Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнӗ the word is in our database.
ҫӗнӗ (тĕпĕ: ҫӗнӗ) more information about the word form can be found here.
Вӑчӑри — ҫӗнӗ мерикан ылтӑнӗнчен.

Цепок — нового американского золота.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паян Шумилинскинчен Кондрат Медведев ҫӗнӗ приказ парса янӑ.

Нынче из Шумилинской прислал нам Кондрат Медведев новый приказ.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор ун валли штабран ҫӗнӗ лаша тупса пычӗ, ҫӗрле Мӑн Кӑмрӑк сотни тӑракан участокра пулса, унта хӑварнӑ йӗнере илсе таврӑнчӗ.

Прохор привел ему нового, добытого в штабе коня, ночью съездил на участок Громковской сотни, привез брошенное там седло.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскинче Аксинья Астахова станица хӗрринче, ҫӗнӗ чиркӳрен инҫе мар пурӑнакан мӑнаппӑшӗ патне хваттере вырнаҫрӗ.

Аксинья Астахова поселилась в Вешенской у своей двоюродной тетки, жившей на краю станицы, неподалеку от новой церкви.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урине хӗлле сыракан ҫӗнӗ тӑлавар чӗркенӗ пӗр дружинник урапан малти кустӑрми ҫине сиксе тӑчӗ те кӗске тытӑҫура хӑвӑртах казак аллинчи винчестера тӑпӑлтарса илчӗ.

Один из дружинников в новеньких зимних обмотках стал на переднее колесо брички и после короткой схватки вырвал винчестер из рук казака.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малта, пӗр ҫухрӑмра пулӗ, ҫӗнӗ лавсемпе юланутсем ҫулпа пыраҫҫӗ.

Впереди, в версте расстояния, по дороге ехали новые подводы и всадники.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурнӑҫра ун пӗртен-пӗр япала (хӑйне ҫапла туйӑнчӗ ку) — чӗри сирсе сирӗлми ҫӗнӗ ҫулӑмпа хыпса илсе Аксинья патне туртӑнни ҫеҫ юлчӗ.

Единственное, что оставалось ему в жизни (так, по крайней мере, ему казалось), это — с новой и неуемной силой вспыхнувшая страсть к Аксинье.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫурҫӗрелле, Дон еннелле чакнӑ чух вӑл пӗр кунлӑха Чир чиккинче, Каргин патӗнче, чарӑнса тӑчӗ, унтан, хӗрлисен хӑватлӑрах вӑйӗ хӗснине пула, Каргинскинчен тухса кайма ҫеҫ та мар, васкасах ҫӗнӗ чаҫсем парса пулӑшма та ыйтма тиврӗ.

На чирском рубеже возле Каргинской он задержался на день, а потом, под давлением превосходящих сил противника, вынужден был не только сдать Каргинскую, но и срочно просить подкреплений.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Май уйӑхӗнче повстанецсен фронтне Донец енчен хӗрлисен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ подкрепленийӗсем пыма пуҫлаҫҫӗ.

В мае с Донца на повстанческий фронт стали прибывать все новые подкрепления красных.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал, Краснов тӑрӑшнипе ӳссе кайнӑ генерал Денисов отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑннӑскер, тата каллех ӗнтӗ ҫар атаманне суйланӑ генерал Африкан Богаевский; союзниксем пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Новый командующий этой армией, генерал Сидорин, сменивший ушедшего в отставку ставленника Краснова — генерала Денисова, и вновь избранный войсковой наказный атаман генерал Африкан Богаевский были союзнической ориентации.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фронтри лару-тӑрӑва, стратегилле плансене тӗплӗн шута илсе, Дон ҫарӗн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал Кудинов патне штабра хатӗрленӗ операцисен планӗсене, приказсемпе сводкӑсене, хӗрлӗармеецсен хӑш чаҫӗсене повстанецсен фронтне куҫара-куҫара пырасси ҫинчен калакан информацисене ярса тӑма пуҫлать.

