Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑртра ларать Ухтер кил-ҫурчӗ, Ларать пӗччен вал, уйрӑмрах.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ял варринче ларать чиркӳ, Ӑвӑссемпе вӑл хупӑрланнӑ.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑрман ларать пек тӗлӗрсе, Анчах ку лӑпкӑлӑх ултавлӑ.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Галимджан унран инҫе мар, вӑл ҫул хӗрринче, пурин куҫӗ умӗнче Арифуллапа юнашар ларать, Каччӑсем паян иртенпе канса курман, пӗрремӗш хут пӗр-пӗрне енчӗкри махоркӑпа хӑналаҫҫӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей, унта Ятман чӗннипе пынӑскер, кӗтесре ҫамрӑксен ушкӑнӗнче ларать.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ара, мӗн вӑл кунта кил хуҫи тесе ларать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр-пӗр ырӑ ӗҫе курсанах вара пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкет, ун ҫилли ҫӳхе хут ҫурнӑ пекех час сӳнсе ларать.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— «Ҫӗнӗ пурнӑҫа» пулӑшар пулӗ, ун ыраш уй тулли кашласа ларать.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кур-ха, епле ӑс парса ларать, — чарам пекки турӗ арӑмӗ.
XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тата темиҫе минутран Алексей ӗнтӗ трактор ҫине ларать.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ялтан тухсанах анлӑ хир ҫынсӑр пек туйӑнать: унта-кунта турттарса кӗреймен ҫӗмел ларать, теплере пӗрре ҫулпа кӗлте урапи шӑлтӑртаттарса иртет, урӑх ним те ҫук темелле.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ҫук, ҫамрӑксем ӗҫме пӗлмеҫҫӗ, вӗсен курки паҫӑртанпах тулли ларать.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах Левентей лӑпкӑн ларать, калаҫасса та майӗпен ҫеҫ калаҫать.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Куран, пирӗн шкул ларать.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳрт ӑшчикки тап-таса, вырӑн ҫине тем ҫӳлӗш минтер купаланӑ, чӳречесем умӗнче пур ҫӗрте те чечек ларать, урайне килте тӗртсе тунӑ хитре кавир сарнӑ.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл килте пӗччен ытларах ларать.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Июнь — ҫуллахи чи капӑр уйӑх, ҫак вӑхӑтра пӗтӗм уй-хир, улӑх-ҫаран чечеке ларать, ҫеҫке ҫурать, пӗтӗм ӳсентӑран ешӗрсе ҫитет.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ирхине тӑратӑн та ӑшӑ сӗт ӗҫетӗн, каҫхи апат валли те сӗтел ҫинче пӗр курка сӗт ларать.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах ӗҫсӗр тӑма та аван мар, мӗншӗн тесен унпа юнашар иртенпех Гариф ларать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳрт ҫуталса ҫеҫ ларать вара сан.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.