Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ; 13. эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫапла вара Соломон патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тунӑ пӗтӗм ӗҫ вӗҫленнӗ.51. Так совершена вся работа, которую производил царь Соломон для храма Господа.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хирам Соломона Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса панӑ пур япалана та якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан тунӑ.Все вещи, которые сделал Хирам царю Соломону для храма Господа, были из полированной меди.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ: 15. ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 16. юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ; 17. юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй качча илнӗ фараон хӗрӗ валли те Соломон ҫавӑн евӗрлӗ кермен лартса панӑ.И в доме дочери фараоновой, которую взял за себя Соломон, он сделал такой же притвор.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон Ҫӳлхуҫа валли лартнӑ Ҫуртӑн тӑршшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм икӗ, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр икӗ чике пулнӑ, 3. Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ Ҫурт сарлакӑш пек ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ вунӑ чике пулнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патша Ҫурт никӗсӗ валли пысӑк чулсем, хаклӑ чулсем, чутласа янтӑланӑ чулсем турттарса тӑма хушнӑ.17. И повелел царь привозить камни большие, камни дорогие, для основания дома, камни обделанные.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломон вара Хирам килне апат-ҫимӗҫ валли ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм кор чи паха йывӑҫ ҫӑвӗ панӑ: Соломон Хирама ҫулсерен ҫавӑн чухлӗ парса тӑнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хирам вара Соломон патне ҫапла калама ҫынсем янӑ: эсӗ ман патӑма мӗн калама янине эпӗ тӑнласа итлерӗм, кедр йывӑҫҫисемпе кипарис йывӑҫҫисем тӗлӗшӗнчен ху мӗн кӑмӑл тунине пӗтӗмпех тӑвӑп; 9. ман чурасем ӑна Ливанран тинӗс хӗррине турттарса анӗҫ, эпӗ ӑна сулӑсем ҫине тиесе тинӗспе эсӗ кӑтартнӑ вырӑна илсе ҫитерӗп, ҫавӑнта пушатса купалӑп, эсӗ ҫавӑнтан илсе кайӑн; анчах хӑв та тивӗҫтерсем ман кӑмӑла: ман килӗм валли тырӑ кӳрсе тӑмалла ту, тенӗ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон, Хирама ҫапла калама хушса, ҫав элчӗсене каялла янӑ: 3. эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ: манӑн Давид аттем, таврари халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнине пула, Ҫӳлхуҫа вӗсене унӑн ури айне туса парӑнтаричченех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе Ҫурт туса лартаймарӗ; 4. халӗ вара мана Ҫӳлхуҫа Туррӑм лӑпкӑ пурӑнӑҫ пачӗ: йӗри-тавра нихӑҫта та хирӗҫ тӑракан ҫук, урӑх чӑрмав ҫук; 5. халӗ эпӗ Давид аттеме Ҫӳлхуҫа мӗн каланине: «Эпӗ санӑн аслӑ пукану ҫине лартас ывӑлу Ман ятӑмпа Ҫурт тӑвӗ» тесе каланине, тума шухӑшлатӑп, Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт лартас тетӗп; 6. ҫавӑнпа та ман валли Ливанран кедр касса кӑларма хушсамччӗ; ман чурамсем сан чурусемпе пӗрле пулӗҫ, эпӗ сана чурусемшӗн ху мӗнле каланӑ чухлӗ тӳлесе тӑрӑп; эсӗ пӗлетӗн: пирӗн Сидон ҫыннисем пек лайӑх каскалакансем ҫук, тенӗ Соломон.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Патша тӑнӑ вырӑна лашасемпе мулсем валли, кашнийӗ хӑйӗн черечӗпе, урпа тата улӑм кӳре-кӳре панӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх хушшине пуҫлӑха лартнӑ леш вуникӗ пуҫлӑх Соломона патша сӗтелӗ валли мӗн кирлине пурне те кашнийӗ хӑйӗн уйӑхӗнче кӳрсе тӑнӑ, вӗсем нимӗн тӗлӗшӗнчен те ҫителӗксӗр паманни пулман.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тата Соломонӑн пӗтӗм Израиль хушшинче пуҫлӑх туса лартнисем вуниккӗн пулнӑ, вӗсем патшапа унӑн килӗ валли апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑнӑ: ҫулталӑкра кашнийӗн пӗр уйӑхлӑха апат-ҫимӗҫ тӑратмалла пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ вӑл Иерусалима кайнӑ, [парне вырӑнӗ умне] Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне тӑрса, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ, унтан пӗтӗм тарҫи-тӗрҫи валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та 20. ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл хӑйне валли ҫар ураписем, утлӑ ҫар ҫыннисем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.И завел себе колесницы и всадников и пятьдесят человек скороходов.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ тарҫисем ӑна каланӑ: патша хуҫамӑр валли ҫамрӑк хӗр шыраса пӑхчӑр: патша ҫумӗнче пултӑр вӑл, ӑна пӑхса пурӑнтӑр, пӗрле выртса тӑтӑр — патша хуҫамӑра ҫапла ӑшӑ пулӗ, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.25. И соорудил там Давид жертвенник Господу и принес всесожжения и мирные жертвы.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: йӗтемне сутӑн илме, халӑх вилме чарӑнтӑр тесе унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тумалла, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Гад ҫав кун Давид патне пынӑ та каланӑ: пыр, иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ ларт, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.