Сообразуясь с положением на фронте, со своими стратегическими планами, новый командующий Донской армией, генерал Сидорин, начал присылать Кудинову разработанные штабом планы операции, приказы, сводки, информации о перебрасываемых на повстанческий фронт красноармейских частях.

LV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юр пек чӑлт-шурӑ, тӗкӗ хӗвел шевлипе йӑлтӑртатакан пӗчӗкҫӗ кӑркка, ҫунаттисемпе хӑвӑрт та сулмаклӑн авӑсса, ҫӳле-ҫӳле вӗҫсе хӑпарчӗ те, ҫӗнӗ кин ҫакакан шӑрҫа мӑйи пек ҫутӑ хура йӑрӑмлӑ мӑйне тӑсса хурса, хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла вӗҫрӗ, самантсерен инҫетерех те инҫетерех кайса пычӗ, сенкер кӑвак тӳпе тинӗсӗнче тикӗссӗн ярӑнса ҫӳрерӗ.

Снежно-белый, искрящийся на солнце стрепеток, дробно и споро махая крыльями, шел ввысь и, достигнув зенита в подъеме, словно плыл в голубеющем просторе, вытянув в стремительном лете шею, опоясанную бархатисто-черным брачным ожерелком, удаляясь с каждой секундой.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сутӑнчӑксем… вӗсем халӗ хӑйсен айӑпӗсене каҫарттарасшӑн, ҫӗнӗ офицер чинӗсене илесшӗн ӑнтӑлаҫҫӗ…

Предатели… они зарабатывают себе прощение, новые офицерские чины…

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка хваттертен тухрӗ, утлӑ разведкӑн чи лайӑх лашисенчен пӗрине чиперах карлӑкран салтса чӗлпӗрӗнчен ҫавӑтрӗ те, ҫӗнӗ кавалерийски карабинӑн автанне шӗвӗр пӳрни ҫумӗнчех тытса, застава патӗнчен майӗпен уттарса иртрӗ, тӳррӗн кайса мӑн ҫул ҫине тухрӗ.

Мишка вышел, благополучно отвязал от коновязи одну из лучших лошадей конной разведки, шагом миновал заставу, все время держа указательный палец на спуске новенького кавалерийского карабина, — бездорожно выбрался на шлях.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

1-мӗш Мускав полкӗн, пӑр кайнине пула, Хопер пырӗнче ҫул татӑлчӗ, вара вӑл Донӑн сылтӑм енне каҫрӗ те, ҫӗнӗ пополнени ярасса кӗтсе, Усть-Хопер станицинче чарӑнса тӑчӗ.

1-й Московский, отрезанный ледоходом в устье Хопра, переправился через Дон на правобережье; ожидая пополнения, стал в станице Усть-Хоперской.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полка Донец патне куҫарса кайма е ҫӗнӗ пополнени яма пултараҫҫӗ, ҫапла вара…

Полк могут перебросить к Донцу или пришлют новое пополнение, и таким образом…

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫӑ вӗсемшӗн — ҫӗнӗ япала-ха, ача вӑййи майлӑ туйӑнаканскер.

Им война — в новинку, вроде ребячьей игры.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.

Несказанным очарованием была полна степь, чуть зазеленевшая, налитая древним запахом оттаявшего чернозема и вечно юным молодой травы.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗнӗ юрӑсем вӗренме-и?

За новыми песнями?

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Восстани пуҫлӑмӑшӗнче пехотӑн 1-мӗш Мускав полкӗ пулӑшнипе заамурецсем Усть-Медведица патне татса кӗрсе кайма ӑнтӑлакан повстанецсене хӑйсемех чарса тӑчӗҫ темелле; кайран вара ҫӗнӗ чаҫсем пырса ҫитрӗҫ те, полк ытлашши сапаланмасӑр, Кривая шывӗ тӑрӑх Усть-Хопер участокӗнче ҫирӗпленсе тӑчӗ.

В начале восстания заамурцы, при поддержке 1-го Московского пехотного полка, почти одни сдерживали напор повстанцев, стремившихся прорваться к Усть-Медведице; потом подошли подкрепления, и полк, не разбрасываясь, окончательно занял участок Усть-Хоперской, по Кривой речке.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed