крестов, чтобы можно было найти наш плот.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепри Библипе тупа тусан та, эпӗ ӑна сирӗн пӗр сӑмахӑра ӗненнӗ чухлӗ ӗненес ҫук.

Другой бы поклялся на библии — и то я ему не так поверил бы, как одному вашему слову.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӑш-пӗр сӑмахӗсене вӑл хӑех шухӑшласа ҫырнӑ иккен, хӑш-пӗрисене вӑрӑсемпе тинӗс хурахӗсем ҫинчен калакан кӗнекесенчен илнӗ — йӗркеллӗ шайкӑсен пурин те унашкал тупа пур иккен.

Оказалось, кое-что он придумал сам, а остальное взял из книжек про разбойников и пиратов, — у всякой порядочной шайки бывает такая клятва.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пурте тупа сӑмахӗсем питӗ лайӑх терӗҫ, Томран вӗсене вӑл хӑех ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗҫ.

Все сказали, что клятва замечательная, и спросили Тома, сам он ее придумал или нет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тупа ҫапла тума хушать: хурах ушкӑнӗнчи ачасен пурин те пӗр шухӑшлӑ пулмалла, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене никама та пӗлтермелле мар; енчен пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑри ачана кӳрентерсен, ҫав ҫынна тата унӑн мӗнпур тӑванӗсене вӗлерсе пӗтерме шайкӑри пӗр-пӗр ачана хушатпӑр, вӑл вара лешсене пурне те вӗлерсе пӗтерсе, вӗсен кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес — хамӑрӑн шайка паллине — касса кӑлармасӑр апат ҫиме те, ҫывӑрма та пултараймасть.

Она призывала всех мальчиков дружно стоять за шайку и никому не выдавать ее тайн; а если кто-нибудь обидит мальчика из нашей шайки, то тот, кому велят убить обидчика и всех его родных, должен не есть и не спать, пока не убьет их всех и не вырежет у них на груди крест — знак нашей шайки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Том хут листи туртса кӑларчӗ те унта ҫырнӑ тупа сӑмахӗсене вуласа пачӗ.

И вот Том достал листок бумаги, где у него была написана клятва, и прочел ее.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Кам пирӗнпе пӗрле хураха ҫӳреме килӗшет, ҫавӑ, тупа туса, хӑйӗн юнӗпе алӑ пусать.

А кто захочет с нами разбойничать, тот должен будет принести клятву и подписаться своей кровью.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӗмсем патне ҫитсен, Том Сойер пире пурне те вӑрттӑнлӑха упратпӑр тесе тупа тутарчӗ, унтан ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли ҫула кӑтартрӗ.

Когда подошли к кустам, Том Сойер заставил всех нас поклясться, что мы не выдадим тайны, а потом показал ход в пещеру.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Писателӗн театр репертуарне кӗнӗ ҫирӗм ытла пьесинчен уйрӑмах ҫаксене палӑртас килет: «Элнет», «Тӳнтерлене хирӗҫ», «Аван пурӑнатпӑр», «Пӗрремӗш категори», «Капкӑн хутаҫҫи», «Атӑл ҫинчи Шупашкар», «Тупа», «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», «Сержант Ванюшин».

Из более чем двадцати пьес писателя, вошедших в репертуар театра, особо хочется отметить следующие: «Илеть», «Против двусмысленности», «Хорошо живём», «Первая категория», «Мешок для капкана», «Чебоксары на Волге», «Клятва», «Родина зовет», «Сержант Ванюшин».

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче анчах, унпа тӑваттӑмӗш хут курнӑҫсан (Инсаров ҫав каҫа питӗ йывӑр ирттернӗ, тухтӑр консилиум пухасси ҫинчен систернӗ), вӑл тупа тунине аса илтерчӗ.

Только однажды, в четвертое свое свидание с ним (Инсаров очень плохо провел ночь, доктор намекнул на консилиум), только в это свидание она напомнила ему об его клятве.

XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тупа тӑватӑп.

Help to translate

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тупа тӑвӑр.

— Поклянитесь.

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫийӗнчех мана илме яратӑп тесе тупа тӑвӑр, кирек мӗнле вӑхӑтра пулсан та — ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и; турех ман пата ҫыру ҫырӑр… халь мана пурпӗрех.

— Клянитесь мне, что вы тотчас пошлете за мною когда бы то ни было, днем, ночью; пишите записку прямо ко мне…

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эсир, сӑмахран, эпӗ ӳкӗннине ӗненместӗр, кӑна вара эпӗ тупа туса калама пултаратӑп.

Вы, например, я побожиться готов, не верите в мое раскаяние.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах пӗрре ӳкӗте кӗмен майор ӑна аптӑратсах ҫитерчӗ те, Паганель вара ӑна хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне шанса каласа пачӗ, ҫак шухӑш пирки вӑл урӑх никама та пӗлтермӗп тесе тупа турӗ.

Но однажды неумолимый майор припёр его к стене, и Паганель, взяв с него клятву молчать.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тикӗсленсе тӑнӑ тинӗс ҫине картечь таткисем сапаласа тупа персе ячӗ.

Пушка выстрелила, изрешетив спокойную поверхность моря градом картечи.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак самантрах хытӑрах кӗрӗслетнӗ сасӑ илтӗнчӗ, таркӑнсен пуҫӗ ҫинченех тупа етри иртсе кайрӗ.

В эту минуту раздался громкий выстрел, и над головой беглецов пронеслось ядро.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫапла, эпӗ сӑмах патӑм, ӑна пурӑнӑҫа кӳртеп тесе тупа тӑватӑп, — терӗ Джон Мангльс.

— Да, обещал и клянусь выполнить это обещание, — ответил Джон Мангльс.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed