Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑлатӑнни евӗр пысӑках мар сӑмси шӑтӑкӗсем тискер кайӑкӑнни пекех палӑрса тӑман пулсан тата куҫӗсене пӑтранчӑк тӗтрелӗх карса илмен пулсан, вӑл тӳрех курӑнман, анчах асра юлакан чипер те илемлӗ ҫын пулнӑ пулӗччӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах хыҫалтан ун патне пысӑках мар икӗ шуйттан, питӗ выҫӑхса ҫитнӗскерсем пулас, йӑпшӑнса пыраҫҫӗ те ӑна хул айӗнчен ярса тытаҫҫӗ, вӑл ҫухӑрать — анчах кая юлчӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Сасартӑк, хыҫалта чӳрече чӑнкӑртатрӗ те, урайне пӗр пысӑках чул муклашки шаплатса ӳкрӗ.Вдруг сзади нас раздался дребезг стекол, и на пол шумно грохнулся довольно увесистый булыжник.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кӗмӗл чечексемпе кӗмӗл туратсен, ҫӑлтӑрсен аякка-аякка тӑсӑлакан ярӑмӗсен хушшинче Санька ҫичӗ ҫӑлтӑртан тӑракан пысӑках мар ҫӑлтӑрсен ушкӑнне шыраса тупрӗ, хӑйӗн тахҫанхи юлташне курнӑ пекех савӑнса кулса ячӗ.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ ҫава пӗр пысӑках мар кӑткӑ тӗмине касса кайрӗ, рис кӗрпи пек шурӑ ҫӑмартисем саланса кайрӗҫ.Вот коса срезала небольшой муравейничек, и белые яйца, как рисовые зерна, просыпались по кошанине.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пысӑках мар.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл имшерккескер, ҫаврашка пит-куҫлӑ, пӗвӗпе те пысӑках мар.
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька ҫакна ҫеҫ кӗтекенскер, курткине хывса пӑрахрӗ, гимнастерки ҫаннисене тавӑрчӗ, пысӑках мар мӑлатука ярса тытрӗ.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Соломон кунӗсенче кӗмӗл хакӗ ахаль чулӑнни пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ, хӗрлӗ йывӑҫӑн та — айлӑмра ӳсексен ахаль сикиморӑннинчен пысӑках пулман.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл пысӑках мар, анчах вырӑнӗ — тӗлӗнмелле чаплӑ!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакнашкал ҫӑмӑлпа ҫӳремешкӗн эпӗ тахҫанах ӗнтӗ улт-ҫич ҫулхи пысӑках мар ӑйӑр туянса янӑччӗ, вырӑнти палӑрсах тӑман йӑхранччӗ вӑл, анчах ӑна ӗлӗкхи хуҫи, уесри ҫӗр виҫекен, питӗ юратса та тимлӗн пӑхса ҫитӗнтернӗччӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫав хушӑрах барон Ольгӑн пысӑках мар именине тытса тӑрать, барона вӑл пӗр договор йӗркипе темле майпа лекнӗ, унтан Ольга ялӗ те ун аллине куҫнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта-ха пирӗн пысӑках мар ӗҫ сукмакӗ? — ыйтрӗ Штольц.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пысӑках мар ӗҫ сукмакне суйласа илсе, унпа утса тарӑн йӗр тӑвасси — кичем те паллӑ мар ӗҫ, унта пурне те пӗлни пулӑшаймасть, никам умӗнче те мухтанаймастӑн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗнтӗ Верхлёвӑра, Обломовкӑран пилӗк ҫухрӑма яхӑн ларакан салара, пысӑках мар пансионра вӗренет; ку пансиона управляющи пулса ӗҫлекен Штольц ятлӑ нимӗҫ таврари дворянсен ачисем валли уҫнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун патне пысӑках мар хырӑмлӑ, шурӑ сӑнлӑ, хӗрлӗ питлӗ, лутра ҫын килсе кӗчӗ.Явился низенький человек, с умеренным брюшком, с белым лицом, румяными щеками
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, хамӑн пысӑках мар наукӑмпа эпӗ унӑн тӳнтерле ӑсталӑхӗнчи нумай-нумай енсене ӑнлантарса пама пӗлеймен.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеся ман пальто ҫаннине хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ те манжет ҫумӗнчи ҫаклашкана вӗҫертсе ячӗ, унтан кӗсйинчен пысӑках мар, пӗр виҫӗ вершуксене майлӑ, финн ҫӗҫҫине илсе, сӑран йӗнӗрен туртса кӑларчӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.