Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастар the word is in our database.
хастар (тĕпĕ: хастар) more information about the word form can be found here.
Чӑвашлӑхшӑн ҫунакан хастар та харсӑр ҫын тесе хакланисӗр пуҫне вӑл каратэ ҫапӑҫӑвӗн ӑсти пулни те пӗлтерӗшлӗччӗ.

Помимо того, что ценили как человека активного и храброго, который душой болел за чувашский народ, нас объединило и то, что он был мастером по каратэ.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, клуб тутарнӑ ҫӗре те хастар хутшӑнтӑм.

Провели природный газ, принимал активное участие в строительстве клуба.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Данила Ленский шоумен, Ольга Семенова юрӑҫ, Петр Ермолаев кулӑш ӑсти тата ыттисем пирвайхи ҫулсенчех темиҫешер проект шухӑшласа кӑларчӗҫ, халӗ те хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Уже первые годы шоумен Данила Ленский, певица Ольга Семенова, мастер смеха Петр Ермолаев и другие подготовили несколько проектов, и сейчас упорно работают.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Аса илтеретпӗр, хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗччӗ.

Напоминаем, активисты-экологи подготовили письмо министру природы РФ Сергею Донскому.

Ҫамрӑк экологсем тата тепӗр ҫыру ҫырасшӑн // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12565.html

Курӑксемпе тӑм хутӑшӗ ура тӗпӗ варринчи биологи тӗлӗшӗнчен хастар пӑнчӑсене ырӑ витӗм кӳрет, организмӑн хӳтлӗх хӑватне вӑйлатать.

Смесь трав и глины благотворно влияет на биологически активные точки стопы, повышает иммунитет организма.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Библиотекарьсен уявӗнче ҫавӑн пекех «Космослӑ Чӑваш Ен», ялти библиотекӑсен хушшинче конкурса йӗркелеме чи хастар хутшӑннисене те — кӗнекепе ҫывӑхланма пулӑшаканнисене — чысларӗҫ.

Help to translate

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Паянхи ачасем питӗ пултаруллӑ, хастар, хӑюллӑ, темӗн те пӗлеҫҫӗ.

Современные дети очень способные, старательные, смелые, много чего знают.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче бригадӑсем патне ҫӳремеллеччӗ, «хӗрлӗ кӗтессем» тӑваттӑмӑр, хастар ӗҫлекенсем ҫинчен материал хатӗрлеттӗмӗр.

Во время страды нужно было ходить к бригадам, делали "красные уголки", о старательных тружениках готовили материал.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ялти хастар ҫынсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ.

Активные жители деревни пели, танцевали, читали стихи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗрлӗ ушкӑнри хастар авторсем валли семинарсемпе канашлусем йӗркеленӗччӗ.

Организовали семинары и совещания для активных авторов из различных групп.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Мероприяти пынӑҫемӗн хӗрарӑмсем хушма хуҫалӑхра туса илнӗ таварсене хастар сутрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Уява учительсемпе ачасем ҫеҫ мар, ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хастар хутшӑнчӗ.

Help to translate

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Чӑваш Республикинчи Профессионал писательсен союзӗн председателӗн пулӑшуҫи Елена Светлая вара 2011 ҫулта хастар хӗрарӑмсене хисеп-лесе «Хӗрарӑм пултарулӑхӗ чикӗсӗр» курава пӗрремӗш хут ирттернӗ.

Help to translate

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Пурте фронтра чухне килте ларма пултараймастӑп. Ҫитменнине мӑшӑрӑм та вутлӑ-хӗмлӗ ҫӗрте фашистпа ҫапӑҫать. Тӑшман пульлине пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ юлташсемшӗн тавӑратӑпах!» — тесе хӑварнӑ хастар медсестра.

"Когда все на фронте не могу сидеть дома. И супруг на поле боя сражается с фашистами. Нужно отомстить за павших в бою друзей!" - сказала на прощание смелая медсестра.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

4 секци ӗҫне аспирантсем, магистрантсем тата студентсем хастар хутшӑннӑ, ученӑйсемпе практиксен доклачӗсене итленӗ, вӗсене ыйтусем памалли, хӑйсен шухӑшӗпе паллаштармалли майпа туллин усӑ курнӑ.

Help to translate

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӗ ҫав вӗренекенсемех урокра питӗ хастар та пуҫаруллӑ.

Сейчас эти же школьники на уроках очень смышленые и сообразительные.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Надежда Ивановнӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» тата юбилей медалӗсемпе чысланӑ.

Help to translate

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш эстрада юрӑҫисем те кино ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ: Сергей Павлов, Стас Владимиров, Полина Борисова, Сергей Кувшинов, Ольга Осипова, Типшӗм Сашук тата ытти юрӑҫ асра юлмалли сӑнарсем калӑплаҫҫӗ.

Даже певцы чувашской эстрады в кинематографии активно участвуют: Сергей Павлов, Стас Владимиров, Полина Борисова, Сергей Кувшинов, Ольга Осипова, Типшем Сашук и другие певцы выполняют впечатляющие образы.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Хастар» ФСК-н ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен тренерӗ Эдуард Романов патӗнче ӑсталӑхне туптакан ачасем республика шайӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарни чунтанах савӑнтарать.

Радует, что ребята, кующие свое мастерство у тренера ФСК "Смелые" по легкой атлетике Эдуарда Романова, смогли на уровне республики показать большие результаты.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Николай Малов пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи сасӑлава Чӑваш Енре пурӑнакансем хастар хутшӑнни ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ тата тӗрӗс суйлав тума пулӑшать // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed