Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырма the word is in our database.
ҫырма (тĕпĕ: ҫырма) more information about the word form can be found here.
Пуҫа ҫурать пӗр шухӑш манӑн, — Хӑймастӑп ун ҫинчен ҫырма, — Ӑна пӗлсессӗн эс хумханӑн, Эс васкӑн сӑпатне курма.

Help to translate

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сайра вӑрман, ҫырма, уҫланкӑ, Ак, кукӑр ҫулӗ лӑнкӑ-ланкӑ, Тилли ун урлӑ вӑрт та вӑрт, Умра, хыҫра та тайлӑм, сӑрт: Ӑҫта пӑхатӑн — илӗртет, Илет те тыткӑна йӗртет…

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑрт тӑвайкки; кӗр кӗрлесе Тапса тухать тӑп-тӑр ҫӑл шывӗ; Ак Аслӑ ҫул; пит тӗркӗшсе Каҫать ун урлӑ ял кӗтӗвӗ; Ҫырма, кӗперӗ хӑртӑк-хартӑк…

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вал сӑрт, ҫырма, Кил умӗнчи кӑтра шур хурӑн, Ял пуҫӗнчи хура вӑрман…

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫырма хӗрринчен тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ Ятман хӑйӗн пӳрчӗ умӗнче ҫӳллӗ мар тӗкме ҫине таянса пӑхса тӑрать.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та Укахви Карачӑм ҫинчен нумай шухӑшлаймасть, ӗмӗтсем ӑна каллех ҫырма леш енне, хӑйӗн Галимджанӗ патнелле илсе каяҫҫӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун куҫӗсем хӑйсем тӗллӗнех ҫырма леш еннелле пӑхаҫҫӗ, нумай тӗслӗ илемлӗ тутӑрсем хушшинче Укахвин: кӗрен тутӑрне шыраҫҫӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗлетӗр-и, эпӗ каччӑ чухне ҫак ҫырма урлӑ мӗнле каҫаттӑмччӗ? — тет вӑл.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, халлӗхе ҫырма тӗпӗпе хӑпаракан купа улӑп тӑприне аса илтерет.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Капла тума ҫырма тӗпне темиҫе пин кубла метр ҫӗр купалама тивет.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗпер тӑвиччен малтан ҫырма икӗ айккипе ҫыран таранах ҫӗр купаланаҫҫӗ иккен, вара, шыв юхмалӑх вырӑн хӑварса, тем вӑрӑмӑш дамба туса каяҫҫӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем тесен те, кунта виҫӗ ял ҫынни ҫеҫ пулас ҫук, ҫырма ик айккипе кӑткӑ пек халӑх кускалать.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урамра никам та ҫук, каламасӑрах паллӑ, пӗтӗм халӑх халь ҫырма хӗрринче.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей ҫырма хӗрринчи йӳпленсе ӳсекен ҫӗмӗрт йывӑҫҫи умне пырса чарӑнчӗ.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл ҫавӑнтах аллине ручка тытрӗ те васкаса ҫырма пуҫларӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чиркӳ кассипе анатпӑр-и е кунтан тӳрех тухатпӑр-и? — терӗ Иван, аллипе ҫырма еннелле сӗлтсе.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн бригадине ҫырма хӗрринчи тем пысӑкӑш участока пахча-ҫимӗҫ лартса тухрӗ, икӗ эрне хушши шӑварнӑ калча ҫулҫӑ сарасса кӗтрӗ, вара Левентей патне пычӗ те, ӑна хӑй ӗҫленӗ ҫӗре илсе кайса, йӑрансем аяккинче нумайччен кӑтартса ҫӳрерӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эс ан кай-ха, иккӗн сухаласа ҫаврӑнар, — Анушка, ӑста тракторист пек, мотора наччасах чӗртсе ячӗ, тепӗр минутран трактор вара, тан тӗл пулнӑ хӗрпе каччӑна калаҫтарасшӑн пулнӑ евӗр майӗпен шаккаса, суха касси хӗррипе анаталла, ҫырма еннелле шурӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ ҫырма хӗррине турттарса кайса паратӑн, — Марине аллине ялӑн анат еннелле сулчӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта ҫырма айккисенче юр тӑрӑхӗсем палӑраҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв ҫап-ҫуттӑн кӳлленсе выртать, ҫынсем ҫывӑхӗнчех, весене ҫӗре часрах сухаласа пӑрахма хушнӑ евӗр, кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed