Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан вара, ирсӗр тӑкӑрлӑксем тӑрӑх чылайччен ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫав таврашра ишӗлнӗ кивӗ хӳмесем ҫеҫ асӑрхарӑм та, каярахпа шӑпах тинӗс хӗрринче ларакан пӗр пӗчӗк пӳрт умне ҫитсе чарӑнтӑмӑр.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тамань вӑл — Российӑри тинӗс хӗррисенче ларакан хуласенчен чи начар та пӗчӗк хула.Тамань — самый скверный городишко из всех приморских городов России.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!..
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Камышинран Мускава, Маресьевсем патне, ватӑ амӑшӗ куҫса пынӑ, вӑл халӗ вӗсемпе пӗрле пурӑнать, хӑйӗн ачисемшӗн савӑнать, чи пӗчӗк Маресьева пӑхать.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ӑҫта каятӑр? — ыйтрӗ полк командирӗ ӑна пӳлсе тӑратса; вӑл Мересьев аллине тытрӗ те, ӑна хӑйӗн пӗчӗк те типӗ аллипе хыттӑн, ыраттармаллах чӑмӑртарӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полк командирӗ — пӗчӗк, ҫивӗч ҫын — кӑвак комбинезонӗн йӗмпӗҫҫисем айӗнчен курӑнакан ҫап-ҫутӑ атӑсем тӑхӑннӑскер, ҫирӗп урисем ҫинче юнашарах сулкаланса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл малтан виҫӗ пин, кайран тӑватӑ пин метр ҫӳллӗшӗнчен таврари вырӑнсене пӑхса пырса, пӗр-пӗр пӗчӗк уҫланкӑ та пулин курма ӗмӗтленсе вӗҫрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Пӗчӗк ача, ухмах!» — тесе вӑрҫрӗ вӑл хӑйне хӑй.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр самант хушши вӑл хӑй вырӑнӗнче пӗр сикмесӗр тӑчӗ, унтан тивӗртейменнине пӗлчӗ те ҫухӑрса ячӗ; пӑшалне чул ҫине ҫӗклесе ҫапса пӗтӗмпех салатрӗ, вара ҫӗре ӳкрӗ те пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн темӗн пек мӗнле те пулин пӗр пӗчӗк истори ыйтса пӗлес килетчӗ, — курса ҫӳренине ҫыракансен кӑмӑлӗ пурин те ҫавнашкал.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хуҫи, кӗмӗлле тыттарнӑ пӗчӗк кабардин чӗлӗмне ӗмсе, урапи хыҫҫӑн утать.За нею шел ее хозяин, покуривая из маленькой кабардинской трубочки, обделанной в серебро.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лавӑм ҫинче мӗн пурӗ те пӗр пӗчӗк чемодан кӑначчӗ, ӑна Грузи ҫинчен ҫул тӑрӑх ҫырса пынӑ хутсемпе ҫурри таран тултарнӑччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Часах тӗттӗмленсе ларнипе, ҫырӑвӑн юлашки йӗркисене Алексей кӗсьере чиксе ҫӳремелли пӗчӗк фонарьпе ҫутатса вуларӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӳлте вӗҫекен тӑхӑр пӗчӗк самолёт ҫине ҫаврӑнса пӑхма ҫӗр ҫинчисен вӑхӑт пулман, унта вӗсем хӑйсен йывӑр ӗҫне тӑваҫҫӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра, сасартӑк, ҫывӑхрах, пӗчӗк чиркӳ садӗнче вӗсем шӑпчӑк сассине илтрӗҫ.В это время, внезапно, недалеко, в саду маленькой церкви услышали они голос соловья.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл харлаттарсах ҫывӑрчӗ, темскер мӑкӑртатрӗ, чӑмларӗ, тутисене чаплаттарчӗ, пӗчӗк ача пек хутланса выртрӗ.Во сне он храпел, что-то бурчал, жевал и чмокал губами и весь поджимался в клубочек, как ребенок.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950