Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗрлеччен хӗрӗх хут тар юхтаратпӑр, урасенче чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш юнлӑ хӑмпӑсем хӑпарса тухаҫҫӗ.До ночи сорок потов с тебя сойдут, на ногах кровяные волдыри с куриное яйцо.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чуллӑ ҫырана пӗр вӗҫӗмсӗр хум пыра-пыра ҫапать; тинӗс — шурӑ кӑпӑкпа вӗрет, унӑн сенкер тӳремӗ ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑн вӗҫен кайӑк аннӑ тейӗн, вӗсем пурте пӗр еннелле вӗҫеҫҫӗ, шыва чӑмса куҫран ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухаҫҫӗ те аран ҫеҫ илтӗнмелле нӑйкӑшаҫҫӗ пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хӑшпӗр чух этемӗн пурнӑҫӗ ҫав тери чухӑн пулать, ун пек вӑхӑтра вӑл ирӗксӗрех хайӗн киревсӗр енӗсене те хака хурать; час-часах ҫынсем кичемрен киревсӗре тухаҫҫӗ, теме те май пур.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Хӑшӗсем малтан аванах пек туйӑнаҫҫӗ, кайран начар пулса тухаҫҫӗ.Который в начале мне кажется хорошим, в конце выходит плохим.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хура пӗлӗтсенчен ҫӗр ҫине ушкӑн-ушкӑн йывӑр мелкесем ӳкеҫҫӗ-ӳкеҫҫӗ те ҫӗр ҫумӗпе шуса каяҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех тухаҫҫӗ… уйӑх вырӑнӗнче ӗнтӗ пӗр пӑтранчӑк ҫаврака пӑнчӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин хутран-ситрен кӗл тӗслӗ пӗлӗт татӑкӗ пӗтӗмпех хупласа хурать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Лере, вӑл выртакан вырӑнта, каллех халиччен курӑнман карапсен мӗлкисем тухаҫҫӗ.И там, где он лег, снова всплыли остовы судов, невидимых до его появления.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫутӑ ярӑмӗ выртать, вӑл ҫутатнӑ вырӑна тӗттӗмрен халиччен курӑнман хура та чӗмсӗр, ҫӗрлехи кӑпӑш чаршав пӗркеннӗ карапсем тухаҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лашасен ячӗсене ватӑ-ҫамрӑк, арлӑхпа ӑратлӑх тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех шута илсе тухаҫҫӗ, ҫилхисене, ура чӗрнисене, кӳлмелли таврашсене астуса пӑхаҫҫӗ.Перебрали все возрасты, полы и породы лошадей, вспомнили гриву, копыта, сбрую…
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Тӗрлӗ хушӑксенчен, кӗтессенчен шуса тухаҫҫӗ…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем чиркӳ тӗлне ҫитрӗҫ; кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтнӗ те, халӑх урамалла тухать; пуринчен малтан ыйткалакансем тухаҫҫӗ.Они поравнялись с церковью; обедня кончилась, и народ повалил на улицу; впереди всех нищие.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав кунранпа унӑн чӗри темле, тӗлӗнмелле… вӑл ҫав тери кӳреннӗ пулас… ӑна пӗҫертсе те илет, унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ тухаҫҫӗ…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах карчӑксем ялта кам мӗнле пурӑннине, кам мӗн тунине пӗтӗмпех суйласа тухаҫҫӗ; вӗсем ҫемьери йӑласемпе йӗркесене, вӑрттӑн пулса иртекен ӗҫсепе ҫеҫ мар, кашнин ӑшӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене те тишкереҫҫӗ, чунӗсене кӗреҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, тивӗҫсӗррисене хурлаҫҫӗ, пуринчен ытларах шанчӑксӑр упӑшкасене лекет, унтан тӗрлӗрен пулса иртнӗ ӗҫсене: менельниксене, тӗне кӗртнисене, ача ҫуратнисене, кам мӗнле хӑна тунине, кама чӗннине, кама чӗнменнине шутласа тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗвел вӑрман хыҫне анса ларчӗ ӗнтӗ; вӑл кӑшт ҫеҫ темиҫе ӑшӑ пайӑрка кӑларса тӑрать, ҫав пайӑркасем вут ҫулӑмӗ пекех, хыр тӑррисене ылтӑн ҫутӑпа ҫутатса, пӗтӗм вӑрман витӗр йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн шӑтарса тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта хӗлле кашкӑрсем пырса тухаҫҫӗ, тет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрсем пурте тенӗ пекех ҫакнашкал калаҫҫӗ, хӑйсем вара пурте качча тухаҫҫӗ.Почти все девушки то же самое говорят и все же замуж выходят.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
«Императрица Мария» мӗншӗн путма пултарнин тӗрлӗ сӑлтавӗсене тишкерсе ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне пырса тухаҫҫӗ: такам юриех путарнӑ е диверси тунӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тепӗр эрнерен Крыловпа ӑна пулӑшаканӗсем Германире вӑхӑтлӑх илнӗ метеор пӑрахутпа океана тухаҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вырӑс карапӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри гаваньрен тухаҫҫӗ, тинӗселле колоннӑпа ҫул тытаҫҫӗ.Один за другим русские корабли выходили из гавани, они выстраивались в колонну.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫак сӗнӗве хирӗҫ карап ҫинчен снарядсем вирхӗнсе тухаҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.