Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урисене (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Хӑна йышӑнмалли пӳлӗме вӑл пальтопа, шлепкепе кӗчӗ; хуллен, урисене сарлакан пусса, кӗлисемпе шаклаттарса кӗчӗ; унтан тӗкӗр патне пырса тӑчӗ те, пуҫне сулкаласа, тутисене ҫырткаласа, чылайччен хӑй ҫине пӑхса тӑчӗ.

Он вошел в гостиную в пальто и шляпе — вошел медленно, широко расставляя ноги и стуча каблуками; приблизился к зеркалу и долго смотрел на себя, с спокойною строгостью покачивая головой и кусая губы.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл, урисене улӑштаркаласа, пӗр вырӑнта тӑчӗ, унчченхи пекех ӑҫта пӑхмаллине пӗлмерӗ; тухса кайма та тӗлӗнмелле, ҫухалнӑ евӗр, ӑнсӑртран тухса кайрӗ.

Он переминался на месте, по-прежнему не знал, куда девать глаза, и ушел как-то странно, внезапно; точно исчез.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Шыва путса вилет вӑл, ҫӑлӑр ӑна, ҫӑлӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Анна Васильевна, ҫыран хӗрринче урисене сарса, йывӑррӑн сывласа тӑракан Инсарова.

— Он утонет, спасите его, спасите! — закричала Анна Васильевна Инсарову, который стоял на берегу, расставив ноги и глубоко дыша.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена сайра хутран Инсаровпа сӑмах хускатать; Зоя шлепкине икӗ пӳрнипе тытса пырать, лаптак пуҫлӑ ҫутӑ-кӑвак ботинка тӑхӑннӑ урисене ӳт тӗслӗ барежевӑй ҫитсӑ платьи айӗнчен килӗшӳллӗн кӑларкаласа пусать, е айккинелле, е хыҫалалла пӑхкаласа илет.

Елена изредка менялась словами с Инсаровым; Зоя придерживала двумя пальчиками край широкой шляпы, кокетливо выносила из-под розового барежевого платья свои маленькие ножки, обутые в светло-серые ботинки с тупыми носками, и посматривала то вбок, то назад.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин Берсенева питрен пӑхасшӑнччӗ, анчах лешӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса ҫӑка айӗнчен тухрӗ, Шубин, пӗчӗк урисене сулмаклӑн та кӗрнеклӗн пусса, ун хыҫҫӑн утрӗ.

Шубин хотел заглянуть в лицо Берсеневу, но он отвернулся и вышел из-под липы, Шубин отправился вслед за ним, развалисто-грациозно переступая своими маленькими ножками.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пирӗн палатӑна — пӗртен-пӗр икӗ краватьлӗ пӳлӗме — пуринчен ытла манашкаллисем, вӑрҫӑра мар, Мускав урамӗсенче, тылра, физкультура занятийӗсенче урисене хуҫнӑ е мӑкӑлтанӑ салтаксем ҫакланаҫҫӗ.

В нашу палату — единственную двухкоечную на все отделение — попадали вояки вроде меня: с переломами да вывихами, полученными не в боях, а на московских улицах, тыловых плацах и физкультурных занятиях.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Урисене ҫирӗппӗн пусса вӑл сӗтел умне пырса тӑчӗ.

Твёрдыми шагами он подошёл к столу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ «Дункан» ҫине шурса кайнӑ, вӑйсӑрланса ҫитнӗ, урисене аран-аран сӗтӗрекен вунӑ ҫын тавӑрӑнчӗҫ.

На борт «Дункана» вернулись десять привидений, бледных, слабых, еле волочащих ноги.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кашни утӑмрах ҫак лиансем ҫулҫӳревҫӗсен урисене явса илеҫҫӗ.

На каждом шагу эти лианы обвивались вокруг ног путешественников.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Туземецсен салтакӗсем тыткӑнри европеецсене пӗрерӗн ҫыран ҫине кӑларчӗҫ те, урисене салтса, форта илсе кайрӗҫ.

Воины поодиночке высадили пленных европейцев из пироги и, развязав им ноги, повели в па.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗрле ҫывракан маориецсем европеецсене курнӑ, вӗсене тыткӑна илсе, урисене ҫыхса кимӗ ҫине лартнӑ.

Ночью новозеландцы заметили спящих европейцев, взяли их в плен и перенесли связанными в пирогу.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен урисене ҫыхнӑ, аллисене нихӑшӑнне те ҫыхман.

Ноги у них были связаны, но руки свободны.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем офицерсемпе матроссене, урисене ан йӗпетчӗр тесе, вельбот ҫинчен хулпуҫҫи ҫине илсе йӑтса тухнӑ.

Они вынесли из вельбота на плечах офицеров и матросов, чтобы те не замочили ног.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн урисене паралич ҫӗмӗрет.

Паралич разбил ноги.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпир районра совет влаҫне лайӑх ҫирӗплетрӗмӗр, бандитизма тымарӗ-мӗнӗпех пӗтертӗмӗр тата контрабандӑлла промыслан урисене касса татрӑмӑр.

Мы глубоко укрепили в районе Советскую власть, с корнем уничтожили бандитизм и подрубили ноги контрабандному промыслу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин ывӑннӑ урисене кантарса, диван ҫинче выртать.

Корчагин отдыхал на диване, разминая усталые ноги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл урисене йӗнер пускӑчисенчен кӑларать, лаши ҫинчен анать, ура сыпписенче ыратнине аран-аран чӑтса, сылтӑм флангалла утать.

Он освободил ногу из стремян, слез с лошади и, превозмогая острую боль в суставах, пошел к правому флангу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем именчӗклӗн, урисене ҫеҫ улӑштара-улӑштара пусса тӑраҫҫӗ.

Они стояли смущенные, переминаясь с ноги на ногу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑлхисене пуҫӗ ҫумне лапчӑтса, урисене ҫӳле ывӑтса, лаша малалла ыткӑнать.

Плотно притянув к голове уши и высоко вскидывая ноги, он все убыстрял ход.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ватӑ амӑшӗ, унӑн шыҫса кӳпченӗ урисене икӗ эрне хушши пӗҫертсе, эмелсем сӗрсе лутӑркарӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр уйӑхран Корчагин туясӑрах ҫӳрекен пулчӗ, кӑкӑрӗнче савӑнӑҫ вӗреме пуҫларӗ, тӗксӗмленнӗ кӑмӑлӗ каллех тул ҫутӑлнӑ пекех ҫутӑлса кайрӗ.

Две недели старушка парила и натирала ему распухшие ноги, и через месяц он уже ходил без палки, а в груди билась радость, и сумерки опять перешли в рассвет.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed