Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Эй ҫӳлте Пурӑнакан! пуҫӑма ҫӗклесе Сан еннелле пӑхатӑп.
Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли — ҫӳлте, Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли хӑватлӑхне кӑтартать!
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер, 6. ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; 7. кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать, 8. ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать; 9. ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Санӑн хӑвату тӗреклӗ, Санӑн аллу вӑйлӑ, сылтӑм аллу ҫӳлте тӑрать!14. Крепка мышца Твоя, сильна рука Твоя, высока десница Твоя!
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлте Пурӑнаканӗ вӗсенчен кулӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене намӑса хӑварӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑмӑрткайӑк санӑн сӑмахна итлесе ҫӳлтен ҫӳле вӗҫет-и, эсӗ каланипе ҫӳлте йӑва ҫавӑрать-и?27. По твоему ли слову возносится орел и устрояет на высоте гнездо свое?
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ тӳперен те ҫӳлерех мар-и? ҫӳлелле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑх-ха — епле ҫӳлте вӗсем!12. Не превыше ли небес Бог? посмотри вверх на звезды, как они высоко!
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пурпӗрех тӳпере манӑн Кӳнтеленӗм пур, ҫӳлте манӑн Хӳтӗлевҫӗ пур!19. И ныне вот на небесах Свидетель мой, и Заступник мой в вышних!
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӗнтӗ Езекия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид ывӑлӗсен тупӑклӑхӗнче ҫӳлте пытарнӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем хисеплесе-чысласа ӑсатнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Геон шывне ҫӳлте пӗвелесе, унӑн юххине Давид хулин анӑҫ еннелле уҫса яраканӗ те Езекиях пулнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлни, хӑтӑлса юлни каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 31. Иерусалимри йӑлкӑм ҫӗнӗрен хунавланӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ вара хӑй упӑшкине каланӑ: эпӗ пӗлетӗп: ҫак ҫын, тӑтӑшах пирӗн тӗлтен иртсе ҫӳрекенскер, — Турӑ ҫынни, сӑваплӑ ҫын; 10. ун валли ҫӳлте пысӑк мар пӳлӗм хатӗрлер, вырӑн сарса, сӗтел-пукан, ҫутаткӑҫ лартса парар; пирӗн пата килмессерен малашне унта кӗтӗр вӑл, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 23. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сапан тӑрринче чике ҫурӑ ҫӳллӗш ҫаврака вырӑн пур; сапан аврисем — ҫӳлте, вӗсене те пуринпе пӗрле пӗрпӗтӗмӗшле тунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Калӑттӑм Эпӗ: «сапаласа ярӑп вӗсене, ҫынсем хушшинчен ячӗсене те пӗтерӗп»; 27. тӑшмансене тарӑхтармашкӑн халлӗхе апла тумарӑм, вӗсен тӑшманӗсем: «пирӗн аллӑмӑр ҫӳлте, ҫакна Ҫӳлхуҫа мар, эпир турӑмӑр» тесе ан мухтанайччӑр.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13-14. Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту, 9. вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп, 10. Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.