Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Ӑнсӑртран тенӗ пек — куҫа чарса чӑр пӑхрӑм та курах кайрӑм: хампа юнашар ҫуха касси хушшинче дудак-усач текен ҫав тери пысӑк вӗҫен кайӑк чӑпӑркка пекех тӑсӑлса выртнӑ.

Только, промежду прочего — луп глазами, и вижу, на борозде сбочь меня протянулся, как кнут, лежит огромаднейший дудак-усач.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫураласса эпӗ «Алтак-кин» ыран тенӗ чух ҫуралнӑ.

Родился я на Евдокию.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Савӑнса тӑр, Матӗрне!» — тенӗ.

Радуйся, Матрена!»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хайхи казак, куҫӗсене хӗссе, кӗсре йӗри-тавра пӗр-икӗ хутчен утса ҫаврӑнать, ытахальтен тенӗ пек, кӗсрен шӑлӗсене пӑхса илет те чӑнласах ҫапла калать:

Казак, сощурив глаза, обошел вокруг кобылки раза два, мимоходом заглянул ей в зубы, совершенно серьезно сказал:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ку та ҫӗр проценчӗпех коллективизацилемелле тенӗ пек пулса тухмӗ-ши, Беглых?

— А не получится, Беглых, как со стопроцентной коллективизацией?

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Часах, теплерен тенӗ пек, Гремячий хуторне районти ҫӗрӗҫ пайӗн заведующийӗпе райком бюровӗн членӗ Беглых килсе ҫитрӗҫ.

Вскоре как-то в Гремячий приехал заведующий районным земельным отделом, член бюро райкома, Беглых.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Колхозран кӑларӑр», тенӗ сӑмахсене кукӑр-макӑррӑн ҫыркаласа хунӑ.

Давыдов повертел в руках немногословное молчуновское заявление, с некоторым недоумением, с недовольством в голосе спросил:

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм.

Ить он, середняк этот, в колхоз войдет, и то не может отрешиться от собственности, а все прицеляется, как бы свою худобу дюжей подкармывать, вот он какой!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать.

И почти везде при появлении Нагульнова или Давыдова почему-то торопливо передавали газету из рук в руки, пока она, белой птицей облетев толпу, не исчезала в чьем-нибудь широченном кармане.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аллипе аран ҫеҫ палӑрмалла сулса, кастрата вӗрттеркӗчне антарма хушнӑ та: — Пурсӑр та тухӑр, — тенӗ вӑл шӑппӑн.

Едва заметным движением руки она приказала кастрату опустить вниз опахало и сказала тихо: — Выйдите все.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Шӳтлесе тенӗ евӗр, самантлӑхӑн юнтармӑшла вылявне парӑнса, киленӗҫлӗ ҫӗре пӗтӗмпех хӑй патӗнче каҫтарнӑччӗ вӑл пӗррехинче Элиава.

Однажды, почти шутя, повинуясь минутному капризу, она заставила Элиава провести у нее целую длинную блаженную ночь.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Пӗлмесӑр, е вӑйпа, е ӑнсӑртран, е чирпе кастаркӑҫ пулса юлни — турӑ умӗнче мӗскӗне тухни мар, — тенӗ патша.

— Оскопленный по неведению, или насилием, или случайно, или по болезни — не унижен перед Богом, — сказал царь.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Фаюмэре крокодил вырӑнне хурса хисоплекен Себех те пулнӑ кунта, Тоот та, уйӑх турри, Хмуну хулинче ибис евӗр тӑва-тӑва хунӑскер, хӗвеллӗ Гор турӑ та, Эдфура ӑна ыйхӑ шӑмми халалланӑ, Бубасри Баст та, кушак пекскер, Шу, сывлӑш турри — арӑслан, Пта — вӑкӑр, Гатор — хаваслӑх турри — ӗне, Анубис, бальзамлассин турри, шаккал пуҫлӑскер, Гермонри Монту та, коптсен Минувӗ те, Саисри тӳпе ама-турри Нейт та, юлашкинчен вара овн сӑнлӑ хӑрушӑ турӑ, ун ятне сасӑпа каламан, Хентиементу тенӗ ӑна, «Анӑҫра пурӑнакан» тенине пӗлтернӗ ку.

Здесь был Себех, чтимый в Фаюмэ под видом крокодила, и Тоот, бог луны, изображаемый как ибис, в городе Хмуну, и солнечный бог Гор, которому в Эдфу был посвящен копчик, и Баст из Бубаса, под видом кошки, Шу, бог воздуха — лев, Пта — апис, Гатор — богиня веселья — корова, Анубис, бог бальзамирования, с головою шакала, и Монту из Гормона, и коптский Мину, и богиня неба Нейт из Саиса, и, наконец, в виде овна, страшный бог, имя которого не произносилось и которого называли Хентиементу, что значит «Живущий на Западе».

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Черетлӗ мӑчавӑр, — шурӑ тумлӑ, пуҫне хырнӑ, мӑйӑхсӑр та сухалсӑр авалхи ватӑ, — алтарь тӳпинчен халӑх енне ҫаврӑннӑ та: — Килӗшӳлӗхре пулсамӑр, ман ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсем, — тенӗ ывӑннӑ, йӑваш сасӑпа.

Очередной жрец — древний старец в белой одежде, с бритой головой, безусый и безбородый, повернулся с возвышения алтаря к народу и произнес тихим, усталым голосом: — Пребывайте в мире, сыновья мои и дочери.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та: — Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ.

Он рассказал ей о том, как в отдаленной неизвестной стране, когда он стоял на рынке в ожидании, что его наймут куда-нибудь работать, к нему подошел царский повар и сказал: — Чужестранец, помоги мне донести эту корзину с рыбами во дворец.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗрисем шантарнӑ: майра-патшан ҫӑм хупласа лартнӑ качака урисем, тенӗ; тупан вырӑнне ҫурхахлӑ хур лапписем унӑн, тесе тупа тунӑ теприсем.

Одни уверяли, что у царицы козлиные ноги, обросшие шерстью; другие клялись, что у нее вместо ступней перепончатые гусиные лапы.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

«Эхер те эсӗ мана ҫаксенчен хӑшӗ хӗрарӑм та хӑшӗ арҫын иккенне каласан, — тенӗ Балкис, — эпӗ сана ӑсчах ятне панӑ пулӑттӑм».

«Я назову тебя мудрым, царь, — сказала Балкис, — если ты скажешь мне, кто из них женщина и кто мужчина».

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— О пепкеҫӗм, пӗтӗмпех те саккӑрта кӑна пулнӑ эсӗ ун чух, — тенӗ Соломон салхун.

— О дитя, тебе тогда было только восемь лет, — сказал Соломон с грустью.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Ҫапла, — тенӗ Суламифь шухӑшлӑн, — тен, тӗрӗс те, этем куна нихӑҫан ӑнланаймӗ.

— Да, — сказала Суламифь задумчиво, — может быть, и правда, что человек никогда не поймет этого.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Турӑ ҫырнинче те каланӑ-ҫке: «Тусӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ…» — тенӗ.

Сказано в писании, что «за други своя живот положиша…»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed