Шырав
Шырав ĕçĕ:
63. Унӑн ҫитӗннӗ ывӑлӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, унӑн хӗрӗсемшӗн туй юрри юрламан; 64. унӑн священникӗсем хӗҫ айне пулса ӳкнӗ, унӑн тӑлӑх арӑмӗсене макӑрма та паман.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен хушшине Вӑл хӗвел валли чатӑр карнӑ, 6. хӗвелӗ туй керменӗнчен тухакан кӗрӳ пек тухать, хӑй ҫулӗпе чупакан паттӑр пек савӑнса пырать: 7. унӑн тухӑҫӗ тӳпенӗн пӗр хӗрринче, ҫаврӑнса ҫитесси тепӗр хӗрринче, унӑн ӑшши пурне те, пур ҫӗре те ҫитет.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туй ӗҫки вӗҫленсессӗн ӗнтӗ Товия Рагуила каланӑ: ярах ӗнтӗ мана, халӗ те аттемпе аннем мана курасса сунмаҫҫӗ пулӗ, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куллен-кун вӑл хула тулашне, ачисем кайнӑ ҫул ҫине, тухса тӑнӑ; кунӗпе нимӗн те ҫимен, ҫӗрле вара Товия ывӑлӗшӗн йӗнӗ, йӗме чарӑнман; Рагуил унӑн ывӑлне тупа тутарса туй ӗҫки иртсе кайиччен, вунтӑватӑ талӑк иртиччен, тытса тӑнӑ кунсене вӑл ҫапла ирттернӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Рагуил мана: «туй кунӗсем иртиччен киле каймастӑп» тесе тупа тутарчӗ; 4. аттем вара кашни кунах мана кӗтет, эпӗ ҫапла вӑрахласан, вӑл питех те хуйхӑрӗ, тенӗ.
Тов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Рагуил ӗнтӗ вунтӑватӑ кун хушши туй ӗҫки тунӑ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Рафаил вара Рагуила ҫав калаҫӑва каласа панӑ, Рагуил ӗнтӗ Товияна каланӑ: ӗҫ те ҫи, савӑн, манӑн хӗре эсӗ илме тивӗҫлӗ, ҫапах та эпӗ сана тӳррине каласа парам: 11. эпӗ хам хӗрӗме ҫичӗ ара ҫитиччен качча патӑм, анчах ҫиччӗшӗ те туй каҫах, ун патне кӗрсенех, виле-виле выртрӗҫ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Яш ача вара Ангела ҫапла каланӑ: Азария тӑванӑм, эпӗ ҫав хӗре ҫичӗ арҫынна качча панӑ тенине илтнӗччӗ, анчах ҫиччӗшӗ те туй тунӑ каҫах мӑшӑр пӳлӗмӗнче виле-виле выртнӑ-мӗн; 15. эпӗ аттен пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ун патне мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсессӗн, ҫавсем пек вилсе выртасран хӑратӑп; ӑна шуйттан юратать, вӑл ытти ҫынсене тивмест, ҫав хӗр патне ҫывӑхаракансене ҫеҫ вӗлерет.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2014 ҫулта туй туса пӗрлешнисен хисепӗ уйрӑлнисенчен пӗчӗкрех пулнӑ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Аттепе анне пӗрлешнӗренпе аллӑ ҫул та ҫитрӗ, ылтӑн туй та кӗрлесе иртрӗ.
Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Кайран Николайпа Марина тӑванӗсене туй кӗрекине пуҫтарнӑ.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Часах ҫамрӑксем туй кӗрлеттерчӗҫ.
Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ун чухне туй-ҫуй пирки сӑмах-юмах та пулман-ха, ача сӑмахсем вара чӑна килчӗҫ, ҫав кунах тенкисене шӑнкӑртаттарса туй арӑмӗсем пырса кӗчӗҫ», - аса илет Евдокия Петровна чылай кӗтме тивнӗ телей пуҫламӑшне: мӑшӑр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та тӳрех пӗрле пурӑнайман-ха.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771
- Темшӗн эсир туй кӗрлеттерме васкамарӑр - Сочире паллашнӑ хыҫҫӑн Мендельсон вальсӗ тӑватӑ ҫултан кӑна янӑрарӗ.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Хӑвӑрах куратӑр, пирӗн туй вӑл сирӗнпе паллашасшӑн ҫуннипе пулчӗ.Вы видите, что наша свадьба произошла из его желания познакомиться с вами.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрӗ ҫапах та, ӑна-кӑна курманскер, хӑй мӗнле пурнӑҫа кӗнине пӗлмест-ха: ҫавӑнпа та туй уншӑн пурнӑҫшӑн хӑраса тунӑ ӗҫ пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫӗ вара, Полозов старик шутланӑ тӑрӑх, туй патнелле ҫывхарнӑ, — качча каймалли хӗр тени авланмалли каччӑ текеннипе ҫавӑн пек калаҫсан ӗҫ туй енне каять ҫав!
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапах та ӗҫ нумаях ҫав, Вера Павловна ӗнерхи, виҫӗмкунхи пекех ывӑнчӗ; ҫапла вӑл икӗ уйӑх хушши ывӑнать ӗнтӗ; иккӗмӗш хут качча тухнӑранпа ҫур ҫул ҫитрӗ пулин те, икӗ уйӑх ҫеҫ — мӗнех вара, туй хыҫҫӑн праҫник тумалла пулнӑ-ҫке-ха унӑн, вара вӑл ӑна вӑрах уявларӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туйсене чӑнах та питӗ хаваслӑ ирттерчӗҫ: туйччен те, туй хыҫҫӑн та вечерсем нумай пулчӗҫ, качча тухакан хӗре юлташӗсем кӗтмен япаласем нумай илсе пачӗҫ; запас тытмалли фондран хӗре парне туса парнелерӗҫ; анчах кунта та каллех Вера Павловнӑн вӑй хумалла, — паллах, ӗҫ мӑй таранах!
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.