Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Самохинӑн сӑмахӗ вӗҫленес умӗн Макара ҫулӑм пек хыпса илнӗ ҫав тери хаяр ҫилӗ сасартӑках сирӗлсе кайрӗ, ун вырӑнне шанчӑксӑрлӑх, шиклӗх ҫавӑрса илчӗ ӑна.

Страшный гнев, полымем охвативший Макара под конец самохинской речи, вдруг бесследно исчез, его сменили неуверенность и испуг.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ усӑк купарчаллӑ, хӑйӗн сайра тӗл пулакан ывӑнма пӗлменлӗхӗпе те шухӑлӑхӗпе чап илнӗ лутра хӑла лашана ҫавӑтса тухрӗ те интересленсе пӑхрӗ:

Тот вывел буланого вислозадого маштака, славившегося редкой неистомчивостью и резвостью, поинтересовался:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Англи буржуйӗсем авӑ Индие, ҫур тӗнчене, хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те хура ӳт-тирлӗ тата тӗксӗм ӳт-тирлӗ тӗрлӗрен халӑхсене пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ.

А английские буржуи завладели Индией, почти половиной мира, и угнетают всяких чернокожих и темнокожих.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пиртен илнӗ сӑмахсем нумай вӗсен, анчах ҫав сӑмахсем ҫумне вӗсем хӑйсене майлӑ вӗҫсем ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара тултарнӑ.

Много у них слов, взятых от нас, но только они концы свои к ним поприделывали.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юрать-ха тата вӑл ман карланкӑ патне ҫитеймерӗ, ярса илнӗ пулсан, пӗр-икӗ хутчен пӑвнӑ пулӗччӗ те, вара хайхи Щукаре вилнисене асӑнмалли кӗнеке ҫине ҫыр та хур пулатчӗ.

Да ить хорошо, что он мне до глотки не добрался, а то давнул бы раза два за хрип — вот тебе и записывай Щукаря в поминание.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнтӗ манӑн мӗн тумалла-ши, тесе шухӑшласа илнӗ хушӑра, ҫунат чи ҫӳле хӑпарса ҫитрӗ те чӑнках тӑчӗ, эпӗ ун ҫинче пуҫ-хӗрлӗ ҫакӑнса тӑратӑп.

Пока я мечтал, как мне быть, крыло сторчмя встало, и я на нем кверх ногами встромленный.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна хирӗҫ эпӗ ӑна: «Вӗркӗчне вӗртерме кайиччен малтан эпӗ сана, хӑнчӑр куҫа, ислетсе илнӗ пулӑттӑм!» — терӗм.

Я ему на это отвечаю: «Допрежь, чем ехать мех дуть, я бы тебя, косого, вздул!»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, вӑрӑм аркӑллӑ кӑн-кӑвак сюртукӑн ҫаннипе тӗксӗм-сарӑ ҫамкине шӑла-шӑла, юриех кӑштах йӗренҫи те туса илнӗ.

Даже притворно всхлипнул, вытирая рукавом ярко-синего длиннополого сюртука коричневый лоб.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрӗх хутчен вӗсем алӑ ҫапа-ҫапа илнӗ, уйрӑла-уйрӑла утнӑ, унтан каллех хире-хирӗҫ пырса тӑнӑ.

Раз сорок били они по рукам, расходились, опять сходились.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫиелтен пӑхма кӗсри чип-чиперех пек курӑннӑ: шӑши тӗслӗ, усӑк хӑлхаллӑ, хӑрах куҫне шур илнӗ, анчах питех те шухӑскер пулнӑ.

Кобылка, когда при покупке он осматривал ее, на вид была кругла, масти мышастой, вислоуха, с бельмом на глазу, но очень расторопна.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутора март уйӑхӗнчи сӗм-тӗттӗм шӑплӑх хупӑрласа илнӗ, ҫак шӑплӑха сиксе шарлатакан пӗчӗк шыв юххисен лӑпланса ҫите пуҫланӑ шӑнкӑртатӑвӗ кӑна хускатать.

Черная мартовская тишина, нарушаемая умолкающим шепотом взломных ручьев, полонила хутор.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каярахпа тин, партин Центральнӑй Комитечӗ «Колхоз юхӑмӗнче парти линине пӑснисемпе кӗрешесси ҫинчен» кӑларнӑ постановление илнӗ хыҫҫӑн, райком ӑшталанма тытӑнчӗ: Гремячий Лог хутӑрне умлӑн-хыҫлӑнах: раскулачить тунӑ ҫынсен спискисене васкавлӑн тӑратма, пӗрлештернӗ вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене колхозниксене каялла тавӑрса пама, суйлав прависӗр хӑварнӑ ҫынсен спискисене тепӗр хут пӑхса тухма хушакан хутсем килме пуҫларӗҫ.

И только после того, как было получено постановление ЦК «О борьбе с искривлениями партлинии в колхозном движении», райком засуетился: в Гремячий Лог посыпались распоряжения о срочном представлении списков раскулаченных, о возвращении колхозникам обобществленного мелкого скота и птицы, о пересмотре списков лишенных избирательных прав.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.

Закатное багряное солнце щедротно освещало его медвежковатую спину, могучую бурую шею, до самого воротника заросшую золотистой курчавейшей шерстью.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫине пӑхкаласа илнӗ хушӑра, Давыдов пӗр хут ҫеҫ ҫакна асӑрхарӗ: Макарӑн чӗркуҫҫисем ҫине халсӑррӑн хунӑ аллин ӳчӗ кӑтрашка хум пек чӗтрет…

Давыдов, поглядывая на него, лишь единственный раз заметил, как по рукам Макара, обессиленно кинутым на колени, бугристой волной прошла крупная дрожь…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн…

Ты — старый член партии, красный партизан, краснознаменец, и вдруг такое явление…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сталин вӗсене хӑйӗн статьипе хӑй енне ҫавӑрса илнӗ.

Переманил их Сталин своей статьей.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн куҫӗсене ҫавӑрса илнӗ ыйӑхлӑ тӗтре сирӗлчӗ, сасси ҫирӗпленчӗ:

Из глаз его исчезла сонная наволочь, голос окреп.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр-икӗ хутчен антӑхсах пирусне ӗмсе илнӗ хыҫҫӑн, Половцева чун кӗрсе кайрӗ.

После двух жадных затяжек Половцев оживился.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах тапхӑр-тапхӑр пусса килекен йывӑр ыйхипе темиҫе минут хушши тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, шартах сиксе вӑранчӗ, сак ҫинчи урисене ҫӗрелле усрӗ, куҫӗсене уҫрӗ.

Но через несколько минут темного наплывного сна вздрогнул, спустил с лежанки ноги, открыл глаза.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Гремячий ҫыннисем ҫакӑн пек хаваслӑ самантра алӑ ҫупма хӑнӑхман-ха, анчах Шалый чӗтрекен аллисемпе хӗрлӗ сатин татӑкне илнӗ самантра шкулта шӑв-шав пуҫланчӗ.

Выражать одобрение хлопаньем в ладоши гремяченцы еще не научились, но когда Шалый дрожащими руками взял красный сверток, шум поднялся в школе:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed