Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нӑрри ҫурӑмӗ ҫине кайса ӳкрӗ те ҫаврӑнма пӗлмесӗр тапаланса выртрӗ.Жук лежал, беспомощно шевеля лапками, не в силах перевернуться.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗтӗм кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе вӑл нумайччен ҫав чӳрече ҫине пӑхса тӑнӑ, унтан ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, аллинче хӑйӗн шанса кайнӑ мӗскӗн чечекне тытса тӑнӑ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫиме пӳрмен пулӑ ҫурӑмӗ палуба ҫинче выртать.Спина рыбы, которой не суждено было быть съеденной, лежит на палубе.
Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.
Хӑйӗнчен аслӑрах ҫынна делопроизводитель пулса ӗҫлекен Галопенӑн тутлӑ сӑмах каламалла, анчах ҫавна тума пыр урлӑ выртнӑ вобла ҫурӑмӗ чӑрмантарать.
Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.
Камӑн тӗреклӗ ҫурӑмӗ хыҫне пытанӑпӑр, хӗрсем?
Арҫын телейӗ… // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7352.html
Ҫурӑмӗ ҫинче хӑйма тӑкнӑ тейӗн — унта та кунта шурӑ лаптӑксем курӑнаҫҫӗ...
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Ҫак ҫӗлен ҫурӑмӗ ҫинче кукӑр-макӑр йӗр пуррипе палӑрса тӑрать.Эта змея отличается присутствием на спине зигзагообразной полосы.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Унӑн ҫурӑмӗ ҫинчен пӗчӗк кутамкка татӑлман.
Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
6. Кайран эпӗ тата тепӗр тискер чӗрчуна куртӑм: вӑл барс евӗрлӗччӗ; ҫурӑмӗ ҫинче — кайӑк ҫунаттисем тӑваттӑ, ҫавӑ тискер чӗрчунӑн пуҫӗ те тӑваттӑ; ӑна ирӗк-хӑват панӑ пулнӑ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен пӗтӗм тӑлпӑвӗ те, ҫурӑмӗ те, аллисем те, ҫуначӗсем те, кустӑрмисем те, тӑватӑ кустӑрми те, куҫлӑ, пур ҫӗрте те тӑп-тулли куҫ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑслин чӗлхи-ҫӑварӗнче ӑслӑлӑх тӑрать, ӑссӑррин ҫурӑмӗ ҫинче чӗрӗ хулӑ вылять.13. В устах разумного находится мудрость, но на теле глупого - розга.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пуҫӗнче — пӑхӑр калпак; хӑй чӗлпӗк пӑхӑр тум тӑхӑннӑ, ҫав пӑхӑр тумӗ унӑн пилӗк пин сикль тайнӑ; 6. уринче — пӑхӑр чӗркуҫҫилӗх, ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑхӑр хулкан; 7. унӑн сӑннин аври — пир тӗртекенсен хивси пек; тимӗр сӑнни хӑй ҫеҫ ултҫӗр сикль тайнӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.