Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунти the word is in our database.
кунти (тĕпĕ: кунти) more information about the word form can be found here.
Кунти ытла та аван пӗлнӗ хӑйне евӗрлӗ шӑрша сиссе илнипеле пуҫӗ ҫаврӑнса килчӗ.

От страшно знакомого запаха, присущего только этому дому, у него закружилась голова.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗн кӑна ҫук унта, пурте нумай тата, пӑхсан ирӗксӗрех ҫапла каласа ярӑн: «Кунти халӑх аван пурӑнать!»

Чего-чего только на них не было, и все в таких щедрых порциях, что посмотришь и невольно скажешь: «Да, народ здесь живет в достатке!»

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кочубей отрячӗ аса килчӗ, сулхӑн кӗрхи ир, кунти пекех ӑшӑх шыв, айлӑмра ларакан Извещательнӑй хуторӗ.

Вспомнился кочубеевский отряд, свежий осенний рассвет, мелководная, вот такая же, как и здесь, речонка и в балке хутор Извещательный.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунти пуҫлӑх пеккисем ҫапла шутланӑ: пирӗн государство пысӑк, тырӑ нумай унӑн, пирӗнсӗрех ҫырлахӗ, тенӗ…

— Бывшие горе-руководители рассуждали так, что, дескать, государство наше большое, хлеба у него много, обойдется и без нас…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав хурал, тӗрмери ҫынсене ирӗклӗн пурӑнма пӑртак чӑрмантарать пулин те, вӗсене валли питӗ хӳхӗм майсем туса панӑ: кунти йӗркесене кура, арестленисем, екки килсен, кирек хӑш самантра та ҫӑмӑллӑнах тата ним хӑрамасӑр туха-туха тарма пултарнӑ.

Но охрана эта, если до некоторой степени и стесняла свободу заключенных, то взамен являла весьма существенное преимущество: была построена так, что в любой момент арестованные могли, при желании, легко и безопасно бежать.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унччен кунти окопсенче Австри салтакӗсем тӑнӑ; штурмланӑ кунхине вара, ирхине, вӗсен вырӑнне Франци фронтӗнчен тин ҫеҫ пырса ҫитнӗ саксонецсем улшӑнса тӑраҫҫӗ.

Накануне окопы занимали австрийцы, а в день штурма утром сменили их саксонцы, только что переброшенные с французского фронта.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Тен, пехота чаҫӗсенчех кил туртӑмӗ кунти пек вӑйлӑ мар-тӑр, — ирӗксӗррӗн шухӑшларӗ вӑл.

«Быть может, в пехотных частях не так резко ощущается эта тяга домой, — думал он.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ҫук, ҫук, — шухӑшларӗ Сергей, — кунти ҫынсем — хӑнасем мар, вӗсем Мускавӑн аслӑ урамне мӗн куҫ курнӑ таранах тӑрса тухнӑ пурлӑхӑн хуҫисем, вӗсем хӑйсем тунӑ хӗҫпӑшала тепӗр хут пӑхма тата ҫав хӗҫпӑшалпа хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулне утса тухнӑ ҫынсене курма килнӗ…»

«Нет, нет, — думал Сергей, — это не гости явились к нам, а хозяева всего, что я вижу на обширной московской улице, и пришли они сюда, чтобы еще раз посмотреть на сделанное их же руками оружие и чтобы взглянуть в лица тем, кто прошел с этим оружием такой беспримерный путь…»

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир кунти ҫынсем, сире курӑнарах парать.

— Вы тут люди местные, вам виднее.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Танкри пурнӑҫ вӑл пӗрре, кунти пурнӑҫ тепре…

— В танке одно дело, а теперь другое…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунти складра хыҫсӑр пукансем анчах…

На местном складе есть одни табуретки…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунти вырӑнсем питех те илемлӗ, райри пек темелле; сӑртсем те ҫав тери савӑнӑҫлӑ, пӑхса тӑранас ҫук: Усть-Невински станици вара станица та мар, вӑл чечекре ларакан сад».

Места здесь великолепные, просто райские места; и горы такие веселые, что смотришь на них и насмотреться не можешь; а Усть-Невинская — так это же не станица, а один сплошной сад».

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

(Тимофей Ильич Кубань хӗрринче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та ӑна кунти вырӑнсенчен илемли тӗнчипе те ҫук пек туйӑннӑ.)

(Тимофей Ильич родился и состарился в верховьях Кубани и был убежден, что красивее этих мест нигде нет).

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунти уявра Федор Лукич официальнӑй ҫын пулнӑ пирки Сергейӗн амӑшӗпе пӗр тӑван аппӑшӗсем, ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗсем, каччӑсемпе ача-пӑчасем сирӗлчӗҫ те ӑна ҫул пачӗҫ.

Так как Федор Лукич был на торжествах лицо официальное, то тетушки, двоюродные братья, парубки и мальчуганы уступили ему место.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан, халӑх хушшинче хӗсӗнкелесе, ҫынсене сире-сире, кунти райисполком председателӗ — Федор Лукич Хохлаков пырса тухрӗ.

Сквозь гущу народа протискался Федор Лукич Хохлаков — председатель здешнего райисполкома.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лев Ильич Рубцов-Емницкий — кунти райпотребсоюз председателӗ…

Лев Ильич Рубцов-Емницкий — председатель здешнего райпотребсоюза…

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Халӗ эсир кунти тумтирпе ҫӳретӗр.

— Будете ходить в этом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунти арӑмупа.

— Со здешней женой.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ҫинчен калаҫрӑр эсир ҫапӑҫу пулса иртнӗ кун кунти казаксемпе?

— О чем вы имели беседу с местными казаками в день драки на мельнице?

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунти ҫынсем пӗтӗм ҫут тӗнчерен тултан та, шалтан та чӳрече хупписемпе питӗрӗнсе пурӑнаҫҫӗ.

Жили, закрывшись от всего синего мира наружными и внутренними, на болтах, ставнями.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed