Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫетре the word is in our database.
инҫетре (тĕпĕ: инҫетре) more information about the word form can be found here.
Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн задача е «уйрӑм заданиех» тенӗччӗ-ха ӑна адмирал: нимӗҫсен рейдерне (ахӑрнех вӑл пулӑшса пыракан крейсер пулмалла) тупса путармалла, вӑл Карск тинӗсӗ тӑрӑх иртсе Т. портне перкеленӗ те, халӗ хӗвелтухӑҫӗнче таҫта инҫетре ҫӳрет.

Итак, задача, или «особое задание», как сказал адмирал: немецкий рейдер (очевидно, вспомогательный крейсер) прошёл в Карское море, обстрелял порт Т. и бродит где-то далеко на востоке.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки ҫулсенче ытла нумай тӳссе ирттермелле пулчӗ ҫав, хамӑр хушшӑмӑрти ӗлӗкхи пӗчӗк кӗперӗмӗрсем ытла черченкӗ пек те инҫетре пек туйӑнаҫҫӗ.

Слишком много было пережито за последние годы — так много, что прежние мостики между нами показались теперь хрупкими и далёкими.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен инҫетре шыв чӑмпӑлтатни илтӗнчӗ.

Наконец раздался далекий всплеск.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах тӗнчере тата таҫта инҫетре уйӑх пулнӑ.

Но еще где-то в мире была луна.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хыпӑнса сывларӗ те куҫне хупрӗ, каллех куҫне уҫрӗ те, ун куҫӗнче темӗнле урӑ та ытла ҫивӗччи, ҫак еккине янӑ чухне калакан сӑмахсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре тӑраканни йӑлтлатса илчӗ.

Он судорожно вздохнул и закрыл глаза. Потом открыл, и что-то очень трезвое, острое, бесконечно далёкое от этих страстных признаний мелькнуло в его быстром взгляде.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫулсенче вӑл маншӑн мӗн чухлӗ инҫетре, ҫаван чухлӗ мана ытларах та ытларах илӗртет.

Чем дальше он был от меня в эти годы, тем ближе и привлекательнее становился он для меня.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑвара уҫса сывлӑш ҫӑтатӑп, чӗрем те таҫта инҫетре, урӑх нихҫан таврӑнайми ҫӗре каять.

я начинал дышать открытым ртом, и сердце уходило так далеко, откуда, кажется, уже невозможно вернуться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскерех каласан, мӗн пултарнӑ таран вӗсене хирӗҫ эпир персех тӑтӑмӑр, унтан вара эпӗ самолета тӳрех тытрӑм, фронт линийӗ инҫетре марччӗ ӗнтӗ.

Короче говоря, мы отстреливались как могли, они отстали наконец, и я повёл самолёт по прямой; линия фронта была недалеко.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ӑшӑмра пурнӑҫ пурри ытла имшерӗн, кӑшт ҫеҫ сисӗнетчӗ, Васильевски утрав ҫинчи госпиталь, тӗнче хӗрринчи пекех, вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре.

Так слабо, чуть слышно билось во мне дыхание жизни, так бесконечно далеко был этот госпиталь, на Васильевском острове, — на краю света!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня инҫетре вӗҫекен авиацире, вӑл Кенигсберга вӗҫнӗ, инҫете вӗҫекен авиацин пӗр полкӗ, сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх, часах ҫурҫӗре те вӗҫсе пымалла имӗш.

что Саня в АДД (авиация дальнего действия), что он летал на Кёнигсберг и что один из полков АДД, по слухам, вскоре прилетит на Север.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, инҫетре мар.

— Нет, недалеко.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл ҫавӑнтах судьяпа Даша инке пирки те пӑшӑрханать, систерсе ҫеҫ пӗлтернӗ тӑрах, Энск хулине бомбӑсем пӑрахнӑ пулать, хули фронтран пите инҫетре тӑратчӗ-ха.

Но тут же он беспокоился о судье и тёте Даше, и можно было понять из одной осторожной фразы, что Энск бомбили, хотя он был ещё очень далеко от линии фронта.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн тесен ҫавӑнтан вара пӗр виҫ-тӑват сехет иртсенех, пӗтӗмпе — иксӗмӗр савӑнса шыва кӗни те, тӗлӗрсе тӑран кӳлӗ те, унӑн чечен ҫыранӗсем те, аллине ала тытнӑ ача та, тата пиншер ытти шухӑш, туйӑм, асаилӳсем — ҫавсем пурте сасартӑк таҫта виҫҫӗрминне путрӗҫ, пуҫхӗрлӗн тытса пӑхнӑ бинокльти пек мӗн курӑнаканни ытла та пӗчӗккӗ пек, вӗҫӗмсӗр инҫетре пек туйӑнчӗ…

Потому, что прошло каких-нибудь три — четыре часа, и всё это — наше чудное купанье вдвоём, и сонное озеро с неподвижно отражёнными берегами, и мальчик с сеткой, и ещё тысяча других мыслей, чувств, впечатлений, — всё это вдруг ушло куда-то за тридевять земель и, как в перевёрнутом бинокле, представилось маленьким, незначительным и бесконечно далёким…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Карапӑмӑр ӗнер гаваньрен тухса кайрӗ, инҫетре маяк ҫути курӑнать-ха, вӑл ӑна ҫул саламӗ ярать: — Ҫитес ҫӗре телейлӗн ишсе ҫитӗр», тет.

 — Корабль вчера покинул гавань, и ещё виден вдалеке маяк, пославший ему прощальный привет: «Счастливого плавания и достижений».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта, пиншер километр инҫетре, Гвадаррама тӑвӗсем ҫинче, ҫапӑҫу пырать, манӑн каҫхи сӗтел тӗлӗнче пӗчӗк ялавсемпе тирсе тултарнӑ картта ҫакӑнса тӑрать; инҫетри паллайми Испани, Хосе Диаспа Долорес Ибаррури Испанийӗ мана хам ачалӑха ирттернӗ тӑван урам пек ҫывӑх туйӑнать.

Где-то за тысячу километров, в горах Гвадаррамы, идут бои; истыканная флажками карта висит над моим ночным столиком; Испания, далёкая и таинственная, Испания Хосе Диаса и Долорес Ибаррури, становится близка, как улица, на которой я провела своё детство.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантрах таҫта хыҫалта, пиртен инҫетре тӑтӑшах шаплатакан типӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ, резина хӑмпӑсем шаплатса ҫурӑлаҫҫӗ темелле.

В ту же минуту, где-то далеко позади себя, я расслышала частые сухие звуки, как будто лопались резиновые пузыри.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ленинграда эпӗ ик-виҫӗ эрнелӗхе Саня патне тесе килсеттӗм, вӑл ӑҫта пулсан та унпа пӗрле пуласшӑнччӗ, акӑ вӑл каллех манран инҫетре ӗнтӗ.

Я приехала в Ленинград на две — три недели, чтобы встретиться с Саней, чтобы остаться с ним, где бы он ни был, и вот он снова был далеко от меня.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем кирек хӑҫан та пӗрле, кашни кун пӗрне пӗри кураҫҫӗ, эпир акӑ пӗр-пӗринчен калама ҫук инҫетре!

Они — вместе и видятся каждый день, а мы так далеко друг от друга!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах та кунтан та начартараххи вӑл — ҫав тери нумай вӑхӑт иртсе кайни, эпир пур ҫаплах-ха Ваноканран — инҫетре.

— Но ещё хуже, что прошло так много времени, а мы всё ещё далеко от Ванокана.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Инҫетре самолет курӑнать, ҫаксем пурте темле палланӑ фильмри кинокадра аса илтереҫҫӗ, ҫакӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, вӗлтлетсе куҫран ҫухалӗ тесе, хӑраса ӳкрӗм.

Вдалеке был виден самолёт, и все вместе так напоминало какой-то знакомый кинокадр, что я даже испугался, что он сейчас мелькнёт и исчезнет.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed