Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асамат кӗперӗн тӗсӗсемпе выляса тӑракан сывлӑшра лӑпкӑн кӑна, ерипен-ерипен эрешмен карти каркаланса шӑвать, пӗр ҫӳлелле хӑпарать вӑл, пӗр ҫӗр ҫумӗпе сарӑлать.В радужном сиянии плывет паутина, плывет тихо-тихо — то подымается вверх, то падает на землю.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лиховидов урисене ӳсӗр ҫын пек ҫапкалантарса пырать, сӳнӗк куҫӗсем ҫӗрелле тирӗннӗ, аллисемпе хӑлаҫланать: хӑраххипе — сывлӑшра темӗн тытма, тепӗр аллипе пичӗ ҫинчи куҫа курӑнман эрешмен картине шӑлса пӑрахма хӑтланать, тейӗн.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ракетӑн хӗрлӗ хӗлхемӗсем сывлӑшра сӳнме те ӗлкӗреймерӗҫ — нимӗҫсем енчен артиллери ҫунтарма тытӑнчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗр каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, яланхи йӑлапа уҫӑ сывлӑшра ҫӳренӗ чух, вӑл сарай ҫумӗпе иртсе пыратчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Инҫех мар кӑвак сывлӑшра хурҫӑран шӑратнӑ евӗр темиҫе хутлӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.Вдали в голубоватом мареве подымались многоэтажные корпуса, точно отлитые из стали.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗри сывлӑшра янӑравсӑр мотор кӗрлени илтӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗр, хӑрах урипе урапа ӳречи ҫине тӑрса, аллинчи чӑпӑрккине сывлӑшра ҫавӑрса илчӗ те ун хӗвелпе хуралнӑ пичӗ сасартӑк савӑнӑҫлӑн ҫуталса кайрӗ.Девушка поставила одну ногу на грядку, взмахнула кнутом, и смуглое ее лицо вдруг повеселело.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каллех «ура» янӑраса каять сывлӑшра.
Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Унтан сывлӑшра кӑштах ҫакӑнса тӑрать.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Тупа тӑватӑп аслӑ патшана… — сасӑ каять сивӗ сывлӑшра.— Клянусь великому государю… — разносится в морозном воздухе.
Сенкер инҫет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Хӗҫ сылтӑмалла, унтан сулахаялла сулӑнса илчӗ те, сывлӑшра, лашин чанк кӑна тӑракан хӑлхи тӗлӗнче кӑшт кӑна чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, малалла ӳкрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫсерен урамсем кӗптӗр-кӗптӗр янӑраса йынӑшса тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен вӑййисене юрӑсем, хут купӑс кӗввисемпе ташланисем кисретеҫҫӗ, сӗм-ҫӗрле кӑна каҫхи ӑшӑ та типӗ сывлӑшра ҫунса пӗтнӗ пек тамалаҫҫӗ хутор вӗҫӗнчи юлашки юрӑсем.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан кӑвакарса тискерленсе кайнӑ, кашкӑр кичемлӗхӗ вӗчӗлтетнипе, ҫуркаласа пӗтернӗ кӑвак татӑксене маччаналла вӑркӑнтарса кӑна ывӑтать; шӑхӑрса тӑракан ҫивӗч хурҫӑ вӗсене сывлӑшра турам-турамӑн таткалать.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак вӑхӑтра шӑпах йывӑҫсем ҫамрӑк ҫулҫӑсем сарчӗҫ, ҫӗршыв симӗс курӑкпа ешерсе ҫутӑлчӗ, сывлӑшра, пӗтӗм уй-хир ҫийӗн ҫуркунне шӑрши сарӑлчӗ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Эпӗ хатӗр!» терӗ пан Данило, вӑр-вар кӑна хӗҫӗпе сывлӑшра хӗрес хурса, хӑйӗн хӗҫне мӗн тума хӑйранине пӗлнӗ пекех.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах козака уҫӑ сывлӑшра, ирӗк ҫӗрте, ҫӗр ҫинче ҫывӑрма меллӗрех; мамӑк минтерпе тӳшек кирлӗ мар ӑна: пуҫ айне тин ҫеҫ типсе ҫитнӗ утӑ хурать те вӑл курӑк ҫине тӑсӑлса выртать…
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӗмӗл тӗтре пек йӑлкӑшакан ҫӑмӑл сывлӑшра пурте курӑнать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Алӑкран шаккани тата сивӗ сывлӑшра «уҫ!» тенӗ сасӑ илтӗнсе кайни тимӗрҫӗ шухӑшӗсене татрӗ.Стук в двери и резко зазвучавший на морозе голос: «Отвори!» — прервал его размышления.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Халсӑр старик хӑйӗн сивӗ аллисемпе ярса тытнӑ пек, пӗве инҫетри тӗттӗм пӗлӗте ыталаса илнӗ, пӑр пек сивӗ тутисемпе ҫулӑмлӑ ҫӑлтӑрсене вӗҫӗ-хӗррисӗр чуптӑва-чуптӑва илет вӑл, тӗксӗмленме пуҫланӑ ҫӑлтӑрсемпе каҫӑн йӑлтӑркка патши — ҫутӑ уйӑх кӗҫ-вӗҫех ярӑнса тухасса сиснӗ пекех, каҫхи ӑшӑ сывлӑшра аран ҫеҫ ҫиҫкелесе илеҫҫӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.