Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Вӗсен кӳлепи ҫине, пуҫӗ ҫине ҫара ҫерҫи, чӗкеҫ, ытти кайӑк вӗҫсе килсе ларать, вӗсем тӑрӑх кушак та чакаланса хӑпарать.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Улатӑр вӑрманӗнчи чи пысӑк кушак - ҫӳлевӗҫ - йӗрӗсене курса тӗлӗнтӗмӗр.
Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
«Витнӗ чӳлмеке кушак тӗкӗнмест», тӗрӗс калатӑп-и, учитель?
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко сехетне ӗҫлеттересшӗн пулса сӑнчӑрне туртса хӑпартсан «ӳслӗкпе аптраканӑн» кӑкӑрӗнчен иленчӗклӗн хӑйӑлтатни-хӑрӑлтатни илтӗнсе каять те, вара кушак та сехрине хӑпартса пӳлӗмрен тухса тарать.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах ашшӗн юратӑвӗсӗр пуҫне кунта старикӗн айӑпне сирекен тепӗр паллӑ япала та пулнӑ: ним ҫинчен те калаҫма ҫук чухне пӳлӗмре кушак тупӑнать, сӑмах ҫавӑн ҫине куҫать, кушак та, йытӑ та пулмасан — ачасем ҫине.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӗ те вӑл сылтӑм енче, хӑйпе юнашарах, ҫур кукӑль тытса тӑракан, кукӑльне шӑпах ҫак самантра кушак пит-куҫлӑ ҫын ҫӑварне хыптаракан хура алӑсене курчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Эпӗ ухмах пулмарӑм, йӗвене ывӑтса ятӑм та, чи ҫивӗч кушак аҫи пек, пӗр ҫекунд хушшинче телеграф юпи ҫине хӑпарса кайрӑм, ӑна урасемпе яваласа илтӗм те, ларатӑп.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов пынӑ ҫӗртех е кулса илет, е каҫса кайсах аллипе сулкалать, е кӑтра сарӑ мӑйӑхне пӗтӗркелет, тутӑ кушак аҫи пек, куҫне хӗсет, хушӑран, пӗр е тепӗр хӗрарӑм чуна ытла та килӗшнине аса илсе пулас, пысӑк черкке эрех ӗҫнӗ евӗр, эхлетсе ярать, вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илет:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, пит-куҫне хӑрушла пӗркелесе, хӑма стена ҫине кӑтартнӑ, лере кил хуҫи арӑмӗ — турра ӗненекен ватӑ хӗрарӑм — ҫилленсе, кушак пек, вӗчӗхсе чашкӑрнӑ, упӑшкипе Давыдов валли каҫхи апат хатӗрлесе, чашӑк-тирӗке кӗмсӗртеттернӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах, сывлама та хӑраса, Суламифь, ҫамрӑк кушак евӗр, хутланса чӑмӑртанать те, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, ним сассӑр ҫеҫ вӑшлатса иртсе каять.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.