Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллесе (тĕпĕ: тӗлле) more information about the word form can be found here.
Башня ҫинче хура-сарӑ хӗрес, икӗ ӳпне куҫ пек икӗ пӗчӗк фара хурал пӳрчӗ ҫине тӗллесе пӑхаҫҫӗ.

На башне хорошо был виден желто-черный крест, а две маленькие и злые фары уставились на сторожку.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна аран-аран илкелерӗм — ҫакна тума та, вырӑнӑма пула, питӗ те кансӗр пулчӗ, унтан, тенкел айӗнчен аллӑма тӑсса, сылтӑм калуш ҫинелле тӗллесе, вӑльт кӑна пӑрахрӑм.

Я достала его — а это тоже было дело нелегкое в моем положении — и, протянув руку из-под скамьи, легонько бросила яблоком в правый бот.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, темиҫе сехет каярах кӑна вӗсем ҫапӑҫура пулнӑ пуль, вӗсем ҫине тӗллесе пенӗ, вӗсем тӑшманпа куҫа-куҫӑн тӑнӑ…

Может быть, еще несколько часов назад они были в бою, в них стреляли, и они своими глазами видели перед собой врага…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир ӑна вилес пек алӑ сулатпӑр, кӑшкӑратпӑр, ӑсран каймалли паллӑсем тӑватпӑр, пӗрре хамӑр ҫине, тепре утравпа шыв ҫине тӗллесе кӑтартатпӑр.

Мы кричали, делали отчаянные знаки, показывали на себя, на остров, на воду.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл янахӗпе, утравӑн леш еннелле тӗллесе, сӗлтсе илчӗ.

Он мотнул подбородком по направлению к другому краю острова.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗринче шикленсе те пулин, вӑл каллех мана алӑк ҫине тӗллесе кӑтартма пултаратчӗ.

Он мог, наконец, хотя это было довольно рискованно, снова указать мне на дверь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тата темиҫе ҫынна янлаттарса илкелерӗм, анчах хам ҫине пит те лайӑх тӗллесе пенӗ кирпӗч мана тӳрех кӑкӑртан пырса лекрӗ.

Я успел нанести еще несколько ударов, но кирпич, удачно брошенный, угодил мне прямо в грудь.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ Саня ҫине тӗллесе кӑтартрӑм.

— И я показал на Саню.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачев хӑйӗн вутпа ҫунса тӑракан куҫӗсемпе ман ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ.

Пугачев устремил на меня огненные свои глаза.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Час-часах ҫапла, трамвайпа пынӑ чух, пер-пӗр пичей, темскер астума тӑрӑшнӑ пек, ман ҫине тӗллесе чылайччен тинкерет, унтан сасартӑк хӑюлланса, хуллен: — Каҫарӑр, хӗр ача, эсир мар-и ҫав «Хаяр мужикри»? — тесе, пӗшкӗнерех ыйтать.

И бывало так, что какой-нибудь солидный дядя в трамвае долго пялил на меня глаза, силясь что-то припомнить, и потом, уже у выходной двери, вдруг решался и, перегнувшись ко мне, тихонько спрашивал: — Девочка, извиняюсь, это не вы в «Мужике сердитом»?

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хайхи мӑнтӑркка хӗр, паҫӑр пирӗн вырӑнтан тӑрса кайнӑскер, ман ҫине тӗллесе, кӗтмен ҫӗртен: — Акӑ вӑл, Устя! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Та толстая девчонка, которую мы согнали с места, тыча в меня пальцем, громко говорит: — Вот она, Устя!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗри-тавра — мужиксем тӑрса тухнӑ, вӗсем пӗлӗте ҫурмаран хупласа илнӗ вут ҫине хурлӑхлӑн тӗллесе кӑтартаҫҫӗ.

Мужики окружили его и горестно показывают на зарево в полнеба.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗри-тавра утланнӑ велосипедсем хисеплӗн ташласа пыраҫҫӗ, ачасем мана ҫӳлӗ ҫуртӑн ҫӳлти чӳречисем ҫине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ.

Вокруг меня гарцевали на самокатах, мне показывали на окна верхнего этажа высокого дома.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнле, пӗр пек-им? — ыйтрӗ вӑл ман йӗкӗреш ҫине тӗллесе.

А верно похожа? — спросил он, кивнув на портрет моего двойника.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пысӑк хунар тӗлӗнче, машина ман умма ҫитсен, — те чӑн, те ахаль, — ларса пыракан икӗ ҫын ман ҫине тӗллесе пӑхнине асӑрхарӑм.

Когда машина поравнялась со мной под большим фонарем моста, мне почудилось, что люди в машине смотрят на меня.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Генерал шӑтарас пек тӗллесе пӑхрӗ ман ҫине: ку мӗн, ухмаха ернӗ-им, терӗ пулмалла (ку енчен вӑл йӑнӑшманпа пӗрех ӗнтӗ).

Генерал глядел на меня пристально, полагая, вероятно, что я с ума сошел (в чем почти и не ошибался).

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халӑх хушшинчен пирӗн урядник тухрӗ те Иван Кузмич ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Наш урядник выступил из толпы и указал на Ивана Кузмича.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Час-часах вӑл ман ҫине тӗлӗнсе кайнӑ пек тӗллесе пӑхатчӗ.

Часто она подолгу смотрела на меня — внимательно и, кажется, с каким-то удивлением.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Акӑ-иҫ вӑл, — тет ямшӑк, аллине ял ҫине тӗллесе кӑтартса, ҫак сӑмахпа вара ялне кӗрсе те кайрӑмӑр.

«Да вот она», — отвечал ямщик, указывая на деревушку, и с этим словом мы в нее въехали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Тӑвансем, ан тапранӑр вырӑнӑртан! — терӗ Вулич, пистолет кӗпҫине ҫамки ҫине тӗллесе.

— Господа, я вас прошу не трогаться с места! — сказал Вулич, приставя дуло пистолета ко лбу.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed