Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр, 21. анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр; вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр, тенӗ.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине пӑрахнине курсассӑн, Ывӑл Ача ҫуратнӑ арӑма хыҫран хӑваларӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан пек анчах пулнӑ, вӑл пӗлтерме кирлине пӗлтерсе тӑнӑ; 6. Христос вара — Ашшӗ ҫуртӗнчи шанчӑклӑ Ывӑл; эпир вара — вӗҫне ҫитичченех ҫирӗп пулсассӑн, савӑнӑҫлӑ шанчӑка сыхласа хӑварсассӑн — Унӑн ҫурчӗ пулӑпӑр.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кун ҫитиччен малтан Турӑран хӑпӗҫ, унтан ҫылӑх ҫынни, пӗтес ывӑл, килӗ; 4. ҫавӑ вара Турра хирӗҫ тӑрӗ, «турӑ» тенисенчен те, мӗн таса-сӑваплӑ тесе хисепленинчен те хӑйне хӑй асла хурӗ; хӑйне Турӑ тесе, Турӑ Ҫуртӗнче Турӑ пек ларӗ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫапла ҫырнӑ: ¦¦ Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — чура арӑмран, тепӗри — ирӗклинчен.22. Ибо написано: Авраам имел двух сынов, одного от рабы, а другого от свободной.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «ҫак вӑхӑтра килӗп те, Саррӑн ывӑл пулӗ» тенӗ.9. А слово обетования таково: в это же время приду, и у Сарры будет сын.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей ҫак сӑмахсене пула тухса тарнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса Мадиан ҫӗрӗнче пурӑннӑ; унта унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫапла Иосия та — апостолсем Варнава тесе ят панӑскер (ку ӗнтӗ «лӑплантаракан ывӑл» тенине пӗлтерет), левит, Кипр ҫынни — 37. хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсен ури умне илсе пырса хунӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам: 28. манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тата каланӑ: пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; 12. кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: «атте! мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, ¦¦ вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23. мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24. тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Елисаветӑн ӗнтӗ ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл ывӑл ача ҫуратнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ: 37. Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ангел Ӑна каланӑ: ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн; 31. акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ: 23. «акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӑтӑр ҫул иртсессӗн, тип варлӑ арӑм ывӑл ҫуратнӑ: ку вӑл Соломон хула туса лартса парне кӳнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн пилӗк ывӑл пулнӑ: Иоанн, Гаддис тесе чӗннӗскер, 3. Симон, Фасси тесе ят панӑскер, 4. Иуда, Маккавей тесе чӗннӗскер, 5. Елеазар, Аваран тесе чӗннӗскер, Ионафан, Апфус тесе чӗннӗскер.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.