Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетри the word is in our database.
инҫетри (тĕпĕ: инҫетри) more information about the word form can be found here.
Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.

А нагретая солнцем степь уже дышала всеми ароматами разнотравья, пресно примешивался к запаху скошенных трав запах теплой дорожной пыли, нечетко синели тонущие в мареве нити дальних горизонтов — и жадными глазами оглядывала Варя незнакомую ей задонскую, но все же бесконечно родную степь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Курӑкпа типсе ҫитмен хура тӑпран ӳсӗртекен шӑршине кӑкӑр тулли сывла-сывла, Давыдов вил тӑпри тӗмисен инҫетри речӗ ҫине нумайччен пӑхса пычӗ.

Всей грудью вдыхая хмельные запахи травы и непросохшего чернозема, Давыдов долго смотрел на далекую гряду могильных курганов.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ирсенче хӗвеланӑҫ енчен, инҫетри тӗмсем хыҫӗнчен, кӗл тӗслӗ сӑрӑ пӗлӗт ҫӗкленсе тухать.

По утрам с запада, из-за дальних бугров, выползала пепельносизая туча.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш бригада колхоз ҫӗрӗн инҫетри участокӗсенчен пӗринче ҫуллахи ҫӗртме тунӑ.

Вторая бригада поднимала майские пары на одном из отдаленных участков колхозной земли.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ту ҫинчен Островнов сачӗ патне анакан ҫыр тӑрӑх кашни ҫӗр тенӗ пекех инҫетри хуторсенчен, ют станицӑсенчен ҫынсем пыра-пыра кайнӑ.

Почти каждую ночь по яру, вплотную подходившему с горы к саду Островнова, пробирались из дальних хуторов и чужих станиц гонцы.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed