Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавах the word is in our database.
ҫавах (тĕпĕ: ҫавах) more information about the word form can be found here.
Ҫавнашкал икӗ лаша пирӗн колхозра пулсан, ҫавах япӑх пулас ҫукчӗ, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен шутланӑ тата пӗрмай шухӑшласа ҫӳретӗп.

Но иметь пару таких лошадок у нас в колхозе все равно было бы невредно, вот о чем я думал и думаю все время.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафона кӳпкеме ӗлкӗреймерӗм эпӗ, эсир ӑна ҫавах пирӗн партине илнӗ, тен, ку лайӑх та пулӗ, тен, эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те-и.

Агафону отлуп дать я опоздал, все одно вы его приняли в нашу партию, да, может, этак оно и к лучшему, может, я даже с вами и согласный.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ыттисем те ҫавах: пӗри ӗҫ кунӗсем ҫинчен шутлать — Кондратӑнне вӗсене урапа ҫине те тиесе пӗтерме ҫук имӗш…

И другие хороши: один про трудодни рассуждает — мол, у Кондрата их на арбу не покладешь…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ вӗт ҫавах нимӗн те ӑнланмастӑн!

Хотя ты ни черта ничего не поймешь!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗмӗрнӗшӗн эсӗ-и, е санӑн ял Совечӗ мана ҫавах тӳлетӗр!

За потраву хоть ты, хоть твой сельсовет — мне все одно заплатите!

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр кун пӑхмаҫҫӗ, тепринче те — ҫавах.

День не глядят и второй — тоже.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсене ватӑ вӑкӑрсемпе пӗр пичеве кӳлсе те пӑхрӑмӑр — ҫавах нимӗн те тухмасть.

Пробовали припрягать их по паре к старым быкам — один черт, ничего не получается.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗненетӗн-и, Давыдов, турӑшӑн, суймастӑп, Прянишников та — акӑ вӑл — суйма памӗ: эпир унпа иксӗмӗр Дашкӑна ыталама хӑтланса пӑхрӑмӑр, вӑл малтан пычӗ, эпӗ — хыҫалтан, алла-аллӑн тытӑнтӑмӑр, анчах Дашкӑна ҫавах ытама илеймерӗмӗр, ытла та сарлака!

Веришь, Давыдов, истинный господь, не брешу, да и Прянишников — вот он — не даст сбрехать: затеялись мы с ним как-то за хороший кондер обнять Дашку, он зашел спереду, я — сзади, сцепились обое с ним руками, но обхватить Дарью так и не смогли, уж дюже широка!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек.

«А я откуда знаю, когда он приедет, отвяжись», — говорю ей, но она этими вопросами с утра до ночи меня долбит и долбит, как дятел сухую лесину.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Этем те ҫавах: тӗлӗнтермӗшӗ пулмасан вӑл яп-яка та мӗскӗн, ҫак пушӑ аври евӗр.

Так и человек: он без чудинки голый и жалкий, вроде этого кнутовища.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ…

Два месяца назад отец был черный как ворон, а теперь борода отросла наполовину седая и усы тоже, а волосы на песиках стали вовсе белые, как снег…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сиккипе пыракан ут ҫинчен мӗн чухлӗ сирпӗнсе юлман пулӗ вӑл, мӗн чухлӗ аманман, ҫавах хӑйне май йӑпанма пӑрахман.

Сколько раз он падал на всем скаку и увечился, а забаву свою не бросал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ те ҫавах: эп сан тилхепӳне ыйтмастӑп-ҫке?

Вот так и я: я же не прошу твои вожжи?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта та ҫавах.

Так и тут.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Интеллигент сӑнарӗнчен уйӑрса илетӗп, тесе шутлатӑп, пурне те хам умран ирттерсе ятӑм — ҫавах пӗлеймерӗм, мур илесшӗ!

Думал, что по интеллигентному обличью угадаю, всех мимо себя пропустил, — так, будь ты проклят, и не узнал!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн?

— Давыдов никакой работой не гнушается, я тоже, почему же ты фуражечку на бочок сдвинешь и по целым дням сиднем сидишь в своем совете либо замызганную свою бумажную портфелю зажмешь под мышкой и таскаешься по хутору, как неприкаянный?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пахчана вӗҫсе кӗмест вӑл, ҫавах йӗркене пӗлмест…

— На огород он не летает, а так, вообще…

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш ҫӗр те ҫав историех курма тиврӗ, виҫҫӗмӗшӗнче те — ҫавах.

На вторую ночь эта история повторилась, на третью — то же самое.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хампа та ҫавах.

Со мной тоже самое.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Сана ҫавах вӗлеретӗп эп, — терӗ вырханса Половцев, хӑй кравать умӗнче пуҫне вӑкӑр пек пӗксе тӑчӗ.

— Все равно я убью тебя, — упрямо твердил Половцев, по-бычьи склонив голову, стоя возле кровати.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed