Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫийӗнчи хӗрарӑмсем чуна ҫӳҫентермелле: «Ҫӑлӑр!» — тесе кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.Послышался душераздирающий вопль находившихся в нем женщин: «Спасите!»
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Уполномоченнӑйсене ӳпкелесе калаҫни халӗ час-часах илтӗнчӗ.Все чаще слышались справедливые нарекания на уполномоченных.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тепӗр минутран пӑлтӑрта шӑв-шав та тӑпӑртатни, кӑшкӑрашни илтӗнчӗ, унтан, такамӑн вӑйлӑ аллисем тӗртсе кӑларнипе пулас, урама Вавжон сирпӗнсе тухрӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Анчах сасартӑк ют сасӑ илтӗнчӗ:
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӗрӳленсе калаҫни те кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Сасартӑк палуба ҫине тухмалли ҫӗрте такам кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫын пытарнӑ чухнехи пек шӑп ларакан халӑхпа тулнӑ тӗксӗм трюмра Марыся ӗсӗклесе макӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ.Рыдания ее разносились по темному трюму, где все молчали, как на похоронах.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Чӑт, Марыся, — тӑвӑла ҫӗнтерес пек пӗтӗм пырӗпе кӑшкӑрчӗ Вавжон, анчах сасси унӑн, ытти пассажирсенни пекех, хӑранипе, пӑвӑннӑ чухнехи пек илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Шав, кӗмсӗртетни, шыв чӳхенсе палуба ҫине хӑпарни, хӗрарӑм сасси, ача макӑрни янӑраса кайрӗ, ҫак йӗркесӗрлӗхре матроссем ҫӳлти палуба ҫийӗпе тӳплеттерсе утни те хыттӑн шӑхӑрашни илтӗнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кӗтмен ҫӗртенех ҫак шӑплӑхра, таҫти инҫетри горизонт хӗрринчен, темле улӑп сывланӑ пек, хӑрушӑ сасӑ илтӗнчӗ; вӑл ҫывхарса та вӑйлӑланса пычӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Чӑнах та, часах лаша ури сасси илтӗнчӗ, Ясько ҫӑл патне ҫитрӗ те ӑйӑрӗ ҫинчен сиксе анчӗ, лапсӑркка пуҫне силлесе илчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Чарӑн, пӗтменскер! — илтӗнчӗ аялтан тискер те хулӑн сасӑ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Тӗттӗм подвалта йытӑ темрен хӑтӑлас тесе пӗтӗм вӑйпа туртӑнни илтӗнчӗ.Слышно было, как собака изо всех сил рвалась в темном подвале, силясь от чего-то освободиться.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Таҫтан аялти кӑштах шав илтӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах пӗтсе ларчӗ.Тихий, сторожкий шум послышался где-то внизу, но тотчас же затих.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сасӑ татах илтӗнчӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
«Ҫук, ӑнланмасть мана старик!» тенӗ пек илтӗнчӗ ҫав сасӑра.«Нет, не понимает меня мой старик!» — слышалось в этом недовольном лае.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Уча ҫывӑхӗнче каллех такам пӑшӑлтатни илтӗнчӗ:
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Колонна хыҫӗнче тӑшман темиҫе ту юппинчен тата вӗсен хушшинчи ҫырмасенчен персе пыни илтӗнчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Сулахайран ҫавӑрса илӗр! — илтӗнчӗ болгарсен чӗлхипе панӑ команда.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Болгарсем шавласа кӑшкӑрашни илтӗнчӗ.