Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа, эпир ун аппӑшӗ Варенька ҫав «абож паука» качча тухма хатӗрленни ҫинчен унпа калаҫма мӗншӗн тытӑнса тӑни паллӑ ӗнтӗ.И, понятно, мы избегали говорить с ним о том, что сестра его Варенька собирается за «абож паука».
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Темле хӑрушлӑха тимлӗн те вӑраххӑн кӗтсе тӑни сисӗм-туйӑма ыраттарса каять, вӑл выльӑхӑн суккӑр чӗрине ҫинҫе йӗпсемпе чӗрмелет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫакӑ хайрӑлса тухакан сасӑ, сывлӑша, чуна ҫӳҫентерсе яраканскер, тата тимӗр хӗлӗхӗсем уласа янӑрашни, Ылтӑн хӑвачӗ пусмӑрланипе пурнӑҫ хурланса ахлатни, Сарӑ Шуйттан ахӑлтатса кулса тӑни, — ҫакӑ шӑв-шав ӗнтӗ хулан шӑршлӑ ӳт-тирӗ вараласа пӗтернӗ, лапчӑтса хунӑ ҫӗр ҫинчен ҫынна таҫта аякка хӑвалать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл тапса тӑни — пӗтӗм пурнӑҫ, унӑн ӳсӗмӗнче — пурнӑҫӑн мӗнпур пӗлтерӗшӗ.В его биении — вся жизнь, в росте его объема — весь смысл ее.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӗсем, пӗчӗк ачасем пекех, хӗрсе те тӗлли-паллисӗр тавлашма тытӑнчӗҫ; тулта ҫуллахи ӑшӑ каҫ пуҫланчӗ ӗнтӗ каҫхи шуҫӑм ҫути ӳкнӗ тӳпере ҫӑра кӑвак пӗлӗт хускалмасӑр тӑни курӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Каччӑсем хӑшин енне кӑмӑллӑрах пӑхмаллине пӗлмесӗр аптраса тӑни пурне те паллӑ пулса ҫитет.Уже всем заметно, что парни не знают, куда смотреть ласковей — на ту или эту.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Халӑх ытла пысӑккӑн хускалса кайни, темшӗн пӑшӑрханни, сас-чӗвсене темле ытла питӗ сиссе тӑни палӑрнӑ.Замечалось смутное беспокойство и какая-то особенно острая чуткость ко звукам.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Ним те тӑвас ҫук, курӑнать, ҫав халӑхпа… — терӗм эпӗ ун йывӑр шухӑшне сирсе яма хӑтланса, вара хӑнӑху пысӑк вӑй пулса тӑни ҫинчен, ҫак саманта мӗн юрӑхлӑрах, ҫавӑн ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Анчах кӗркунне ҫитсен ҫӗнӗ хӑярсем хытӑ иккенни, сӳсленсе тӑни, ҫиме юрӑхсӑрри паллӑ пулчӗ, ӗнесем те йӗрӗнетчӗҫ вӗсенчен.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц ӑна кӑлӑхах имение мӗнле тытса тӑни ҫинчен калать, ӑна тивӗҫлӗ тупӑша ярса парать, — вӑл йӑлтах каялла тавӑрса парать, Андрюша валли упрама хушать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ун ҫине чылаях ҫӑмӑллӑн пӑхать: Агафья Матвеевнӑн чавсисем пӗрмай хускални, куҫӗсем пур япалана та тинкерсе сӑнани, вӑл пӗрмай кухньӑран кладовӑйне, унтан нӳхрепе ҫӳрени, вӑл килтипе хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫӗн майӗсене те пӗлсе тӑни — Обломовшӑн пулсан, океан пек вӗҫӗ-хӗррисӗр те лӑпкӑ пурнӑҫӑн идеалӗ кӑна; ҫакӑн пек пурнӑҫа вӑл ача чухнех, ашшӗ килӗнче чух, нихҫан та манми астуса юлнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра Ольга, пӗчӗк ача пекех, хӑй шӑпине, телейне, савнине шанса тӑни унан сӑнӗнче палӑрчӗ…В эти минуты лицо ее дышало такою детскою доверчивостью к судьбе, к счастью, к нему…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся хӑраса тӑни чӑна килчӗ пулать эппин.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кунран-кун вӑйлӑрах ҫирӗпленсе пычӗ авланас шухӑш ман чунра, юлашкинчен вара эпӗ ҫак япала обществӑна чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑни иккенне те курми-туйми пултӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑнасем килсен те савӑк мар: хӑшӗ заводра мӗн чухлӗ эрех юхтарни ҫинчен, хӑшӗ хыснана миҫе аршӑн пустав парса тӑни ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун куҫӗсем улталани, ним шухӑшсӑр чӗри чеен пӑшӑлтатни; юрату мар, юратӑва туйса тӑни ҫеҫ!Обман ее глаз, лукавый шепот еще праздного сердца; не любовь, а только предчувствие любви!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн асӗнче сӑнарланаҫҫӗ: унӑн пуҫӗнче кашни кунхи, кашни сехетри шухӑшсен ҫыххи, тавҫӑрса илме тӑрӑшни, малтан курса тӑни, мӗн пулассине пӗлменнипе тертленни — пурте ҫак ыйтусенчен килеҫҫӗ: вӑл паян ӑна кураять-и, кураймасть-и?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956