Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) more information about the word form can be found here.
— Кала-ха, тарҫӑ, халь кӑна кайри пӳрте кӗнӗ хӗр кам пулчӗ вӑл? — куҫӗсене вылянтарса ыйтрӗ йӗкӗт.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, хӑйпе юнашар Сергее лартса, тепӗр куннех Елчӗке ҫитнӗ, тӳрех кантур ҫуртне кӗнӗ, хӑй мӗн нушапа килнине пӗлтернӗ.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавар илме мар, упӑшки вӑрҫӑра ҫухалнӑ хитре хӗрарӑм ҫине пӑхса савӑнма кӗнӗ вӗсем.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсенчен пӗри-пӗри хӗвел тӗлне пулсан Сахар ҫине сулхӑн мӗлке ӳкет те, вӑл кӑкӑр тулли ассӑн сывласа илет, ӑна ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйӑнать.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра Шаккур, хӑйпе пӗрле икӗ юлташне илсе, вӑрттӑн пусмасемпе ҫӳлти хута хӑпарнӑ, хуҫапа арӑмӗ ҫывракан пӳлӗме уҫса кӗнӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй лавккана хуҫа пек лӑпкӑн уҫса кӗнӗ, кӗҫех тӑкӑрлӑкра хӑварнӑ икӗ лав та килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улма чӑпар ӑйӑр яла ташласа пырса кӗнӗ чухне мечӗтӗн кантӑксӑр ҫаврака чӳречи тӗлӗнче пуҫне шурӑ чалма ҫыхнӑ ҫын курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Михаля тӗнче каснӑ ҫын-ха, ӑна-кӑна пӗлекенскер, Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, партие те унтах кӗнӗ. Калаҫма пултарать. Эппин, Ленинпа пӗр чӗлхе тупатех», — терӗҫ теприсем.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Паҫӑр, кӗнӗ чухне, чутах йытӑпа туллаттармарӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук кӑштах пуҫне ҫӗклерӗ те, Сергей ҫинелле, тем айӑпа кӗнӗ пек, именчӗклӗн пӑхса илчӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав самантра метр хулӑнӑш пӑра чун кӗнӗ пек пулчӗ: вӑл пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, тепре лаштах аялалла анса кайрӗ, ахлатса-мӗхлетсе вакланма пуҫларӗ, анчах асамлӑ вӑй таҫта пӑчланчӗ те, вырӑнтан тапранаймарӗ-ха.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсене Сахар лавккана чупса кӗнӗ икӗ кӗҫӗн ывӑлне курсан каларӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, суту-илӳ ӗҫченӗсен тӗп пайӗ вӑл - хӗрарӑмсем.

Help to translate

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Ун йышне пирӗн регионтан суйланнӑ депутат та - Алла Салаева - кӗнӗ.

Help to translate

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Шӑпах та вӗсен малтанхи задачисем шутне кӗпере хуралласси, Союзран килекен колоннӑсене кӗтсе илесси, грузсене кӑткӑс минӑсем лартса тултарнӑ сӑрт-ту ҫулӗсемпе турттарма пулӑшасси кӗнӗ.

Help to translate

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Вӑл Кушлавӑш чиркӳ прихутне кӗнӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Туҫи Уравӑш вулӑсне кӗнӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

1914 – 1925 ҫулсенче Вӑрнар поселокӗ Упнер ял Советне кӗнӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

«Вурнары – Вурнарка» янӑравлӑ, кӑмӑла килӗшекен ятсем, тӑван чӑваш ҫӗрӗн тӗнчипех паллӑ вырӑнсем шутне кӗнӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed