Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
«Урамри йывӑҫсене каснӑ чух илсе кӗтӗм пӗренене. Унтан ӗҫе тытӑнтӑм», - пӗлтерет Иван Иванович.

Help to translate

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Юратнӑ ӗҫе шкулпа ҫыхӑнтартӑм.

Любимую работу связал с школой.

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Чим-ха, чим! Ку — эпӗ-ҫке!» — терӗ хитре ӗҫе пӗр тӗлӗнсе те пӗр савӑнса пӑхнӑ май.

Help to translate

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ертӳҫӗсен ҫак ӗҫе тивӗҫлӗ йӗркелесе пымаллине пӗлтерчӗ Мария Александровна, унсӑрӑн административлӑ е уголовлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ку ӗҫе тӗпчекен пристав икӗ ача амӑшӗ Раҫҫее килсе ҫӳренине пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗршыв тулашне тухса ҫӳреме чарнӑ.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Гузелия Хатыповна Чӗмпӗрти ача ҫуртне ӗҫе ҫӳренӗ пекех 3 уйӑх ҫул такӑрлатнӑ.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пур ҫӗре те ӗлкӗрме, пур ӗҫе те тума ҫуннӑ вӗсем.

Help to translate

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юрать, дизель пур, ҫавӑнпа усӑ курса ӗҫе малалла тӑснӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сергей Петрович ӗҫе дояркӑсенчен те маларах ҫитет.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чылай ӗҫе механизацилени те ҫӑмӑллӑх кӳрет.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл ӗҫе тухса кайиччен тутлӑ ыйха путнӑ тӗпренчӗкӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхса илет.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тӗрӗссипе, Надежда сутуҫа вӗренсе тухнӑ, анчах ку ӗҫе вӑл кӑмӑлламан.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Киров поселокӗн ҫыннисем туслӑ пурӑнаҫҫӗ, ӗҫе те пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ, субботниксене хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Киров поселокӗнче пурӑнакансем те ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пысӑк ӗҫе пӗччен пурнӑҫлама ҫук, паллах.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Юсамалла-и, пӗр-пӗр шыв пӑрӑхне улӑштармалла-и - пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑвать.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Эпӗ астӑвасса Володя мӗн пӗчӗкренех хушнӑ ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлатчӗ, техникӑпа та кӑсӑкланатчӗ.

Help to translate

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӑҫалхи ӗҫе 30 ҫын хутшӑнать.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

- Тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫе чунтан парӑннӑ чӑн-чӑн ҫамрӑк каччӑ, - тетчӗ ун пирки районти халӑх судйи Григорий Евсеевич Евсеев.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

М.Пуклаков предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителӗсене, уйрӑм ҫын предпринимательсене, чунӗпе хытман ҫынсене ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн тав тунӑ.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed