Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов кӑшт тӗлӗрсенех, пӳлӗмре пукан хӑй тӗллӗн ӳксенех, е юнашар пӳлӗмре кивӗ савӑт-сапа ӳксе ҫӗмӗрӗлсенех, е тата ача-пӑчасем шавлама тытӑнсанах — хуть те тухса тар!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫулла хула тулашне ҫӳреҫҫӗ, Ильин кунӗ — Тар завочӗ патне; пурнӑҫ пек иртсе пырать, пурнӑҫ инкекӗсем мирлӗ пӗчӗк кӗтессене пачах тивмен пулсан, нимле хӑрушӑ улшӑну та ҫук теме пулӗччӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ращара чей ӗҫнӗ пулӑттӑмӑр, Илле кунне Тар завочӗн паркне кайӑттӑмӑр, пирӗн хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫпе, сӑмаварпа лав пынӑ пулӗччӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Юратать-и вӑл е ҫук-и? — тет Штольц, юнлӑ тар тухиччен пекех, кӑшт ҫеҫ йӗрмесӗр, асаплӑн пӑлханса.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илле кунӗ кашни ҫулах Тар завочӗсем патне ҫуран кайса ҫӳрени ҫинчен, Колпинӑри Смоленски ҫӑва ҫинчи уяв ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗррехинче вӑл питӗ тӑрӑшса, ҫамки ҫине тар тухичченех виҫӗ кӗренке кофе авӑртрӗ.Он даже смолол ей однажды фунта три кофе с таким усердием, что у него лоб стал мокрый.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак тӗллевпе вӗсем, мӑнастире парне кӳретпӗр тесе, тар тултарнӑ питӗ пысӑк ҫурта леҫтернӗ.С этой целью они послали, как будто бы в дар монастырю, огромную свечу, начиненную порохом.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Нумаях пулмасть, Илем кунӗ иртсен эрнекун, Тар завочӗсем патӗнчи улӑха кайрӑмӑр.Вот намедни, в Ильинскую пятницу, на Пороховые Заводы ходили.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку ӗнтӗ — тӗрлӗ тӗссемпе ялтӑртатса тӑракан япала, тар пички сывлӑша сирпӗнни; унтан мӗн?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Писевлесе хӗретнӗ ултава шуранкка чӑнлӑхран ҫав паллӑ мар ҫӗрте вӑхӑтра уйӑрса илме май килсен, вӑл хӑй шӑпине тав тӑвать; чечексемпе ӑста витнӗ ултавран пӑрӑнса иртсен, такӑнса ӳкмесен, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухмасан, ҫакна пула кайран ӗмӗрлӗхех унӑн пурнӑҫӗнче кӑмӑлсӑр паллӑ юлмасан, вӑл ҫав тери хавасланать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр кунне Андрея хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче лӑпкӑн ҫывӑрнӑ чухне тупнӑ, кровать айӗнче такам пӑшалӗ, пӗр кӗренкке тар тата вӗтӗ пулькӑсем выртнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех класра тӳрӗ ларнӑ, учительсем мӗн каланине итленӗ, мӗншӗн тесен унта урӑхран ним тума та юраман, ҫавӑнпа та аран-аран, тар юхтарса, ассӑн сывласа, хӑйне панӑ уроксене вӗреннӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Императрица Мария» линкор ҫинче пушар тухнӑ, ҫавна май саппаслӑх хатӗрлесе хунӑ тар сирпӗнсе кайнӑ та карап ӳпне ҫаврӑнса ӳксе шыва путнӑ.От пожара и взрыва пороховых запасов перевернулся вверх килем и затонул линкор «Императрица Мария».
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акцентпа калаҫаканни шуралсах кайрӗ, ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ, куҫӗсем халь-халь сиксе тухас пек.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, ҫурӑм ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Бандитӑн куҫӗ чарӑлсах кайрӗ, пичӗ ҫине пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухрӗ.Глаза бандита стали просто огромными, а потом по его лицо ручьем потек пот.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӗсен ҫулӑм пек хӗрелнӗ пичӗсем тӑрӑх тар юхать.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Тар!
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тар хӑвӑртрах!..
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эсӗ, ачам, тар, сана та персе пӑрахӗҫ…
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949