Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Огнянов ирӗксӗртен тенӗ пек Эмексиз йыттине асне илчӗ.

Гончая Эмексиза невольно вспомнилась Огнянову.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хӗвел анса ларасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтрӗ, хӑй валли шанчӑклӑрах кӗтес шыраса, вӑл вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрерӗ.

Огнянов с нетерпением ждал захода солнца и в поисках более надежного убежища несколько раз переходил с места на место.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк сунарҫисен икӗ виллине тупнӑ тенӗ хыпар ҫавӑнти ҫурма хурахсен йӑвисене паянах ҫиҫӗм пек ҫитнӗ ӗнтӗ.

Весть о том, что найдены трупы двух турок-охотников, вероятно, уже сегодня с быстротой молнии облетела эти полуразбойничьи гнезда.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑнтах Кандов студентпа Бӑрзабегунек фотограф та ҫакланчӗ, анчах фотограф Австрирен килнӗ ҫын иккен, тӗрӗксен султанне пӑхӑнмасть, ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех ирӗке кӑларчӗҫ, онбаши фотографа ҫаплах чӑрмантарса айӑпа кӗнӗшӗн унран вӗҫӗмсӗр тенӗ пек каҫару ыйтрӗ.

Сюда же попали студент Кандов и фотограф Бырзобегунек, но фотограф, как подданный австрийского императора, а не турецкого султана, был немедленно освобожден, и онбаши даже извинился перед ним.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов, ӑҫталла тарса пытанас-ши тенӗ пек, унӑн-кунӑн пӑхать.

Стефчов еще раз оглянулся, словно ища, куда бы ему спрятаться.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Тух тенӗ сана!» — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

«Выходи же!» — закричал он.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пайтах ҫын сӑнарӗнче хӗре каҫарас тенӗ кӑмӑла асӑрхама пулатчӗ.

На многих лицах можно было прочесть, что девушку уже простили.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Милка, Рачко! Тухӑр!» — тенӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Раздались голоса: «Милка, Рачко! Выходите!»

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Малалла тата: «Ҫавна пула арҫын хӑйӗн ашшӗ-амӑшне хӑварӗ те арӑмӗ патне пырӗ», тенӗ.

И дальше: «Сего ради оставит человек отца своего и матерь свою и прилепится к жене своей?»

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ас тӑватӑн пуль ак ҫакӑн пек каланӑ вырӑна: «Хӗрарӑмсем хӑвӑр упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр» тенӗ.

— Помнишь, как там сказано: «Жены, своим мужем повинуйтеся»?

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халиччен ӑна айванла тӗшмӗш танатипе ҫыхӑнтарнӑ, унӑн ирӗке тухас тенӗ туртӑмне касмӑкланӑ, арҫынсен выльӑхла иртӗхес кӑмӑлӗпе те пусмӑрӗпе тарӑхса, вӑл сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитнӗ.

До сих пор она была жертвой целого ряда глупых предрассудков, которые сковывали ее волю; она задыхалась под унизительным бременем тирании и животных инстинктов мужчин!

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сире ав пурте Граф теҫҫӗ, манӑн курса пулмарӗ-ҫке сире ҫав рольте, курас тенӗ пулсан, кансӗрлекен сӑлтавӗ пысӑках марччӗ ҫав та…

Все называют вас Графом, а вот мне один пустяк помешал увидеть вас в этой роли.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кала, каласа пар бее: патшалӑха тем пек пулӑшнӑ пулӑттӑн, — нимӗн те пулман чухнехи пек каларӗ Михалаки, пасарта пулӑ сутаҫҫӗ те, хакне кайса пӗлмӗн-ши, тенӗ пек тухрӗ унӑн сӑмахӗ.

— Расскажи, расскажи бею: окажешь большую услугу обществу, — повторил Михалаки совсем просто и естественно, так же, как сказал бы Стефчову, что на базаре появилась хорошая рыба, и посоветовал бы купить ее.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакна Стефчов «Геновева» спектакле лартнӑ чухнех пит лайӑх пӗлчӗ, халӑх пӗтӗмпе тенӗ пек Огнянов хутне кӗрсеччӗ.

В этом Стефчов окончательно убедился на представлении «Геновевы», когда публика вступилась за Огнянова.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхинче ӑна, кофейньӑра ларса, хӑйӗн тӑшманне сутса вӗлерттерес тенӗ усал шухӑш пырса кӗчӗ.

В кофейне ему на этот раз пришла в голову жестокая мысль погубить своего врага, предав его.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ним пулманран тенӗ пек Болгари ҫинчен пичетленӗ хыпарсене пӑхкаларӗ, вара хаҫатне каллех хурасшӑнччӗ ҫеҫ, сасартӑк куҫӗ тӗлне шултра саспаллисемпе ҫырнӑ хыпар курӑнса та кайрӗ.

Огнянов рассеянно просмотрел сообщения о Болгарии и уже хотел было бросить газету, как вдруг на глаза ему попался заголовок, напечатанный крупными буквами.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стефчов Лозенград тенӗ сӑмаха хытӑрах каларӗ.

Стефчов сделал ударение на слове Лозенград.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сан ӗмӗрӳ иртнӗ, сан тупӑкна ҫунтарӑпӑр, шӑмму-шаккуна кӗл туса вӗҫтерӗпӗр!» — тенӗ.

Время твое миновало, гробница твоя сожжена, и кости твои в пепел обращены будут!»

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк патшалӑхӗ пӗтӗмпе юхӑнать, выҫлӑх та чир унӑн пӗтӗм инкеклӗхне хырса тӑкать, тӗрӗксем хӑйсемех ытла мӗскӗнле вилсе пӗтеҫҫӗ!» — тенӗ.

Турецкое государство вконец разорят, глад и мор будет окончанием сих бедствий, турки сами от себя погибнут жалостнейшим образом!»

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗтӗмпе вырӑссем майлӑ, ӑсран кайиччен тенӗ пек, хӑш чух кулӑшла пуличченех хисеплет вӑл вырӑссене.

Само собой разумеется, он был русофилом, до мозга костей, до фанатизма, порой даже до смешного.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed