Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кусем штрексемпе штольнӑсем — шахтӑна кӗме ятарласа тунӑ ҫулсем.Это начинались штреки и штольни — специальные ходы, которые вели в глубь шахты.
Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Чӑтӑм пӗтсе пырать, пӳрт ҫамки ҫумне лартнӑ йывӑҫ пусма ҫине хӑпарса ял таврашӗнчи ҫулсем ҫине пӑхма тытӑнан, шыран — никам килни те курӑнмасть.
Атте хулана кайсан // Микулай Павловский. https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182
Ҫулсем ҫывӑхӗнче, сайра вӑрманлӑхсенче, пӗчӗк ҫапӑҫусем пула-пула иртеҫҫӗ, казаксен разъезчӗсем тӑшман разведкисемпе ҫите-ҫите ҫапӑнаҫҫӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хусканса кайнӑ Россия ҫӗршывӗн юн тымарӗсем тӑрӑх чугун ҫулсем ҫийӗпе кӑвак шинеллӗ юна хӗвеланӑҫӗнчи чикӗ еннелле хӑвалать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑрт ярӑмӗсем хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак ҫулсем хыҫӗнче — сенкер те ӑшӑ юмахри ҫӗршыв тата Аксинйӑн чӑрсӑррӑн чечекленекен кая юлнӑ юратӑвӗ…
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурӑнтӑр ачасем пулса — ашкӑнтӑр, ҫулсем ҫине чурбаксем сӗтӗртӗр пулӗ, халӗ ӗнтӗ малашнехи служба ҫинчен шухӑшлас пулать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫавна пула халь пирӗн ҫулсем йӑлтах пӑсӑлса пӗтрӗҫ, ҫулпа ҫӳреме хамӑра та лашасене те тертлӗ.По этой самой причине все дороги у нас теперь так разбиты, что ездить одна маята и себе и коню.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Эсӗ, тет, ҫулсем нумай пулсан та, вӑрҫӑ ӗҫӗнче нимӗн те ӑнланаймастӑн!«Ничего ты в военном деле не смыслишь, хотя человек и в годах!
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мускав ҫывӑхӗнчи фронтӑн ытти участокӗсенче те, Мускава пыракан ҫулсем ҫинче те тата ытти пин-пин салтак ҫавнашкал паттӑрла ӗҫсем турӗҫ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шошин пӑши амине персе ӳкернине пӗлсен, Пятышев унран хушнӑ ӗҫе мӗнле тунине те ыйтса тӑмарӗ, пӗтӗмпех хӑйӗн нумай ҫулсем хушши суту-илӳ ӗҫӗнче ӗҫленӗ чухне хӑнӑхнӑ йӑлине парӑнчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл ҫуна ҫине кивӗ ҫӑматӑ, ҫӗлӗк, шӑлавар, пиншак тата нумай ҫулсем тӑхӑннӑ кӗске кӗрӗк пӑрахрӗ.Он бросил в сани старые валенки, шапку, брюки, пиджак и дубленый заношенный полушубок.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тен, кунсем мар, ҫулсем иртнӗ?
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Юлашки ҫулсем хушшинче ҫак ҫыннӑн ури айне ҫӗнӗ тупансем хурӑнса пыма мар, хальччен пулнисем те катӑлса-ванса пӗтнӗ, ура айӗнчен туха-туха ӳкнӗ — унӑн телейсӗрлӗхӗ ҫакӑнта ӗнтӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен пичӗсем ҫурхи хӗвелпе пиҫсе хуралма ӗлкӗрнӗ; ҫӑра тусанпа витӗннӗ ҫутӑ машинӑсем тӗксӗмленнӗ; ҫак кун вӗсем ҫеҫенхирти нумай ҫулсем тӑрӑх ҫӳрени пуринчен те курӑнать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуна йӗрӗсемпе такӑрлатнӑ шурӑ ҫулсем тӑрӑх Рощенскине райком членӗсемпе райсовет депутачӗсем пухӑнма пуҫларӗҫ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта апата та валашкасем патне ҫӳлте ҫакӑнса тӑракан ҫулсем тӑрӑх илсе пыраҫҫӗ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тавлашмастӑп: пирӗн фронт чӑнах та анлӑ, анчах ҫак фронтра кирлӗ пек йӗркеллӗх, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни халлӗхе ҫук-ха: пӗрисем малалла талпӑнаҫҫӗ, халиччен тупса палӑртман ҫулсене хӑюллӑн шыраҫҫӗ, теприсем хыҫалта ҫапкаланса пыраҫҫӗ, ҫӑмӑл та лайӑхрах ҫулсем шыраҫҫӗ — кая юлса пыракансем шутланаҫҫӗ, анчах ҫак намӑс ята хӑнӑхнӑ вӗсем.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Халӗ пур ҫулсем те коммунизм патнелле илсе пыраҫҫӗ, — терӗ Кондратьев, аллине ҫӳлех мар ҫӗклесе, — ҫав ҫулсемпе ырӑ чун-чӗреллӗ, таса кӑмӑлла та ирӗк туйӑмлӑ, хӑюллӑ, хӑйсен ӗмӗтне чӑн тума пултаракан ҫынсем пыччӑр тесе тӑрӑшасси — вӑл пирӗн чи пирвайхи задача пулать…
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мана та парти енӗпе хушма пулать, анчах ҫакна валли манӑн ҫулсем юрӑхлӑ мар.— Меня тоже можно заставить по партийной линии, но годы мои для этого не подходят.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.